АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авалхи Тунти пасарĕ

13 мая 2016 г.

Авалхи Тунти пасарĕ

Иртнĕ çулхи чỹк уйăхĕнче 86 çула кайса çĕре кĕчĕ Чатукассинчи вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ А. Г. Львова. Пур енлĕ аталаннă вĕрентекен пулнă Антонина Герасимовна. Хăй ĕмĕрне шкулта ĕçлесе ирттернĕ хĕрарăм пушă вăхăтне (тĕрĕссипе, пулнах-ши вăл унăн) пĕр самантлăха та ахаль çĕре яман: çырнă, тĕпченĕ, фольклор материалĕ пухнă, яланах çынсем хушшинче пулнă... Хаçатăн пуш уйăхĕнчи тăватă номерĕнче эпир А. Львован "Тăван чĕлхе - анне чĕлхи" пысăк материалне вырăн патăмăр. Нумаях пулмасть Антонина Герасимовнан ывăлĕ Ю. Львов таврапĕлỹçĕ редакцие амăшĕн килти архивĕнче упранакан тепĕр ĕçне илсе килчĕ. Эпир ăна хаваспах йышăнса юлтăмăр, пичете хатĕрлерĕмĕр. Чăваш патшалăх тĕп архивĕнче питĕ хаклă документ упранать. Вăл ентешĕмсемшĕн, уйрăмах ỹсекен ăрушăн интереслĕ пуласса шанатăп. Шупашкарти тĕп архивăн докуменчĕсем кăтартса панă тăрăх, ĕлĕк-авалах, 400-450 çул каялла Чатукассипе Ункăçум ялĕсем хушшинче кашни эрнерех Тунти пасарĕ пулнă. Кунта çулленех çур аки ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн вара Тунти пуххи кĕрленĕ. Тунти пуххи е ярмаркки тунтикун мар, эрнекун пуçланнă. Çав уяв ун чухне питĕ палăрса тăнă. Вăл Ишек ярмарккинчен нимĕн енчен те кая юлман, уйрăлса тăман. Унта 15—20 çухрăмри ялсенчен те халăх килсе çỹренĕ. “Дело 1867 года. Ядринской уездной земской управы о состоянии торгов, базаров, ярмарок... О состоянии ярмарок, находящихся в Чебаевской Волости. Базар Унгинский: Чебаев. и 1-й Богатыревский от Ядрин 68 км, от Цивильска — 18, от Чебоксар — 30 км. Торгующих всего 30, из местных жителей — 7. Число ярмарочных лавок — 40. Предметы промышленности местные: рыбы — 3, свечь — 1, ковш — 5 р. из разных мелочей... Предметы промышленности привозные: рукавицы — 30 р. льяного — 16 р., табаку — 20, рыба — 8, свечь — 3, деревянные посуды — 10 р. соли — 1, постного масла — 1, посуды... Из различных мелочей... Волостной старшина Борисов. Волостной писарь Исторический архив Чувашской АССР, фонд № 16. Л. Захаров (Чатукасси, 1896 çулта çуралнă): "Эпĕ ача чухне, 1903-1905 çулсенче, Чатукасси питех те пĕчĕк ялччĕ. Ялăн пĕр урам анчахчĕ. Вăл урам та пысăк пулман. Тăван ялăм çинчен атте, Лев Дмитриевич, питĕ нумай каласа паратчĕ. Хаклă çыннăм çамрăк чухне Чатукасси татах та пĕчĕк пулнă. Эпир халь пурăнакан урам вĕçĕнче Ефрем Лявонч пурăнатчĕ, тепĕр енче, ял хĕрринче — Пракох арăмĕ. Шкул хыçĕнче те, депо патĕнче те, Мăн ту çинче те ун чухне пурăнакан пулман. 1910 çулта хальхи шкул хыçĕнчи урам вырăнĕ пушахчĕ, чи малтан унта Павел Захарович куçса ларчĕ. Вĕсем çуртне уя лартрĕç. Ун хыççăн Владимир Сергеевич, Андриян Васильевич кунта тĕпленсе тымар ячĕç. Каярах вăл пĕр енлĕ урам пулса тăчĕ. Мăн ту çине те çынсем çурт лартма тытăнчĕç, унта тепĕр урам пулса юлчĕ. Эпĕ ача чухне депо хыçĕнче никам та пурăнман. Ялăн хĕвеланăç енчи урамĕнче, Павел Харитоновичсем пурăнакан вырăнта, ĕлĕк темиçе кил кăначчĕ. Халĕ унта тепĕр урам ỹссе ларчĕ". К. Степанова (Чатукасси): "Ял хыçĕнчи Мăн çырма вырăнĕнче ĕлĕк тỹрем вырăнччĕ, çерем çĕрччĕ. Унта, ят çĕрсем çинче, çынсем утă çулса илетчĕç. Çуркунне çитсен эпир унта пир сарма каяттăмăр. Сĕрен лупашки урлă пĕр хăмаран каçă хуратчĕç те çав хăма варрипе пĕрре пуссах тепĕр енне каçаттăмăр. Ехрем Лявонч унта пĕве тутарнă, анчах пурăна киле вĕсем татăлса кайма пуçларĕç, урăх вĕсене пĕвелемерĕç. Каярахпа Çăка варĕ тĕлĕнче кĕпер турĕç. Çав кĕпер урлă лашапа та каçса çỹретчĕç. Потресем кашни тунтикун лашапа çав кĕпер урлă Тунти пасарне килсе çỹретчĕç. Шетмĕсем вара пасара хальхи Çерем çулĕ текен çул тăрăх килетчĕç. Ун чухне вăл çул тỹремччĕ, çеремлĕччĕ. Эпĕ астăвасса, кашни тунтикунах улăхра пасар пулатчĕ. Унта суту-илỹ тăвакансем таçтан та килетчĕç. Питĕ вăйлăччĕ çав пасар: таварсемпе те, çын йышĕпе те. Тутарсем те пурччĕ. Шур çип нумай илсе килсе сутатчĕç. Пачки 12 тенкĕччĕ пулас. Пасар вырăнĕнчех 3-4 кил ларатчĕ. Унта лавккасем нумайччĕ. Тунти пуххи те халăхăн чи юратнă уявĕччĕ. Карусельсем пурччĕ. Пирĕн Клавди 3-4 çулта чухне Тунти пуххинче сăнỹкерчĕксем турĕç. Вĕсем халĕ те упранса юлнă-ха. Каярах Тунти пасарĕ пăрахăçа тухрĕ. Авалхи Тунти пасарĕ, Тунти пуххи çинчен (Ватă çынсен асаилĕвĕсем тăрăх) Ксения Иванова, 1882 çулта Шупуç ялĕнче çуралнă, Шăнар ялне качча тухнă. Халĕ унтах пурăнать, 85 çулта. Хальхи вăхăтра Тунти пасарĕ çинчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн (1941—1945 ç. ç.) çуралнисем пĕлсех те, илтсех те кайман пулĕ: çав пасар пуçтарăнма пăрахнăранпа чылай çул иртрĕ. Апла пулин те, Тунти пасарĕ, çав шутра Тунти пуххи пирки астăвакансем çук мар-ха. Çав пасар çывăхра пулнăран пирĕн ял çыннисен асĕнче яланлăхах юлнă. Чылайăшне аса илсе калаçнине халĕ те илтме пулать. Вунă-çирĕм çул ĕлĕкрех Тунти пасарĕ çинчен аса илекенсем сахал марччĕ. Вĕсем асăннă пасара пĕтерсе хунăшăн пăшăрханса, хуйхăрса калаçатчĕç. Пирĕн тăрăхра Тунти пасарĕн ячĕпе сыхланса юлнă вырăнсен ячĕсем халĕ те пур. Сăмахран, Чатукасси ялĕнчен тухса çỹрекен алăка “Пасар алăкĕ” теççĕ. Ĕлĕк пасара килекенсем çав алăкран тухса суту-илỹ вырăнне кайнă. Унсăр пуçне пасара тепĕр енчен халăх килсе çỹренĕ çул ячĕ — “Хура тăлла çулĕ” е “Çерем уй çулĕ” ятпа сыхланса юлнă. Ăна хура тăлла сырса çỹрекенсем çав çулпа пасара килсе çỹренĕрен каланă имĕш. Халĕ çав çула “Çерем уй çулĕ” тесе кăна калаççĕ. Халĕ çав çул вырăнĕ — уй варринче лапамланса юлнă симĕс курăк ешерекен вырăн кăна, ятарлă çул мар. Шел пулин те, тăван ял, тăван тăрăх 20—30 çул каялла епле пулни халăха сахал интереслентерет. Çак кунсенче (июнĕн 5-мĕшĕнче) пирĕн “Герой” колхозра ял çыннисемшĕн пысăк уяв — Акатуй иртрĕ. Иртнĕ çулсенче ку евĕр праçнике ирттерекенсем пулкаланă. Ун чухне ăна “Стадион пуххи” тесе калатчĕç. Çур аки ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн ирттерекен уява хамăрăн мăн асаттесемпе мăн асаннесен, хамăрăн несĕлсен йăли-йĕркипе çĕнĕрен вăй илтерес тĕллевпе ĕлĕкхи пек Тунти пуххи тесе ят парсан йăнăш пулмĕччĕ. Тунти пасарĕ çинчен хамăн кукамай каласа панине астăватăп. Вăл, çывăх мар пулин те, 20—30 çухрăмри Тăрăн ялĕнчен пасара килсе çỹренĕ. Павел Харитонов асаилĕвĕ. Вăл 1897 çулта Чатукасси ялĕнче çуралнă. “Тунти пасарĕ — авалхи пасар. Вăл эпир ача чухне пуçтарăнатчĕ. Ĕлĕк вăл ку тăрăхри чи пысăк пасарсенчен пĕри шутланнă. Пасар Отнер çырми вĕçĕнче, Ункăçум ялĕнчен килекен çулпа юнашар Выççăлккăна кайнă çĕрте пулатчĕ. Вăл тунтикун пулнăран ăна Тунти пасарĕ тенĕ. Унта лавккасем чылайччĕ. Вĕсен хуçисем таварĕсене хуларан илсе килсе сутатчĕç. Суту-илỹ вăйлăччĕ, темĕн тĕрлĕ тавар та пулнă. Виçĕ рет лавккара пĕр тĕрлĕ таварсем (мануфактура) сутатчĕç. Тепĕр ретĕнче аш-какай, тепринче кулачă, сушка, ула пĕремĕксем, канфет... Пасар вырăнĕнчех пурăнакансем те пурччĕ. Унтах пекарня та вырнаçнăччĕ. Çавăнтах кулачă пĕçерсе сутатчĕç. Юнкунран кулачă илсе килсе сутакансем те пурччĕ. Юнкун старикки (халĕ ятне манса кайнă) юрласа халăха кулачă илме хăй тавра пуçтаратчĕ. “Шур кулачă çиекен çĕрте вун çул пурнать, тет, Хура çăкăр çиекен вун çул катăк пурнать, тет”, — тесе юрлатчĕ. Пасарта сăра та, эрех те сутатчĕç. Эрехĕ шурри çеç пулнă, хĕрли — çук. Виçĕ тĕслĕ сăра: Черное пиво, Ермолаевское пиво, Жигулевское пиво, пур тетчĕç. Сăрине хуларан турттарса килнĕ, тет. Лавкка хуçисем тĕрлĕ ял çыннисем пулнă: Топтолтан, Маркаран, Çĕньялтан... Чатук ялĕнчен те пурччĕ. Таварĕсене Шупашкартан, Хусантан илсе килетчĕç. Пасар çĕрĕ Çĕньял Чупай çĕрĕ шутланнă. Тунтикун пуххи вара тунтикун мар, çулсеренех эрнекун, Çĕрпỹре иртекен Майра пуххинчен икĕ эрне маларах пулатчĕ. Халăх таврари нумай ялсенчен пухăнатчĕ, таçтан та килнĕ. Тунти пуххи Ишек ярмарккинчен кая юлман. Çулленех карусель вырнаçтаратчĕç. Параппан, купăс сасси илемлĕн янăратчĕ. Карусель çине ача-пăча ларса çаврăнатчĕ. Пурăна киле Тунти пасарне темиçе çĕре те куçарчĕç. Чатукассинче вăл хальхи пĕчĕк лавкка çумĕнче, Михаил Кузьминсен çурчĕ патĕнче пулса иртетчĕ. Пасар улăхран куçма пуçласан унăн илемĕ пĕтрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан пасара пĕтерсе хучĕç. Отнер çырми вĕçĕнче, ĕлĕк пасар пулнă вырăнта, халĕ те çурт-йĕр вырăнĕсен паллисем пур. Хальхи çамрăксем ĕлĕк çав вырăнсенче пасар пулнине пĕлмеççех ĕнтĕ. Вĕсенче ĕне çитерсе çỹрекен шăпăрлансем тимĕр япаласем тупни те пулнă. Евдокия Ерофеева (Чатукасси ялĕ, Маек Венин кукамăшĕ). “Тунти пасарĕнче лашасем те сутатчĕç. Лаши-çунипех сутакансем те пулкалатчĕç. Питех те вăйлă иртетчĕ Тунти пасарĕ. Кĕркунне çитсен вара пасара виçшер лаша кỹлсе çара каякан каччăсем салтак юррисем юрласа пырса кĕретчĕç. Пасар тавралла тутăр вĕçтерсе юрласа çаврăнатчĕç. Пĕтĕм халăха хăйсем çине пăхтаратчĕç. Хăш ял ачисем, кам ывăлĕн салтак ячĕ тухнипе пурте интересленетчĕç. Салтака каякансем халăхпа сывпуллашса юрă шăрантаратчĕç. Пасарта темĕнпе те суту-илỹ тăватчĕç. Речĕ-речĕпе лавккасенче тĕрлĕрен пулăччĕ. Хусантан илсе килсе сутатчĕç. Виçикассинчи Яков Ефимовичсем виçшер лавпа хĕрарăм таварĕсем сутма килнĕ. Тунти пуххине пурте çитме тăрăшатчĕç. Уйрăмах вăл çамрăксемшĕн хаклă уяв шутланнă. Вĕсем юлташĕсемпе, тăванĕсемпе пĕрле çỹретчĕç. Ушкăнăн-ушкăнăн, ретĕн-ретĕн утма тытăнатчĕç. Пур халăха хăйсем çине пăхтаратчĕç. Тавралла купăс сасси янăраса тăратчĕ. Питех те савăнăçлăччĕ. Тунти пуххи çитес умĕн çывăхри ялсенче пурăнакансем пурте тенĕ пекех сăра туса хатĕрленĕ. Ун чухне Чатукасси ялĕнче килĕренех ĕçкĕ пулнă. Пухха килнĕ çынсем тăванĕсем патне кĕмесĕр, ĕçсе-çисе, юрласа савăнмасăр килĕсене саланман. Тунти пасарĕ патĕнчех пысăках мар, уйрăм çурт-чавсавай ларатчĕ. Шалта турăшсем, çурта лартмалли пурччĕ. Инкек-синкек пулсан халăх унта кайса пуç çапнă, укçа пăрахнă, çурта лартнă. Каярахпа Тунти пасарне улăхран кантур ялне — Çĕньяла куçарчĕç. Ун хыççăн пасар Чатука куçрĕ. Вăрçă пуçланнă çул çак пасара пĕтерчĕç”. Хурăнлă çул - хурлăх çулĕ Павел Харитонов каласа панинчен. “Ĕлĕкхи хурăнлă çул чăнахах хурăнлăччĕ. Çулăн икĕ енĕпе икшер рет хурăн ешеретчĕ. Йывăçĕсем питĕ çăра та çỹллĕччĕ. Варринче çеремлĕ çул. Вăл сарлакаччĕ: 12 чалăш тетчĕç, вăл 24 метр пулать. Çулĕ çинче курăк лайăх, çăра ỹсетчĕ. Вăл питех те илемлĕ, капăр çул шутланнă. Эпир унта ача чухне, каярах каччă çулĕсенче лаша çитерме çỹренĕ. Хурăнлă çул Чулхуларан Хусана каякан çул пулнă. Урăх яла кĕмесĕрех çав çул Çĕрпỹ хулине çитернĕ. Çĕрпỹрен — Хусана. Пирĕн патăртан Чулхула еннелле каяс пулсан, чи малтан Шупуçне, унтан Юнкуна (хальхи Мăн Шетмĕпе Дворик ялĕсем), Тỹрекасси ялĕ патĕнчен Енехмет ялĕ витĕр Чăваш Сурăмне, унтан Сарьялне, Етĕрнене çитнĕ. Етĕрнерен Чулхулана выртнă çав çул. 1915 çул. Салтак ячĕ тухас умĕн пирĕн Етĕрнене призыв комиссине каймалла пулчĕ. Эпир ун чухне Етĕрне уесне кĕнĕ-çке. Лашапа кайрăмăр. Етĕрнене çитичченех çав çулăн икĕ енĕпе те икшер рет хурăн ешеретчĕ. Сăр çинче ларакан çав хулана хам çитсе курнă. Кĕтерне патша тутарнă тетчĕç çав çула. Ăна хута яма чылай çыннăн асап тỹсмелле пулнă, ун тăрăх çынсем питĕ йышлăн çỹренĕ, тетчĕç. Салтаксем те çав çул тăрăх иртсе каятчĕç. Каторгăна çынсене конвойсем çав çулпах илсе кайнă, судпа айăпланнисене те. Çул çинчи çынсем пирĕн яла хваттере кĕре-кĕре выртатчĕç. (Малалли пулать). А. Львова

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика