АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алманч салин призĕсемшĕн

01 июля 2008 г.

 

Кашни ял тăрăхĕнчех спортăн мĕнле те пулин енĕпе турнирсем йĕркелесе ирттереççĕ. Кăçал кунашкал мероприятине Алманчра та ирттерчĕç. Мини-футбол енĕпе Алманч салин призĕсемпе кубокне çĕнсе илессишĕн ирттерекен турнира кăçал пуçласа йĕркелесе ячĕç. Кунта çуралса ÿснĕ Ю. А. Александровпа А. А. Герасимов тата Ю. Д. Петров асăннă спорт мероприятийĕн спонсорĕсем пулма хаваспах килĕшнĕ. Вĕсем медальсемпе призсем, вымпелсем тата кубок хатĕрлеттернĕ. Пĕрремĕш турнир Алманч ярмаркин кунĕнче пулчĕ. Унта 4 команда вăй виçрĕ. Пурне те çĕнтерсе, Алманчри çамрăксем куçса çÿрекен кубокпа приза тата ылтăн медальсене тивĕçрĕç. Иккĕмĕш вырăнта — еншикчуллăсем, виççĕмĕшĕнче — “Гигант” хуçалăхăн механизаторсен команди, тăваттăмĕшĕнче — Алманчри ветерансем.

Асăннă турнира çулленех Алманч ярмарки пулнă кун ирттерме йышăнчĕç. Унта районти ытти ялсен командисем те хутшăнма пултараççĕ. Кăçалхи турнирта тупăшнă мĕн пур футболистсене спонсорсем тутлă шÿрпе пĕçерсе çитерчĕç, медальсемпе, призсемпе чысларĕç. Пĕр сăмахпа каласан, вăл тивĕçлĕ шайра иртрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика