АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхе — анне чĕлхи

26 февраля 2016 г.

(Малалли. Пуçламăшĕ 13-мĕш номерте). Шупашкарти фольклористсен конференцийĕнче Чăваш наукăпа тĕпчев институчĕн сотрудникĕ Е. Сидорова халăх сăмахлăхне пухас ĕçĕн историйĕпе паллаштарчĕ тата çак ĕçе шкулсенче ытларах туса пыма май пуррине палăртрĕ. Ун хыççăн И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн доценчĕ И. Одюков халăх сăмахлăхне пухнин, тăван ялăн, унăн тавралăхĕн историйĕн тĕпчевĕн пĕлтерĕшĕ, наукăпа тĕпчев институчĕн ĕçченĕ Ю. Илюхин халăх юррисем, вĕсене ĕлĕк мĕнле пухса пыни тата хальхи вăхăтри ĕç-хĕл пирки каласа кăтартрĕç. Асăннă конференцине хутшăнни маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ: халăх сăмахлăхне пухассине малашне еплерех йĕркелемеллине, класс тулашĕнчи ĕçсене мĕнлерех туса пымалли пирки чарăнса тăчĕç. Республикăн тĕп хулинчен эпĕ пысăк хавхаланупа таврăнтăм. Пурне те паллă, халăх сăмахлăхне пухас ĕçе Трак тăрăхĕнче шкулсенче тăван чĕлхепе литература учителĕсем туса пыраççĕ. Пирĕн шкул ачисемпе пухнă фольклор материалĕсене Чăваш наукăпа тĕпчев институчĕн халăх сăмахлăхне пухас енĕпе ĕçлекен пая ярса памалла. Литература журналĕсене алăпа çырса йĕркелесси çинчен Ытти ĕçсене пурнăçланипе пĕрлех вĕренекенсемпе литература журналĕсем йĕркелесе пырсан питех те аван. Чатукасси шкулĕнче темиçе çул ĕнтĕ алăпа çырса “Вĕренекенсен сасси” ятлă журнал кăларса тăратпăр. Вăл 10—12 страницăллă мар, чылай чухне 50—60 страницăнах çитет. Литература журналне вĕренекенсен чи лайăх ĕçĕсене кĕртме, унта вĕренỹ çулĕнчи чи ырă пулăмсене кăтартма тăрăшатпăр. Хăш-пĕр вĕренỹ çулĕсенче журналăн икĕ номерне хатĕрлени те пулнă. Журнал кăларассипе, ăна вулакан патне çитерессипе вĕренекенсем питех те интересленеççĕ. Хăйсен ĕçĕсем журналта кун çути курччăр тесе каччăсемпе хĕрсем ытларах тăрăшма пуçлаççĕ. Кĕçĕн классенчисем сăвă чĕлхипе тата виçипе паллашнă хыççăн хайлавсем калăплама тытăнаççĕ. Чи аваннисене, пиçсе тухнисене журнала вырнаçтаратпăр. Пĕрремĕш сăввисем пирĕн кăларăмра кун çути курнисен савăнăçĕн виçи çук пулас. Паллах, пурин те пулмасть, анчах никама та чару пулмалла мар. Çырччăр, вĕренччĕр. Тĕрлĕ классенче вĕренекенсен ĕçĕсем пĕр пек пулма пултараймаççĕ. Çавна шута илсе 4—7-мĕшсенчи тата 8—10-мĕшсенчи ачасен ĕçĕсене уйрăм журналсене уйăрма пулать. Журналта ачасен ĕçĕсене çырса пыни кăна çителĕксĕр. Ăна тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе ỹкерсе илемлетсен тата та аван пулмалла. Манмалла мар: кирек епле хаçата та, журнала та сăнỹкерчĕк илем тата витĕм кỹрет. Кашни класрах çамрăк ỹнерçĕсем пур-çке. Çапла вара пĕр класра пĕлỹ илекен творчество çыннисен ĕçĕсем курăмлă пулаççĕ. Фотокружока çỹрекенсен ĕçĕсене те журналта вырăн памалла. Çакна палăртасшăн: шкулта ачасемпе алăпа çырса кăларакан журнала йĕркелесе пырасси çăмăл ĕçех мар. Кунта уйрăмах ун çине творчествăлла пăхни кирлĕ. Вĕренекенсен ушкăнне — редколлегие активлă, хавхалантарса ĕçлеттерсен çеç “тулли çимĕç” илме пулать. “Вĕренекенсен сасси” журнала кăларнипе пĕрлех чăваш халăхне çутта кăларассишĕн тăрăшнă, ячĕсем яланлăхах пирĕн асăмра юлнисене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнас тĕллевпе ятарлă кăларăмсем хатĕрлетпĕр. Унта пĕр-пĕр поэтăн е писателĕн творчествипе те паллаштаратпăр. Иртнĕ çулсенче эпир çакăн пек журналсем йĕркелерĕмĕр: “И. Яковлев — чăваш халăхне çутта кăлараканĕ”, “П. Хусанкай — чăвашсен паллă поэчĕ”, “Çеçпĕл Мишши — кăвар чĕреллĕ поэт”, “К. Иванов тата унăн çĕршывĕ”. Вĕсемпе çулленех литература урокĕсенче туллин усă куратпăр. Çакăн евĕр журналсене алла илсен кĕçĕннисем аслă классенче вĕренекенсем вĕсене валли чăн-чăн парне хатĕрленине чĕререн туйса илеççĕ. Литература каçĕсем Шкулта тăван чĕлхене кăмăллакансем валли литература каçĕсем йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене тĕрлĕрен темăсемпе ирттерме пулать. Пирĕн шкулта та çакăнтан аякра тăрса юлмаççĕ. Сăмахран, эпир юлашки вăхăтра çакăн евĕр литература каçĕсем хатĕрлесе ирттернĕ: “И. Яковлев тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕ”, “Çеçпĕл Мишшин творчестви”, “К. Иванов пултарулăхĕ”, “Ф. Павловăн нумай енлĕ творчестви” (пурте литературăпа музыка каçĕсем). Çак мероприятисене йĕркелесе ирттерме вĕренекенсене анлăн явăçтарма тăрăшатпăр. Вĕсенчен педагогсем те аякра тăрса юлмаççĕ. Акă, илер-ха “И. Яковлев тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕ” каçа. Ăна йĕркеленĕ чухне чăваш Улăпĕн сăнне курăнакан вырăна вырнаçтартăмăр, пурнăçĕпе ĕçĕсем çинчен каласа паракан плакатсене çакрăмăр. Зал лăк туллиех. Каç сценари тăрăх пырать. Малтанах И. Яковлевпа Чĕмпĕр шкулĕ çинчен доклад итлетпĕр. Ун хыççăн аслă классенче вĕренекенсем тема тăрăх тухса калаçаççĕ. Кĕçĕн классенчисем вара И. Яковлевăн ача-пăча валли çырнă калавĕсене пăхмасăр вулаççĕ. Кĕçех ачасем умне музыкăна вĕрентекенпе шкулти хор коллективĕн пĕр ушкăнĕ тухать. Вĕсем авалхи юрăсемпе, Чĕмпĕр шкулĕн вĕренекенĕсем хăйсен репертуарне кĕртнĕ юрăсене куракан умне кăлараççĕ. 10-мĕшĕнчи арçын ачасем “Уйăх витĕр” салтак юррине юрласа параççĕ, ĕлĕкхи туй юррисемпе паллаштараççĕ. Ун хыççăн сцена çине шкулти музыка инструменчĕсен ансамблĕ (баян, балалайка, мандолина, купăс) тухать. Вĕсем Чĕмпĕр шкулĕнчи композиторсен (Лисков, Максимов, Павлов) халăхра сарăлнă юррисене (2—3 юрă) выляса параççĕ. Юлашкинчен каçа хутшăннисем пурте пĕрле “Пирĕн урам анаталла” юрра шăрантараççĕ. Фотокружока çỹрекенсем литература каçĕнче тĕрлĕ сăнỹкерчĕксем тăваççĕ. Чи лайăххисене литература журналĕнче усă куратпăр. Çапла вĕçленет савăк каç. Çакна палăртасшăн. Литература каçне хатĕрленсе ирттерме вăхăт сахал мар кирлĕ. Çавăнпа та вĕренỹ çулĕнче эпир 1—2 каçран ытла ирттерейместпĕр. Çитес вĕренỹ çулĕнче “Сăмах пуянлăхĕ тата ăна пухасси” ятлă каç йĕркелеме палăртатпăр. Унăн тĕп тĕллевĕ — вĕренекенсене халăх сăмахлăхĕн пуянлăхне туйма вĕрентесси, фольклор жанрĕсене пухас çĕрте хастартарах пулма хавхалантарасси. (Малалли пулать.) А. Львова

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика