27 июня 2008 г.
Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче ĕç вырăнĕсенче вăй хуракан çынсен уйăхри вăтам ĕç укçийĕ 3300 тенкĕпе танлашать. Паллă ĕнтĕ, суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, ĕçлесе юсанмалла айăпланнă çынсен, саккун тăрăх патшалăх уссине укçа куçармалла.
Ку вăхăтран вăхăта еплерех пурнăçланса пынине районти ĕç тăвакан уголовнăй инспекци тĕрĕслесе тăрать. Тата çакăнта финанспа налук органĕсене явăçтарать. Айăпланнă çынран тытса юлнă чух ĕçшĕн укçан тата натурăпа тÿленин пайĕсене шута илеççĕ.
Тытса юлнă укçа-тенкĕ уйăхсеренех тивĕçлĕ бюджета куçать. Тепĕр чухне условнăй майпа айăпланнă çын пурлăх енчен те йывăртарах лару-тăру тÿсме пултарать. Апла пулсан унăн ĕç укçинчен патшалăх уссине тытса юлакан шайне те чакарма май пур. Ку ыйтупа районти ĕç тăвакан уголовнăй инспекци, условнăй майпа айăпланнă çын тата администраци (ăçта айăпланнă çын ĕçлет) суда тухать.
Суд ĕç укçинчен тытса юлакан шая пĕчĕклетессипе йышăну кăларнă чухне айăпланнă çынăн мĕн пур тупăшĕсене шута илет.