АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç сыхлавĕ тĕпре пултăр

01 июля 2008 г.

 

Выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес хĕрÿ тапхăр çитрĕ. Кунта ĕç вăйĕ пайтах кирлĕ. Çитĕннисемпе пĕрле бригадăсенчи тĕрлĕ ĕçсене чылай шкул ачи хутшăнĕ. Шкул ачисене, 14 çултан пуçласа, ĕçе ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕпе ятарлă килĕшÿ туса, ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентсе тата вĕсен пĕлĕвне тĕрĕслесе кадрсен пайĕ урлă хăрушсăр ĕçсене явăçтармалла.

Ял хуçалăхĕнче ĕçе япăх йĕркеленипе, уй-хирсенче кану условийĕсем начар пулнипе, квалификаци çук тата ĕçĕн хăрушсăр мелĕсене вĕрентмесĕр, инструктаж памасăр ĕçе явăçтарнипе, çавăн пекех юсавсăр оборудованисемпе машинăсене ĕçлеттернипе инкексем сиксе тухаççĕ. Производствăра çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăласси, суранланасси, шел пулин те, çав-çавах тĕл пулать-ха. Иртнĕ çул та ун пек тĕслĕхсем пирĕн районта вырăн тупрĕç.

Ял хуçалăх производстви техника хутшăнмасăр пулса пыраймасть. Çавна май ĕçре хăрушлăх та ÿсет. Уйрăмах ку ĕçченсем хăрушсăрлăх техникин правилисене, ĕç сыхлавне пăхăнмасан пулать. Пĕтĕмлетсе каласан, инкексен тĕп сăлтавĕ тимлĕх тата асăрханулăх çитменни пулса тăрать.

Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн, халĕ хуçалăхра ĕçченсен йышĕ 50 çынран иртет пулсан, ĕç хăрушсăрлăхĕн ĕçĕсене туса пыма уйрăм специалист пулмалла."Гигант" хуçалăхсăр пуçне ун пек специалистсем пур çĕрте те пур. Пĕчĕкрех хуçалăхсенче ĕç хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă çынсене çирĕплетнĕ. "Таябинка", "Нива", "Караево", "Красное Сормово" хуçалăхсем ĕçченсене хÿтĕлев хатĕрĕсемпе, ятарлă тумтирсемпе тивĕçтерессишĕн çине тăраççĕ, ку тĕлĕшпе укçа-тенкĕ шеллемеççĕ. Вĕсенче ĕç вырăнĕсенче ĕç сыхлавĕн кĕтесĕсене йĕркеленĕ, отрасльсем валли ку енĕпе ятарлă папкăсем хатĕрленĕ тата ытти те. Çулсеренех хĕрÿ ĕçсем умĕнхи тата ытти семинар-канашлусенче, район хаçачĕ урлă хуçалăхсен ертÿçисемпе агрономĕсене, тĕп инженерĕсемпе ĕç хăрушсăрлăхĕн специалисчĕсене ĕç сыхлавне тĕпе хурса ĕçлемелли пирки аса илтернĕ пулин те, паян тепре çирĕппĕн асăрхаттарса каласшăн: мĕн пур ĕçе хутшăнакана ĕç вырăнĕнче тепĕр хутчен ятарлă инструктаж памалла, кашни çынна, кун пирки çирĕплетсе, журнал çине алă пустармалла. Юсавсăр техникăпа механизмсене ĕçлеттермелле мар, вĕсем çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Аякри уйсенчи ĕçсене тума çынсене ятарлă машинăсемпе илсе çÿремелле. Пур ĕç участокĕнче те хуçалăх ертÿçин хушăвĕпе ĕç хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă çынсене палăртмалла. Икĕ çынран ытларах ĕçленĕ çĕрте яланах аслине çирĕплетмелле. Ÿсĕрсене ĕçе хутшăнтармалла мар.

Ĕç сыхлавĕ кашни ĕçчен сывлăхĕпе тата пурнăçĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Йĕркене çирĕп пăхăнса вăй хуни вара инкек-синкексенчен хăтарса пырать. Çакна пурин те асра тытасчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика