10:36 28 января 2015 г.
М. Петров, врач-невролог:
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М. В. Игнатьевăн ЧР Патшалăх Канашне янă "Пĕрле эпир нумай çитĕнỹ тăваятпăр!" Çырăвĕпе хаçатра вуласа паллашрăм. Михаил Васильевич экономика аталанăвĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, строительство, транспорт комплексĕ, ялхуçалăхĕ, вĕрентỹ, физкультурăпа спорт, ытти отрасльсен ĕçĕ-хĕлĕпе пĕрлех халăх сывлăхне сыхласси çинче те чарăнса тăчĕ. Чăн та, унсăр пурнăç çук. Медицинăра чылай çул вăй хунăран республика Пуçлăхĕн ку тĕлĕшпе каланă сăмахĕсене пур кăмăлтан ырлатăп. Ман шухăшпа, пурнăçа лайăхлатас тесен, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пымалла, эрех-сăрапа ашкăннине, наркотиксемпе усă курнине татăклăн сивлемелле. Çирĕп сывлăхлă та ĕçчен хĕрсемпе каччăсем ỹсчĕр тесен, вĕсене ача садĕнчен тытăнса шкултан вĕренсе тухичченех тĕрĕс воспитани пама çине тăмалла, кунта ашшĕ-амăшĕсен те, воспитательсемпе педагогсен те нумай вăй хумалла. Çамрăксене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтармалла, чăвашлăха хакласа юратма вĕрентмелле. Мĕншĕн-ха кỹршĕ республикăсенче пурăнакан ачасем вырăсла та, хăйсен чĕлхипе те аван сăмахлаççĕ? Пурте хамăртан килет: сывă пурнăç йĕркине пăхăнмасăр, тепĕр хут калатăп, ыр-сывă пурнăç пулмасть. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвĕнчи сăмахсем шăпах çакна çирĕплетеççĕ те.
АУ "Редакция Красноармейской районной газеты "Сельская жизнь"