01 июля 2008 г.
Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче район пуçлăхĕ, районти наркотиксене хирĕç кĕрешекен комисси председателĕ С. А. Николаев йĕркелесе пынипе асăннă комиссин кăçалхи черетлĕ иккĕмĕш ларăвĕ иртрĕ.
Чи малтанах унта Алманч ял тăрăхĕнче пурăнакансем ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлесе пыни çинчен унăн пуçлăхĕ Л. Г. Федорова пĕлтернине итлерĕç. Любовь Германовна палăртнă тăрăх, ку енĕпе профилактика канашĕ те активлăх кăтартать. Унăн ларăвĕсем уйăхсеренех иртеççĕ. Ака уйăхĕнче çеç-ха, ав, “йывăр” тата 2 çемьене шута илнĕ. Халĕ вĕсен хисепĕ 11-е çитнĕ, ку çемьесенче 20 ача пурăнать. Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсем патĕнче профилактика канашĕн членĕсем час-часах пулаç-çĕ, вĕсене ларусене те чĕнеççĕ.
Кăçалхи 6 уйăхра спирт тытакан шĕвексем вăрттăн сутакан тата 5 çынна тытса чарнă, халĕ вĕсем — 15-ĕн (пĕлтĕр 20-ĕн пулнă), пуринпе те тенĕ пекех калаçусем ирттернĕ. Обществăлла вырăнта ÿсĕр пулнăшăн 15 çын пирки протокол çырнă. ФАПсенче наркотикпе алкоголь сиенĕ пирки санбюллетеньсем кăларсах тăраççĕ; ĕç коллективĕсенчи тата граждансен пухăвĕсенче те ку ыйтăва тăтăшах çĕклеççĕ.
Комисси членĕсем, информацине шута илнĕ май, ял тăрăхĕн сывă пурнăç йĕркине анлăрах сарас тĕллевпе çамрăксен канăвне усăллă йĕркелессишĕн ытларах çине тăмаллине, “йывăр” çемьесенче нумайрах пулмаллине, мăкăнь çитĕнтерекенсене палăртас тесе, милицин участокри уполномоченнăйĕпе пĕрле ялсенче рейдсем, уйрăмах пушă ларакан çуртсенче пулса, йĕркелемеллине кăтартса хăварчĕç.
Ларура кунпа пĕрлех асăннă комиссин кăçалхи II çур çулхи ĕç планне пăхса тухса çирĕплетрĕç, район пуçлăхĕ 2008 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче алă пуснă “Красноармейски районĕнчи наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссин положенине тата регламентне çирĕплетесси çинчен” 324-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе паллашрĕç.