15:05 21 января 2021 г.
Кун пирки паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Мясокомбинат» «Звениговский» ТМЯО хуҫипе Иван Казанковпа тĕл пулнă самантра ыйтăва сӳтсе явнă. Пуҫарăва Олег Николаев ырланă. «Республикăра инвестициллĕ проектсем пурнăҫа кĕни пĕлтерĕшлĕ. Производствăсем хута кайни уйрăмах паха. Эпир сирĕнпе пĕрле килĕшсе ĕҫлеме хатĕр. Инвестици тытăмне пырса тивекен саккунсен йĕркисене ҫĕнетнĕ. Проектсем пурнăҫа кĕччĕр тесе пĕрле тăрăшăпăр», – палăртнă вăл хăйĕн сăмахĕнче. Сăмах май, кăҫал Ҫĕнĕ Шупашкарта ятарлă тытăм йĕркеленĕ, вăл пĕрремĕш ҫур ҫулта ĕҫе кӳлĕнĕ. Предпринимательлĕх ĕҫ-хĕлне хăйне евĕр условийĕсемпе тивĕҫтересси те куҫкĕретех пулĕ. Тепĕр тесен, инвесторсене ҫăмăллăх кӳрес тесе, аталанусен пĕрлехи институтне те пуҫарнă.
Иван Казанков производство ĕҫĕ-хĕлĕ ҫинчен каласа кăтартнă. Агрохолдинг ҫулсерен вăй илнине, таварсен калăпăшĕ ӳссе пынине хыпарланă. Кунсерен 100 тонна ытла тĕрлĕ хатĕр тавар калăпланать. «Мясокомбинат «Звениговский» ТМЯО хăйне евĕр ĕҫлет. Пысăк технологи витĕмлĕхĕ вĕсен малти вырăнта. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеҫҫĕ, тавар тирпейлесе кăлараҫҫĕ, тĕрлĕ ӳсен-тăран лартса ҫитĕнтерессипе те тăрăшаҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, вĕсен ĕҫĕ комплекслă пулса пыни куҫ кĕретех.
Олег Николаев производство ĕҫне пысăка хурса хакланă, малашне те паха таварсене тирпейлесе кăларассипе ырми-канми ĕҫлеме вăй-хал суннă.
«Чăваш Енре сирĕн лавккасем нумай вырнаҫнă. Чи кирли – халăх пĕтĕм кăмăлпа юратса таварсене туянать. Пахалăх шайĕ пысăк, ҫакна вĕсем пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă. Тепĕр тесен экологи тĕлĕшĕнчен те таса», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.
АУ "Редакция Красноармейской районной газеты "Сельская жизнь"
Первоисточник: Пресс-служба Администрации Главы Чувашской Республики