АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Заволжский” çутисем таврана саланаççĕ

01 июля 2008 г.

 

Кирек хăш вăхăтра та — хĕлле-и е çулла — “Анат Чулхула Газпром трансгаз” ООО филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн Красноармейскинчи Заволжски клуб çумĕнчи творчество коллективĕсен пачах та вăхăт çук. Çу уйăхĕ те пирĕншĕн пуян та тулли, ăнăçлă та усăллă пулчĕ.

Майăн 3—11-мĕшĕсенче Астрахань хулинче “Астрахань Газпром трансгаз” ООО никĕсĕ çинче “Возрождая традиции” ятлă пысăк фольклор фестивалĕ иртрĕ. Юлашки çулсенче красноармейскисен пултарулăхне Атăл тăрăхĕнче çеç мар, Раççейĕн ытти кĕтесĕсенче те курса савăнчĕç ĕнтĕ. Ку хутĕнче асăннă тупăшăва 11 çынран тăракан пирĕн “Раштав” уш- кăн (ертÿçи А. Тюмеров) хутшăнчĕ. Фестивале çĕр-шывĕпех паллă, Атăл тăрăхĕнчи республикăсенчи пултарулăх коллективĕсем килнĕ. Акă, Воронеж патшалăх университечĕн “Воля”, Волгоградри казаксен “Станица” ушкăнĕсене ăста та пултаруллă профессорсем ертсе пыраççĕ. Вĕсем пушă вăхăтсенче мастер-классем ирттерчĕç. Çапла майпа эпир хамăр пултарулăха кăтартнисĕр пуçне лайăххине, çĕннине, туссен паха опытне алла илме пултартăмăр. Виçĕ куна пычĕ фестиваль. Жюри “Раштавăн” пултарулăхне пысăка хурса хакларĕ. Эпир диплома, чылай-чылай сувенира тивĕçрĕмĕр. Фестиваль йĕркелÿçисем ун- та хутшăнакансен кану программине те япăх мар хатĕрленĕ. Эпир Астраханьти чаплă гостиницăсенчен пĕринче пурăнтăмăр, пăрахутпа Атăл тăрăх çул çÿревре пултăмăр, аслă юхан шыв çинче вырнаçнă хуласемпе, вĕсенчи паллă вырăнсемпе паллашрăмăр, пасарсенче пулса куртăмăр. Кашниех тус-юлташĕсем валли типĕтнĕ вуплă пулă туянчĕ. Çул çÿрев халĕ те асрах-ха.

“Анат Чулхула Газпром трансгаз” ОООн кану çурчĕсем иккĕ, “Волга” тата “Ласточка” ятлă. Астраханьтен таврăнсан виçĕ кунтанах “Ласточка” кану çуртĕнче “Анат Чулхула Газпром трансгаз” ОООна кĕрекен клуб учрежденийĕсем хушшинче “Атăл çи пуç кăшăлĕ” (“Венок Поволжья”) ятлă фестиваль-конкурс пулчĕ. Унта пирĕн тытăма кĕрекен 22 коллектив хутшăнчĕ, кашниех çĕнетнĕ программăсем кăтартрĕ. Эпир сцена çине “Сĕрен” (“Хаяр усал-тĕселе хăваласа яни”) ятлă çĕнĕ ĕç кăлартăмăр. Куракансен кăмăлне кайрĕ вăл. Жюри пирĕннисен ĕçĕсене уйрăм номинацисенче лайăх енчен палăртрĕ. Халăх музыкин “Раштав” ансамблĕ “Народно-певческий коллектив”, Алексей Николаев хут купăспа чăваш кĕввисем выляса “Инструментальное исполнительство — Соло” номинацисенче — пĕрремĕш, ташă коллективĕсем “Хореографический ансамбль” тата “Хореография — малые формы”, Сергей Тарасов хут купăспа чăваш такмакĕсем юрласа “Сольное пение” номинацисенче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Фестиваль пынă кунсенчех ал ĕç ăстисен выставки те ĕçлерĕ. Эпир пĕтĕмпе 50 ĕç тăратма пултартăмăр. Мĕнех, пирĕн ăстасем ырă ята тивĕç, вĕсем “Венок Поволжья-2008” выставка-конкурсра пĕрремĕш вырăна тухрĕç, Жанна Михайлова вара “Мастер ДПИ и НП” номинацире çĕнтерчĕ. Куракансем Антонинăпа Юрий Никандровсен, Наталья Ефимова, Светлана Суховетрюк, Антонина Леонтьева, Сергей Исаков (йывăçран касса тунă япаласем, эрешлесе тунă тенкел-пукан) ĕçĕсем патĕнче чылайччен тăчĕç. Çапла вара эпир “Венок Поволжья” фестиваль-конкурсран пĕтĕмĕшле ик-кĕмĕш вырăнпа таврăнтăмăр.

2008 çула çĕр-шывра Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Пирĕн патра та çемье тивĕçне чыслăн пурнăçласа пыракансем сахал мар. Алинăпа Сергей Тарасовсем, Ольгăпа Валерий Романовсем, Еленăпа Андрей Тюмеровсем, Надежда Алексеевапа Сергей Федоров ĕçре те, çемьере те, канура та хастар.

Лысковăри “Волга” кану çуртĕнче пысăк семинар-канашлу пулса иртрĕ. Унăн йĕркелÿçисем ку хутĕнче те халăх музыкин “Раштав” ансамбльне хăнана чĕнчĕç. Пирĕннисем семинара хутшăннисене хăйсен пултарулăхĕпе туллин паллаштарчĕç. Çывăх вăхăтра куракансен юратнă ансамблĕ вырăс юррисен çĕнĕ дискне кăларма хатĕрлет. Çакăнта унăн ертÿçин А. Тюмеровăн тÿпи калама çук пысăк. Эпир вăл халăх кăмăлне каясса шанатпăр.

Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕнче Çĕрпÿ хулинче “Юрла, салтак, юрла” фестиваль пулчĕ. Унта “Раштав” ансамблĕн арçынсен ушкăнĕ тата пирĕн предприятире вăй хуракан, хăй вăхăтĕнче туллă-сăртлă Чечен çĕрĕ çинче интернационалла тивĕçе пурнăçланă каччăсенчен тăракан “ДМБ” ансамбль хутшăнчĕç. Вĕсем жюри умне 4 юрă тăратнă, ĕнерхи салтаксем куракансене патриотла 2 юрă парнеленĕ. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем Шупашкарта иртекен юлашки концертра хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма тивĕç пулнă.

Районта иртекен мероприятисене те эпир хаваспах хутшăнатпăр. Акă, районти Акатуйăн сцени çине (ертÿçи М. Дмитриев) вокал ансамблĕсем, “Капельки” тата “Каприз”, тухрĕç. Ачасен “Юность” ансамблĕ 2 ташă кăларчĕ. Сăмах май пирĕн ушкăнсем Çĕрпÿре иртнĕ “Здравствуй, мир” конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç (ертÿçи Т. Ефремова).

Республика кунне те эпир тулли кăмăлпа хутшăнтăмăр, район чысне Шупашкарта хÿтĕлерĕмĕр. Тĕп хулан уяв сцени çине 30-ăн тухрăмăр, Атăл тăрăх халăх музыкин “Раштав” ансамблĕн юррисем ян та ян кайрĕç. “Юность” ушкăн хăйĕн ташшипе куракансене савăнтарчĕ.

Республикăн тĕп хулинчи халăх пултарулăхĕн çуртĕнче çемьесен ал ĕç ăстисен выставки ĕçлерĕ. Унта пирĕн ĕçчен Ж. Михайлова хĕрĕпе хутшăнчĕ, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Пирĕн предприятин профсоюз комитечĕ ĕçпе канăва çыхăнтарма тăрăшать. Нумаях пулмасть пултарулăх коллективĕсене чи хастар хутшăнакан 20 çынна Шупашкара “Нарспи” мюзикла тата Муркашра иртнĕ “Песни России” фестиваль-марафона Н. Бабкинăн концертне илсе кайса кăтартрĕ. Шкул ачисен çуллахи канăвĕ пуçланнă май, вĕсене валли тĕрлĕрен конкурсла вăйăсемпе программăсем ирттертĕмĕр. Ачасемпе ĕçлекен специалист Е. Иванова йĕркеленĕ “Чтобы солнышко светило”, “Чудо-юдо”, “Семь стран, которых нет на карте” мероприятисенче шкула çÿрекенсемпе пĕрле аслисем те хастар хутшăнчĕç, тав сăмахĕсем каларĕç, тутлă парнесем туянчĕç.

Çапла пурăнатпăр, ĕçлетпĕр эпир. Пушă вăхăтра сăн ÿкерчĕксен альбомне пăхса ларатăп та чун савăнать: юлашки тапхăрта ăçта кăна пулмарăмăр эпир. Пирĕн çамрăк артистсен паян кун та паллă композиторпа В. Шаинскийпе, телевиденин музыка ертÿçипе Ю. Николаевпа, О. Газманов юрăçпа, ытти эстрада çăлтăрĕсемпе пĕрле тунă сăн ÿкерчĕксем çемье архивĕнче тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çакă пире хавхалантарать, малашнехи ĕçре ăнăçу сунать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика