15:47 01 августа 2014 г.
Кăçалхи майăн 27-мĕшĕнче çĕр-шывра 136-ФЗ номерлĕ саккун йышăнчĕç. Вăл çынсене паянчченех калаçтарать. Чăваш Енре те çавна май “Чăваш Республикин “Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен” саккунсене улшăнусем кĕртесси çинчен” саккун проектне хатĕрленĕ, халăха сỹтсе явма тăратнă. Çỹлерех асăннă документсем пирки мĕн шухăшланине эпир район çыннисенчен ыйтса пĕлтĕмĕр. М. П. ПРОХОРОВ, педагогика ĕçĕпе вăрçă ветеранĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ: — Ку документсене халăх умне кăларни питех те вырăнлă тесе шутлатăп. Район пуçлăхне пурте пĕрле суйлани лайăх çеç пулĕ. Трак енре икĕ ертỹçĕ хушшинче халĕ те пĕр-пĕрне ăнланманлăх çук пулин те, район шайĕнчи ыйтусене пĕр пуçлăх татса пани унăн яваплăхне татах та хăпартĕ. Иккĕмĕшĕ. Ман шутпа, район центрĕнче уйрăм пуçлăх кирлех мар пек туйăнать, ку шайри ыйтусене вара малашне район ертỹçи татса патăр. Л. П. СЕМЕНОВ, Йỹçкасси ял старости: — Тĕрлĕ шухăшлăх вăй илсе пыни мана та савăнтарать-ха. Ку чухне тĕрĕслĕхпе чăнлăха тупма çăмăлтарах. Ара, ял шайĕнче те ыйтусем калама çук нумай-çке: çул тумалла, ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелле, пушар хăрушсăрлăхне йĕркелемелле, урамсене çỹп-çапран тасатса йĕркене кĕртмелле тата ытти те. Эпĕ шутланă тăрăх, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене вырăнти депутатсем хăйсен йышĕнчен суйлани тĕрĕс те. Ку чухне “халăх тарçисен” статусĕ палăрмаллах ỹсет вĕт. Çитес çултан ял тăрăхĕсен хальхи 39 ыйту вырăнне 13-шне кăна татса пыма тивнине те, паллах, ырлатăп.
АУ "Редакция Красноармейской районной газеты "Сельская жизнь"