АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техтĕрĕслев витĕр тухман

04 июля 2008 г.

 

Июнĕн 25-мĕшĕнчен тытăнса июлĕн 2-мĕшĕччен республикăра “Стройка” асăрхаттару операцийĕ иртесси çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çавна тĕпе хурса, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче пирĕн рейд бригади (ун йышне патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕн начальникĕ Ю. В. Агатьев, район администрацийĕн халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайĕн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен аслă специалисчĕ В. А. Егоров тата çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç) районти çул-йĕр строительствин Хĕлеçпе Ванюшкассинчи тата Ямайкассинчи обăекчĕсене çитсе курчĕ, вĕсенче ĕçлекен тракторсемпе катоксене, грейдерсене тата вĕсене тытса пыракан механизаторсене тĕрĕслерĕ. Çакна палăртмалла, пур çĕрте те строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Акă, Хĕлеçре хытă сийлĕ çул хывма никĕс хатĕрлес ĕçсене вĕçлесе пыратчĕç. Тулли мар яваплă “Воддорстрой” пĕрлешÿри А. А. Гавриловпа Ю. Н. Николаев трактористсем, Ю. И. Сергеев грейдерист хĕрсех çул хĕррисене йĕркелештеретчĕç. Механизаторсен тата техникăсен докуменчĕсем йĕркеллех, тракторсемпе грейдера патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă тата ытти те.

— Ку çул тăршшĕ 1,5 километра яхăн, — пĕлтерет В. А. Пикишкин прораб. — Çул хĕррисемпе ĕçе вĕçлесен хăйăрпа вак чул сарса пусăрăнтаратпăр та унтан çиелтен 2 хут битумпа тата вак чул тусанĕпе витсе тухатпăр… Строительсен кунĕ тĕлне ку обăектри ĕçсене вĕçлессишĕн тăрăшатпăр…

Ванюшкассинче “Автотракт” пĕрлешÿ çул тăвать, ĕçре пысăк чăрмав пур, Мăн çырмара хăпартнă никĕс анса хăшкăлтарать пулин те, лару-тăру йĕркеллех.

Ямайкассипе Çеçмере çитерекен çулсене Чăваш Енри “Чувашавтодор” пĕрлешÿн Пăрачкаври çул-йĕр организацийĕ тăвать. Çеçмерпе Ыхракассине тата Ямайкассине хытă сий сарассине вĕçлесе пыратчĕç. Шел, Т-150 трактор никĕсĕ çинче тунă ДУ-2 катока патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларман, ăна ĕçлеттерекен Р. А. Ярлашкинăн çумра документсем пулмарĕç. Çавна май Роман Аркадьевичпа асăннă пĕрлешÿ тĕп инженерне явап тыттармалли пирки протокол çырма тиврĕ технадзорăн аслă инспекторĕн Ю. Агатьевăн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика