АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп пăхăнмалла

01 июля 2008 г.

 

Ял халăхĕшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ: пахча çимĕçе çум курăкран тасатмалла, утă-улăм пуçтарса кĕртмелле. Çак вăхăтра вара вут-кăвар алхасас хăрушлăх та пысăк. Инкекрен хăтăлас тесен, унран асăрханмалли йĕркене çирĕп пăхăнмалла: утă-улăмпа ĕçленĕ чухне чĕлĕм туртмалла мар, хуçалăхра утă-улăм куписене кил-çурт çывăхĕнчен 50 метртан çывăхрах, пысăк вольтлă пралуксенчен — 15, çулсенчен 20 метртан çывăхра лартмалла мар.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли тĕрлĕрен апат хатĕрленĕ чухне, çавăн пекех тыр-пула массăллăн пухса кĕртнĕ тапхăрта та пушарсем сиксе тухаççĕ.

Пушарсем тухнин тĕп сăлтавĕсем çаксем: утта активлă вентиляци меслечĕпе типĕтнĕ чух пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсни, вут-кăварпа асăрханусăр, ял хуçалăх техники юсавсăр пулни. Енчен те инкек сиксе тухрĕ пулсан — мĕн чухлĕ пурлăх тата çурт-йĕр пĕтет. Çакна асра тытăр: пушар инкекĕсенчен хÿтĕленмелли чи лайăх меслет вăл — пушар правилисене пур çĕрте те тата яланах тĕрĕс пăхăнни.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика