20 февраля 2016 г.
Нумаях пулмасть районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцине таврапĕлỹçĕ, фотоăстаçă, республикăри “Сувар” тата историпе культура тĕпчевĕсен К. В. Иванов ячĕллĕ фонд кăларакан пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕпчев кĕнекисен редколлеги членĕ Ю. А. Львов кĕчĕ. Юрий Анатольевич хăйĕн амăшĕ, паллă таврапĕлỹçĕ, Чатукассинчи вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ А. Г. Львова иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен варринче çырса хăварнă пĕр ĕçне сĕтел çине кăларса хучĕ. Антонина Герасимовна пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Йывăр чире пула вăл иртнĕ çулхи чỹк уйăхĕн пуçламăшĕнче çĕре кĕчĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕн ĕçĕпе тĕплĕн паллашрăмăр. Вăл вĕрентỹ ĕçне хальтерех тытăнакан çамрăк специалистсене витĕмлĕ пулăшу пуласса шанса ăна хамăр хаçатăмăрта пичетлеме тĕллев тытрăмăр. Тăван чĕлхене вĕрентнĕ май класс тулашĕнчи ĕçсене туса пырасси Тăван чĕлхене вĕрентекенĕн умĕнче питех те пысăк тата яваплă ĕçсем тăраççĕ. Пирĕн шкул сакки çинче ларакан каччăсемпе хĕрсене чăваш чĕлхипе тата литературипе çирĕп те тарăн пĕлỹ памалла, ун урлă тăван ене юратма, хисеплеме вĕрентмелле. Шкултан вĕренсе тухса алла аттестат илнĕ хыççăн пирĕн яш-кĕрĕм тĕрлĕ специальность туянать. Çапах та вĕсене тăван чĕлхене чунтан юратакан тата хисеплекен çын тăвас çĕрте шкулпа учитель-предметникăн малалла ĕçлемелле. Вĕсен пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Хальхи вăхăтра пирĕн хушăра, çав шутра шкулсенче те тăван чĕлхене иккĕмĕш вырăна хуни палăрать. Хальтерех кăна шкул сакки çинчен аннă хăш-пĕр яшсемпе хĕрсем те чăваш чĕлхине вараласа калаçни те, ăна манма тăрăшни те сисĕнет. Кун пек çитменлĕхсенчен пирĕн хăтăлмаллах. Тăван чĕлхе пирки паллă ăсчахсем — Я. Коменский, К. Ушинский, И. Яковлев тата ыт. те — каланисене хальхи вăхăтра уйрăмах асра тытмалла, ачасене туллин каласа ăнлантармалла, вĕсем шкулсенчи тăван чĕлхе кĕтесĕсенче курăнмалли вырăнта пулмалла. Телейлĕ ачасем Ватă çынсем çакăн пек каланине час-часах илтме пулать: хальхи ачасем телейлĕ вăхăтра çуралнă. Мĕншĕн эпир каярах çут тĕнчене килмен-ши? Çĕнĕрен çуралса çитĕнес пулсан, мĕнле пурăнмаллине пĕлĕттĕмĕр... Паллах, ĕлĕкхипе хальхи пурнăçа пĕр виçепе танлаштарма май çук. Хамăр куç умĕнчех пурнăç улшăнса, лайăхланса пырать. Сăмахран, пĕр вунă çул каялла ялсенче телевизор пур çемьесене алăри пỹрнесем çинче шутлама пултарнă, халĕ нумайăшĕ “сенкер экран” патĕнчен хăпма пĕлмест; вучахра вут чĕртмесĕрех газ плити çинче апат-çимĕç пĕçеретпĕр... Ĕлĕкхи вăхăтра ялхуçалăхĕнчи нумай ĕçе пурнăçлама хамăр ачасене явăçтарнă пулсан, паян чылай алă ĕçне техника, оборудовани ылмаштарчĕ. Пурнăç лайăхланса пынипе пĕрлех ачасем те улшăнса пыраççĕ. Халĕ вĕсем хаваслă, сывă, тутă, хăюллă, тавçăруллă, ăслă, пысăк тавракурăмлă. Пĕтĕмĕшле каласан, вĕсенче юн вĕресе кăна тăрать. Çавăнпа пирĕн те, хальхи вăхăтра вĕрентỹ тытăмĕнче тăрăшакансен, вунă е ытларах та каяллахи ĕç виçипе, тытăмĕпе пурăнма май çук. Пирĕн те, шкулсенче тăван чĕлхепе литературине вĕрентекенсен, çĕннине, паянхи вăхăт ыйтаканнине ĕçе кĕртме тăрăшмалла, ачасене класс тулашĕнчи ĕçсене анлăн явăçтармалла. Пуриншĕн те паллă ĕнтĕ, тăван чĕлхене вĕрентекенĕн шкулпа класс тулашĕнчи ĕçсем нумай енлĕ: тăван чĕлхепе литература, драма кружокĕсен ĕçĕсене йĕркелесси; литература каçĕсемпе вулавĕсем, конференцийĕсем ирттересси; литературăпа чĕлхе кĕтесĕсем ăсталасси; тĕрлĕрен конкурссем (пăхмасăр сăвă калакансен, сочинени çыракансен) пуçарасси; вырăнти фольклор тĕслĕхĕсене пухасси; литература хайлавĕсем çырма хăнăхтарасси; чăвашла стена хаçачĕсем, алăпа çырса литература журналĕсем кăларасси; тăван ялпа шкул, тăван ен историне тĕпчесси; кивĕ хаçат-журналсене пухса вырăнти музея тăратасси, тĕпчев ĕçĕсем туса пырасси. Тăван шкулăмра класс тулашĕнчи ĕçсене еплерех йĕркелесе пыни тата мĕнле ĕçсем туни Пирĕн шкулта тăван чĕлхепе литература кружокĕ ĕçлет. Унта вĕренекенсене май килнĕ таран ытларах явăçтарма тăрăшатпăр. Аслисем пире кружокра 15—20 ачаран кая пулмалла мар тесе калаççĕ. Тăван чĕлхепе литература кружокĕн ĕçĕнче ку хисеп мана пĕчĕк пек туйăнать. Вĕренекене кружокра интереслентерме пĕлмелле. Тата эпир кружок занятийĕсене икĕ эрнере пĕрре мар, кашни эрнере икшер хутран кая мар йĕркелесе пыратпăр. Чылай чухне уйрăм ачасем шкултан пушансан та малалла ĕçлеççĕ: халăх сăмахлăхне пухаççĕ; ватă çынсенчен тăван ен историне ыйтса çырса илеççĕ... Халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене пухасси Вырăнти халăх сăмахлăхĕн пуянлăхне пухас çĕрте шкул ачисем те пысăк пулăшу пама пултараççĕ. Каччăсемпе хĕрсене ку ĕçре йĕркелесе пыни кăна кирлĕ. Çакă аса килет: иртнĕ çулсенче ачасене халăх сăмахлăхне пухма вĕрентрĕмĕр, çак ĕçе туллин явăçтартăмăр. Темиçе çул хушшинче фольклор материалĕсем питĕ нумай пухăнчĕç. Юлашкинчен çавсене уйрăм журнал çине йĕркелесе çырма шутларăмăр. Хальхи вăхăтра пирĕн вĕренекенсем хушшинче “фольклористсем” йышлă. Вĕсем иртнĕ çулсенче пирĕн шкула 15 ялтан çỹренĕ, вĕсенчи ял халăхĕн сăмах пуянлăхĕн пĕр пайне çыра-çыра илнĕ. 1957 çултанпа (Чатукассинче 7 çул вĕренмелли шкул уçнăранпа) эпир фольклор тĕслĕхĕсене 2 пин ытла çырса илнĕ. Ку хисепе пысăк теме çук-ха. Мĕнле тĕслĕхсене çырса илеççĕ-ха ачасем? Халăхра авалтан упранакан, çырăнмасăр юлнă е çĕнĕрен çуралнă ваттисен сăмахĕсене, тупмалли юмахсене, халапсене, юмахсене, тĕрлĕ вăхăтри салтак, туй, ĕçкĕ-çикĕ юррисен тĕслĕхĕсене. Юрăсен сăмахĕсене пухнипе пĕрлех вĕсен кĕввисене çырса илес тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Халĕ тăрăшмасан тата тепĕр 20—30 çултан вĕсене кам астăвĕ? Сăмах май çакна каласа хăварасшăн: хальхи вăхăтра халăх сăмахлăхне пухас ĕçе нихăçанхинчен пысăка хураççĕ, Чăваш Енĕн районĕсенче уйрăм ушкăнсемпе экспедицисем ĕçлеççĕ. 1973 çулхи кĕркунне Шупашкарта Чăваш наукăпа тĕпчев институчĕпе И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ республикăпа унăн тулашĕнче халăх сăмахлăхне пухакансен конференцине ирттерчĕç. Унта хамăр тăрăхран Яманакри И. Патмарпа пĕрле хутшăнтăмăр. (Малалли пулать).