08:56 28 января 2015 г.
А. Валентинов, спорт тата строительство ĕçĕн ветеранĕ, таврапĕлỹçĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ премине тата суварсен Вырăк кнеç ячĕллĕ премипе кăкăр çине çакмалли "Мухтав паллине" тивĕçнĕскер:
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне тата чăваш халăхĕ патне янă Çырăвĕпе эпĕ те тĕплĕн паллашрăм. Унта вăл юлашки çулсенче пурнăçланă ĕçсене тишкерсе умри тĕллевсене палăртнă. Çапах та манăн Çырури икĕ самант çинче чарăнса тăрассăм килет. . 1947 çулта Чатукасси ялĕнче çут тĕнчене килнĕ эпĕ. Каярах кунти сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтертĕм, Красноармейскинчи каçхи шкулта пĕлỹ пухрăм. Çарта пултăм. Шкул сакки çинче ларнă чухнех физкультурăпа спорта кăмăллани мана çар хĕсметĕнче питех те кирлĕ пулчĕ. Кунта та тăтăшах тренировкăсем ирттернĕ эпĕ, тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăннă. Киле таврăнас умĕн йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕн кандидачĕн, çуран чупассипе, штанга йăтассипе пĕрремĕш разряд нормативĕсене пурнăçларăм. Салтак шинельне хывсан вара пĕр вăхăт Енĕшкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçлерĕм. Çак тапхăрта шкул ачисене, ку тăрăхри яш-кĕрĕме спортпа туслашма сахал мар пулăшрăм. Пĕрле эпир тĕрлĕ йышши ăмăртусене сахал мар хутшăннă. Пирĕнтен кашниех сывлăхпа кăна телейлĕ. Паян вăрттăнлăх мар, шкулта вĕренекенсенчен чылайăшĕ хăйсен пушă вăхăтне компьютер умĕнче ларса ирттерет. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри физкультура урокĕсене те ячĕшĕн кăна хутшăнать Çавăнпа та çара кайма хатĕрленекен яшсем комисси тĕрĕслевĕ витĕр тухнă чухне чылай чир-чĕр тупса палăртаççĕ. "Шăпах çавăнпа эпир çемье тата пĕтĕм этемлĕх хаклăхĕсене, çамрăсем хушшинче сывă пурнăç йĕркине тата спорта тĕп вырăна хуракан модăна пропагандăлас ĕç çине пысăк тимлĕхпе пăхатпăр" тата "Сывлăха лайăх шайра тытса тăма уçă сывлăшра куллен çур сехет уçăлса çỹрени те çителĕклĕ. Ăна тума хаклă тăракан инвентарь е хатĕр-хĕтĕр те кирлĕ мар" тесе палăртнă хăйĕн Çырăвĕнче Михаил Васильевич. Питех те вырăнлă сăмахсем. Кăçал пирĕн халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленет. Манăн атте те, Валентин Прохорович Прохоров, хаяр вăрçă вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă. 1942 çулхи апрель уйăхĕнче ăна фронта кайма повестка параççĕ. Çемйинчи тăватă ачана çурма тăлăха хăварса вăрçă хирне тухса каять вăл. Пĕрремĕш хаяр тытăçăва Волхов фронтĕнче кĕрет хаклă çыннăм. Çак тапхăрта миçе хутчен вилĕмпе куçа-куçăн тăман-ши вăл? Пĕр тан мар çапăçура Валентин Прохорович ураран йывăр аманать, чылай вăхăт госпитальте сипленме тивет унăн. Иккĕмĕш ушкăн инваличĕ тăван ене таврăнать, мирлĕ ĕçе кỹлĕнет. Шел, вăрçă хирĕнче илнĕ сурансем аттен кун-çулне кĕскетрĕç. М. Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче иртнĕ вăрçă темине те пысăк вырăн уйăрнă. "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин темипе тăтăшах ĕçлемелле, Раççей патшалăхĕн историйĕн паттăр тата трагедилле тапхăрĕ, пирĕн çынсем кăтартнă паттăрлăх çинчен чăннине каласа памалла,мĕншĕн тесен çамрăксене патриотла тата гражданла воспитани парас ĕç истори пулăмĕсене лайăх пĕлни çинче, Раççей халăхĕн калама çук пысăк ăс-хакăл вăйĕн, виçесĕр хăюлăхĕпе паттăрлăхĕн тĕслĕхĕсем çинче никĕсленсе тăмалла. Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пире тăнăç пурнăçпа ирĕклĕх парнеленĕ паттăрсем умĕнче эпир ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Вĕсен ячĕсем тав тăвакан ăрусен чĕрисенче яланлăхах упранĕç!" тенĕ унта. Иртнĕ вăрçа хутшăннисем сахаллансах пыраççĕ. Паян Трак тăрăхĕнчи 21 фронтовик ватлăх кунĕсене ирттерет. Сывлăхĕ çеç пултăрччĕ вĕсен.
АУ "Редакция Красноармейской районной газеты "Сельская жизнь"