АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Евдокия Исааковна Михайлова (1929 ç. ç.)

20 февраля 2015 г.

Евдокия Исааковна Михайлова (1929 ç. ç.)

941 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче мана Красноармейски районĕнчи çар комиссариатне пыма йыхравларĕç. Тĕплĕ калаçу хыççăн эпĕ фронта кайма килĕшрĕм. Вăл тапхăрта Çавалçырма ялĕнчи ФАПра фельдшерта ĕçлеттĕм. Тĕрĕссипе каласан, вăрçă хирне Метикассинчи Ф. А. Архипова медицина ĕçченĕн каймалла пулнă. Каярах вăл Алманч ялĕнче акушеркăра тăрăшрĕ. Çав кунах хамăн тивĕçе ял совет председательне Н. М. Михайлова парса хăвартăм та Куславкка хулинче вырнаçнă запасри батальона çитрĕм. Манпа пĕрле Ункăçум каччи Димитрий Артемьев пычĕ. Атăл çинчи хулана çитсен мана Варасăр (Дятлино) ялĕнчи ФАПра фельдшер пулса ĕçлеме ячĕç. Раштав уйăхĕччен тăрăшрăм кунта. Çĕнĕ çул умĕн пирĕн батальона фронта ăсатрĕç. Ржев хулине çĕрле, катюшăсен çулăмĕ витĕр çитрĕмĕр: хĕçпăшал сасси, тĕтĕм-сĕрĕм... Хăрушă ỹкерчĕк куç умне ỹкрĕ: вилесене вут шаршанĕ евĕр купаласа хунă. Кун хыççăн киле таврăнасси пирки шутлама та пултарайман. Вĕсене аса илсен халĕ те куçсем куççулĕпе тулаççĕ. Ржев, Калинин, Старая Руса, Вологда хулисене илнĕ çĕрте пирĕн полкăн та тỹпи пысăк. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, пирĕн полка çĕнĕ йыш килчĕ. Халĕ эпир 22-мĕш гварди дивизийĕн 97-мĕш полкĕнче тăратпăр. Çакăн хыççăн Ленинград фронтне лекрĕмĕр. Пола юханшывĕ тăрăх Белая Церковь хулине çитрĕмĕр. Пирĕн полк каллех формирование лекрĕ. Кун хыççăн çул Сталинград фронтне выртрĕ. Тăшман мĕн пур вăйне çак хулана илсе Атăл çине тухас тĕллев лартнă пулнă. Эпир траншея тăрăх кăна çỹреттĕмĕр, кăнтăрла та, каçхине те пуç çĕклесе пăхма май çук, бомбăсем вирхĕнеççĕ, пăшал, пулемет сасси пĕртте чарăнмасть. Тăшман пирĕн пĕр салтак пуçне пĕрер самолет янă тейĕн: тỹпере вĕсем кайăк евĕр явăнатчĕç. Вĕсем пирĕн салтака асăрхасанах çĕмрен пек çĕр çинелле вирхĕнетчĕç, пеме тытăнатчĕç, ăна тĕп тумасăр чарăнмасчĕç. Унтан Дон çинчи Ростов хулине тăшманран тасатма хутшăнтăмăр. Халĕ пирĕн мотомеханизациленĕ чаç, эпир Пĕрремĕш Украина фрончĕн 6-мĕш корпусĕн 6-мĕш бригадин йышĕнче çапăçатпăр. Часах пире Смоленск направленийĕ кĕтет. Кĕçех пирĕн штаб-бригада пĕтĕмпех хупăрлава (окруженине) лекрĕ. Нимĕçсем мĕн пур офицерсене пухса нỹхрепе хупрĕç те чĕррĕн çунтарса ячĕç. Кăна эпĕ хам куçпа куртăм. Штабра икĕ салтак, повар тата эпĕ кăна тăрса юлтăмăр. Нимĕн тума аптранă енне тăватсăмăр та тĕп сакайне сикрĕмĕр. Нимĕçсем кĕчĕç те алăка уçса автоматран шатăртаттарчĕç, ман çумри икĕ салтак ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Эпĕ вĕсем хушшинче чĕрех юлтăм. Çав самантра чунăм тăвăлса килчĕ, хама хам перĕнсе вилесшĕнччĕ, анчах ача макăрнă сасă шухăшсене урăх еннелле сирчĕ, наган алăран ỹкрĕ. Кĕтесре кил хуçисем — ватă хĕрарăм-хунямăшĕ, кинĕ, 3-4 çулти хĕрача тата кăкăр ачи ларнă иккен. Эпĕ кăкăр ачине алла илсе нимĕçсен умне тухрăм (салтак формине улăштарнăччĕ ĕнтĕ, ахаль хĕрарăм платьи тăхăннăччĕ). Çак ахаль кĕпе мана çăлса хăварчĕ. Салтак тумĕпе пулнă пулсан тахçанах леш тĕнчере пулмалла. Çапах та пире нимĕçсем нỹхрепе хупса лартрĕç, пурĕ 30 çын пултăмăр пулас. Кунта пире 1943 çулхи январĕн 19 — 26-мĕшĕсенче тытрĕç. 6 кун хушши шыв та, çăкăр та памарĕç. Алăксем патĕнче нимĕç автоматчикĕ хурал тăчĕ. Тăшмана хĕвеланăçнелле хăваласа пирĕн самолетсем бомбăсем пăрахма тытăнчĕç. Нỹхреп алăкне тĕксе пăхрăмăр — пĕр нимĕç те курăнмасть. Çĕрле. Иккĕн-виççĕн çиеле тухрăмăр. Урам хĕррине çитсен икĕ салтак вырăсла калаçса пынине илтрĕмĕр. Пĕри ман санитар пулнă иккен. Аманса сипленнĕ хыççăн разведкăна лекнĕ. Эпĕ сăмах хушсан вĕсем мана сасăран палласа илчĕç. Хайхи санинструктор хăйĕн çинчи телогрейкине (ваткăллă пиншакне), подшлемникне хывса мана тăхăнтартрĕ. Пире, выçăскерсене, вĕсем хамăрăннисем патне илсе кайрĕç. Санчаçе çитнĕ çĕре эпĕ тăн çухатнă. Новочеркасск хулинчи госпитальте кăна тăна кĕтĕм. Манăн ал-урасем хытса ларнă. Уйăх çурă сипленнĕ хыççăн мана киле яма йышăнчĕç. 1943 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче атте-анне килĕнче пултăм. Çур çул хушшинче сипленсе ура çине тăтăм. Киле таврăнсан та вăрçă хирĕнчи шăв-шав хăлхаран каймасчĕ, çывăрнă чухне тĕлĕкре бомбăсем пăрахнă ỹкерчĕке курса вăранса каяттăм. Паян та çав тапхăрти кинофильмсене пăхсан, юрăсене юрласан чун хурланса килет. Пирĕн корпус командирĕ Н. М. Чепурной полковник Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçрĕ. Вăл — Ташкентранччĕ. Астăватăп: вăл хăйĕн çемйи пирки юрă çырса кĕвĕленĕччĕ — "Ты ждешь Лизавета...". Эпир ăна фронтра юрлаттăмăрччĕ. Мăшăрне — Елизавета, ывăлне Вова тесе чĕнетчĕç. Мина ванчăкĕ командирăн икĕ куçне те амантнăччĕ. Эпĕ ăна самолетпа Ташкента ăсатрăм.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика