«Хыпар» хаçат никĕслевçи Н.В. Никольский çуралнăранпа 136 çул çитрĕ. Çавна май çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ.
Николай Васильевич Никольский (1878-1961 çç.) - истори ăслăлăхĕсен докторĕ, Хусан университечĕн, Хĕвел тухăç педагогика институчĕн профессорĕ. Чăваш тата Атăл тăрăхĕнчи ытти халăхăн истори, этнографи, фольклор тата чĕлхе ыйтăвĕсене тĕпченĕ.
Мухтавлă ентешĕн палăкĕ умĕнче иртнĕ митингра район пуçлăхĕ И.В. Николаев, район администраци пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев, Е.Е. Ерагин тавра пĕлÿçĕ, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн директорĕ В.В.Сапожников тата ытти паллă та хисеплĕ çынсем тухса калаçрĕç. «Историе манас марччĕ, ăна мансан çыннăн пуласлăхĕ çук», - терĕ Р.Н. Тимофеев.
«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ А.П. Леонтьев Н.В. Никольский тăван халăхшăн мĕн тери пысăк та пархатарлă ĕçсем тунине асăнчĕ. Пичет çурчĕ умĕнчи скверта унăн ячĕпе палăк лартма палăртнă. Ку пушă сăмах мар иккенне ĕçпе çирĕплетме шантарчĕ.
Савăнăçлă çак самантпа усă курса Е.Е. Ерагин тавра пĕлÿçĕ Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн директорне В.В. Сапожникова тата музей ертÿçине Т.З. Степановăна Никольский ячĕллĕ медальпе наградăларĕ.
Уява пуçтарăннă ачасем палăк умĕнче хавхаланса сăвă вуларĕç. Шкул директорĕ И.П. Федотова вĕренекенсем чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн никĕслевçин çулĕпе кайма ĕмĕтленнине пĕлтерчĕ. Часах Питĕрти пултарулăх конкурсне те хутшăнĕç вĕсем. Унтан çĕнтерÿпе таврăнасса шанатпăр.
Илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантаракансем уява малалла тăсрĕç. Никольские саламласа та тав тунăн хĕвелĕ те хытăрах хĕртме тытăнчĕ.
Министерство информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
Первоисточник: газета "Хыпар"