АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев янă Çырăва хаклаççĕ: Çирĕп çемье - аталанăвăн тĕп енĕ

09:42 28 января 2015 г.

З. Петрова, хĕрарăмсен раонти канашĕн председателĕ: Çирĕп те туслă çемье, унти ырă йăла-йĕрке малашлăхри аталанăвăн тĕп енĕсенчен пĕри шутланать. Çемье çирĕп те тĕреклĕ пулсан, экономика та малалла ỹсĕмлĕн аталанать. Эпир, акă, хĕрарăмсем хушшинче сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр. Калăпăр, вĕсене алĕçне активлă хутшăнтарассишĕн çине тăратпăр. Ку тĕллевпех çулленех районта "Илемлĕх тĕнчене çăлать" конкурс йĕркелетпĕр, çĕнтерỹçĕсене тивĕçлипе чыслатпăр. Пирĕн хĕрарăмсем кунпа пĕрлех Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев хĕрарăмсен "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята илмелли ĕç стажне 37 çул та 6 уйăха çитиччен пĕчĕклетнине ырласа йышăнчĕç. Çамрăк мăшăрсене чăн-чăн ашшĕ-амăшĕ пулма хăнăхтарассине те хамăр тĕп тивĕçсенчен пĕри тесе шутлатпăр. Чăваш Ен çакнашкал политика тытса пыни савăнтармаллипех савăнтарать. Çемьесене йывăр пулсан, хĕрарăмсем ача та çуратмĕччĕç. Республикăра, çав шутрах хамăр районта та, нумай ачаллă çемьесен йышĕ ỹсни те çакнах çирĕплетет. ЧР Патшалăх Канашне янă хăйĕн Çырăвĕнче Михаил Васильевич çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăласси пирки те уçăмлăн пĕлтерчĕ. Тен, çавна май Мускавпа ытти хуласене ĕçлеме çỹрекен арçынсем те Чăваш Ене каялла таврăнĕç.

АУ "Редакция Красноармейской районной газеты "Сельская жизнь"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика