АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхе — анне чĕлхи

11 марта 2016 г.

Тăван чĕлхе — анне чĕлхи

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 13,14, 15-мĕш номерсенче) Тăван шкул историйĕ çинчен Кашни ачах хăй вĕренекен шкула юратать, ăна хăйĕн иккĕмĕш килĕ вырăнне шутлать. Кунта вăл халиччен пĕлменнисене ăса хывать, çĕнĕ юлташсем тупать. Анчах та хăйсен пĕлỹ керменĕ хăш вăхăтра уçăлнине, иртнĕ тапхăрта вăл еплерех ĕçлесе пынине, вĕсен аслашшĕ-асламăшĕсем, аслă ăрăвăн ытти çыннисем хăш вăхăтра тата еплерех условисенче пĕлỹ илнине пур ача та пĕлет-ши? Каччăсемпе хĕрсем тăван шкула ытларах юратчăр, унăн историне пĕлччĕр тесен пирĕн те, аслисен, чылай ĕçлемелле. Чăваш халăхĕн асаплă та тертлĕ пурнăçĕ, пирĕн несĕлсене çутта кăларассишĕн вăй-халне, кун-çулне панă И. Яковлев, И. Ульянов, тăван халăхăмăра çырулăх тата алфавит туса панă чăваш Улăпĕ, малтанхи чăваш шкулне уçни, тăван чĕлхепе пĕрремĕш хаçат тухни çинчен ачасен пĕлмеллех. Пĕр сăмахпа, пирĕн ĕç питех те нумай, шкулăн историне, унăн паллă çыннисене тĕпчеме тытăнмалла. Кашни шкулăн вара хăйĕн историйĕ: пĕрисем патша саманинче уçăлнă, теприсем вара советсен тапхăрĕнче ĕçлеме тытăннă. Апла пулсан, пирĕнтен чылайăшĕн архивсен алăкĕсене тахçанах уçса кĕме вăхăт. Мĕншĕн тесен пĕтĕм тупра, чылай вăрттăнлăх унта упранать-çке. Ялсенчи ватă çынсене те манмалла мар, мĕншĕн тесен шурсухалсен ялти пĕлỹ керменĕ пирки ăшă сăмахсем чылай тупăнаççĕ, вĕсем унăн аталанăвне сахал мар пĕлеççĕ. Пирĕн кунта ĕçленĕ учительсен, шкул сакки çинче ларса тарăн пĕлỹ пухнă, каярах чăн-чăн ĕç паттăрĕ пулса тăнă, аякра тĕпленнĕ ентешсен асаилĕвĕсене çырса илмелле. Шкулпа çыхăннă сăнỹкерчĕксене шыраса тупмалла. Пулас ăру çак чыслă ĕçшĕн пире тав сăмахĕ çеç калĕ. Вуншар е ытларах çул иртсен ку ĕçсене тума çăмăл мар пулĕ. Чатукасси шкулĕ 1884 çулта уçăлнă. Кăçалхи 1974—1975 вĕренỹ çулĕ пирĕншĕн уйрăмах паллă, тăван шкула никĕсленĕренпе 90 çул çитет. Эпир çак паллă куна тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илесшĕн. Иртнĕ тапхăрта эпир хамăр шкул еплерех никĕсленни пирки питĕ сахал пĕлеттĕмĕр. Халĕ вара виçĕ-тăватă çул хушшинче, унăн историне тĕпчеме тытăннăранпа, чылай çĕннине пĕлме пултартăмăр. Ку темăпа Чатукасси тăрăхĕнчи ялсене тухса ватăсемпе тăтăшах тĕлпулусем йĕркелерĕмĕр. Вĕсем çак шкул урати урлă каçса кĕрсе кунта вулама-çырма вĕреннĕ-çке, кинемейсемпе мучисен аса илмелли, каласа памалли вара сахал мар. Тăван чĕлхепе литература кружокĕн занятийĕсенче эпир шкул историйĕпе калаçусем сахал мар йĕркеленĕ. Уйрăм ялсенчен шкула çỹрекен каччăсемпе хĕрсем валли ĕç планĕ туса хатĕрлерĕмĕр. Вĕсен шурсухалсемпе тĕл пулса асаилỹсем хатĕрлемеллеччĕ. Каярах вара шкулта çав тĕлпулусене йĕркелеме килĕшсе татăлтăмăр. Çакă каярах хăйĕн çимĕçне кỹчĕ. 1974 çулхи март уйăхĕнче Чатукасси, Пулайкасси, Çырмапуç, Шăнарпуç ялĕсенче пулса икĕ ăру тĕлпулăвĕсене йĕркелерĕмĕр. Маларах ватăсем патне чĕнỹ хучĕсем çырса ятăмăр. Асăннă тĕлпулусене 50—80 çулсенчи çынсем пычĕç. Эпир вĕсенчен тăван шкула Етĕрне уесĕнчи земски управа членĕ пулнă М. Я. Яковлев уçма пысăк витĕм кỹни, Мирон Яковлевич асăннă уесра тата 14 шкул уçни (вăл шутра Виçикасси, Янкас, Елаш тата ытти шкулсем те), вăл Чупай вулăсĕнчи Чупай ялĕн çынни (халĕ вăл Çĕрпỹ районĕнчи Çĕньял ялĕ) пулни, унăн тăванĕсем çав ялта пулма пултарни, вăл ĕлĕк велосипедпа çỹрени, ял çыннисем çав “утсăр урапаран” питĕ тĕлĕнни, Чатукасси шкулĕнче Мирон Яковлевичăн тăванĕсем ĕçлени çинчен тата ыттине пĕлтĕмĕр. Юлашкинчен пирĕн вĕренекенсем ватăсене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Шкулти фотокружок членĕсем çав тĕлпулусене сăнỹкерчĕксем çине куçарчĕç. Калаçу вĕçĕнче çакна палăртасшăн: тăван чĕлхене вĕрентекенсем те, ытти учительсем пекех, класс тулашĕнче чылай ĕç тăваççĕ. Анчах та чылай шкулсенче, çав шутра пирĕн патăрта та, вырăн хĕсĕкрен ачасен алăпа тунă ĕçĕсене ытти кăтарту пособийĕсемпе пĕрлех упрама тивет. Пирĕн вара вĕсене уйрăм çĕрте, курăнмалли вырăна хурас килет. Пуçлăхсен кунта шутласа пăхмалли пурах. А. Львова

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика