Чăваш Республикинчи çĕр-çĕр чăвашпа пĕрле «Тăван Ен» хаçат редакцийĕнче тăрăшакан Любовь Семенова (тĕп редактор çумĕ), Вера Шумилова (корреспондент) тата штатра тăман корреспондент Николай Смирнов та апрелĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм чăвашсен диктантне çырчĕç, хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕç.
Çак кунсенче пĕтĕмлетÿпе паллашрăмăр. Лайăх паллăпа палăрнисен йышĕнче редакци ĕçченĕсем те пур: Любовь Семенова «5» паллă илсе парнене тивĕçрĕ, Вера Шумиловăн диктантне вара «пиллĕкпе тăваттă» хушшинче тесе хакланă.
«Пирĕн журналистсем, çамрăк пулин те, çав сумлă конкурсра лайăх паллăсем илни редакцире грамăтлă хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан чăн-чăн профессионалсем ĕçленине çирĕплетет. Коллектив пĕрле тăрăшса ĕçлленипех редакци ЧР Массăллă информаци хатĕрĕсен министерстви йĕркеленĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проект конкурсĕнче пĕлтĕр те, кăçал та çĕнтерчĕ», – пĕлтерчĕ «Тăван Ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина.
Министерство информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
Первоисточник: Чебоксарская районная газета «Тaван Ен»