01 июля 2008 г.
Шетмĕ Михали... Кĕçĕн Шетмĕре пурăнакан Михаил Тимофеевич Тимофеев ĕç ветеранĕн хушма ячĕ ку. Кăмакаçă вăл. Сăвăç та, проза ăсти те. Трак тăрăхĕнче ăна кашни тенĕ пекех аван пĕлет. Вăтам пÿ-силлĕ, вашават арçын.
— Эпĕ хама сăвăç пулатăп темен. Мĕн ачаранах кĕнекесем вулаттăм. Паллах, чăвашлисене... Вĕсенчи геройсем мана çывăхчĕ. Яланах паллă çын пулас тенĕ.
Мана комсомола кĕни нумай пулăшрĕ пурнăçра. Тус-юлташсене тупрăм. Чăвашла лайăхрах калаçма хăнăхрăм. Сăвăсем çырма вĕрентĕм, поэзи тĕнчине тухрăм. 1956 çулта вара “Коммунизм çулĕпе” хаçатра пĕрремĕш сăвă — “Хурăн” ятли çапăнчĕ, — терĕ, творчество лаççи пирки сăмах çăмхине сÿтсен, Шетмĕ Михали. — Каярахпа ялкор ĕçне те кÿлĕнтĕм.
Пурнăçĕ çăмăлах пулман унăн. Миша сакăр çулта чух ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хирĕнче пуç хунă. Миша 13 çула çитсен амăшĕ тăруках чирленипе çĕре кĕнĕ. Çемьери йывăрлăха кура çамрăк виççĕмĕш класранах шкула çÿреме пăрахнă. Михаил Тимофеевич халĕ те хăй ялти пĕр çулта çуралнисемпе пĕрле шкул сакки хушшинче пĕлÿ илейменшĕн кăмăлсăр. Мĕн тăвăн?
— Хам вĕреннĕ çын пулаймарăм. Ачасене вара кашнинех пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Тăватă хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтертĕмĕр мăшăрпа. Çичĕ мăнук пур тата пирĕн. Урăх мĕн кирлĕ... Сывлăх кăна пултăрччĕ, — чуна уçса калаçрĕ Шетмĕ Михали. — Сывлăхран хакли çук.
Михаил Тимофеевичăн ку таранччен 500 ытла сăвă пичетленнĕ. 2001 çулта унăн Çĕрпÿ типографийĕнче “Асамлă çăл куç” сăввисен кĕнеки çапăнса тухнă. Поэт 60 çул тултарнă май районти “Ял пурнăçĕ” хаçат çумĕнче “Шуçăм çути” кăларăм пичетленнĕ.
— Хальлĕхе хама аванах туятăп-ха. Чунра творчество лаççин хĕмĕ малтанхиллех ялкăшать. Ан сĕвĕрĕлтĕрччĕ çеç. Ĕçлесчĕ тесе хавхалантарать. Апла пулсан хавхалану, вăй-хал, кил ăшши кăна пултăрччĕ.
Çывăх тус-юлташсене манар мар. Пĕрлĕхре вăй вĕт, — хăй шухăшне пытармасть сумлă сăвăç. — Халăхра мĕнпе те пулин ырă йĕр хăварар.
М. Тимофеев — Шетмĕ Михали 1990 çултанпа районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ. Вăл 2008 çулхи çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче 75 çул тултарчĕ. Апла пулсан юбиляра творчество лаççинче, ватлăх туяпа юнасан та, иксĕлми хастарлăх, ăнăçу, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп.