18 апреля 2008 г.
Çурхи уй-хир ĕçĕсене тума тухас умĕн “Янмурзино” хуçалăх çĕр улми лартмалли çĕнĕ йышши тухăçлă агрегат кÿрсе килчĕ. Çакнашкалли пирĕн районта “Таябинка” пĕрлешÿре çеç пур.
Янмурçинсем кăçал “иккĕ-мĕш çăкăр” лаптăкне иртнĕ çулхинчен чылай ÿстерме палăртнă. Кунта апрелĕн 1-мĕшĕнче çĕр улми суйлама пуçăннă. Куллен çак ĕçе 20—22 çын хутшăнать.
“Пинер” пĕрлешÿ вара унччен усă курнă КС-3 сеялка кÿрсе килнĕ. Асăннă ĕç машинисем çур акинче ĕç тухăçлăхне самай ÿстерме пулăшĕç.
“Таябинка” пĕрлешÿре Польшăра туса кăларнă “Викинг” культиваторпа çĕре кăпкалатма пуçларĕç. Унăн анлăшĕ — 6,3 метр. Вăл çĕре çав тери паха хатĕрлет.