АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карайсем

18 апреля 2008 г.

 

Карайран-и, Çырмапуçĕнчен-и, Кÿлхĕрринчен-и, Çĕняльтан-и, Сурăмхĕрринчен-и — пире пурне те карайсем теççĕ. Аттесемпе аннесем пирĕнтен уйрăлса кайрĕç. Пиччесемпе аппасем ватăлчĕç те хăйсем тытăннă ĕçе пире шанса пачĕç. “Камсен?” “Çавсен!” — теççĕ халь, пирĕн çине кăтартса.

Карай ял тăрăхĕнче малтан пилĕк хуçалăх пулнă. Кÿлхĕрринче — Войков, Çĕньялта — Ильич ячĕлĕччĕ, Сурăмхĕрринче “Большевик”, Карайра — “Красный Восток”, Çырмапуçĕнче — “Красная Звезда” ятлăччĕ.

Эпĕ çакна лайăх ас туса юлнă. 1950-мĕш çул. Çулла. Ял халăхĕ ун чух асăннă хуçалăхсене пĕрлештерсе пĕр колхоз туни çинчен кăна калаçрĕ. Шкул сачĕ пулнă вырăнта шавлă пысăк пуху пулчĕ. Унта “Сталинец” ятлă ял хуçалăх артелĕ йĕркеленни çинчен пĕлтерчĕç. Унăн председателĕ пулма Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, Кÿлхĕрринчи 34 çулхи Егор Лукич Лукина суйларĕç. Вăл ку ĕçре пĕр улшăнмасăр 26 çул хушши тăрăшрĕ. Пĕр хушă çак хуçалăх “Россия” ятпа пурăнчĕ. Халĕ “Караево” теççĕ.

Пурăна-киле самана та улшăнчĕ. Промышленность таварĕсемпе çунтармалли-сĕрмелли япаласен хакĕсем пысăк хăвăртлăхпа ÿссе кайни, çав вăхăтрах ял хуçалăх продукчĕсен хакĕсем пĕчĕк пулни пирĕн колхоз умне те пысăк чăрмавсем кăларса тăратрĕ. Ялсенчи витесенче кĕçенни, макăрни, авăтни, мĕкĕрни, нăриклатни халь ĕлĕкхи пек илтĕнмест. Ман сăмах кун çинчен мар-ха.

Пирĕн ял ĕçченĕсем çимĕç йывăççисем лартса сад ÿстерме, çерем пусса пахча çимĕç туса илме ăстаччĕ. Аса илсен, йăлтах куç умне тухать-çке. Йĕрĕхкасси çырмин сĕвек енче хăяр çитĕнтернĕ. Эпир, ача-пăча, ăна шăварма çырмаран витресемпе шыв йăтаттăмăр.

Карай хушшинче тата ĕлĕкрех ĕне вити пулнă çĕрте — “Колхоз сачĕ”, пĕве пуçĕнче “Михал Васильч сачĕ” пурччĕ. Унта-кунта тăрса юлнă улмуççисем çеç тахçан çакăнта илемлĕ садсем пулнине аса илтереççĕ.

Тĕп усадьбăра Культура çурчĕ çумĕнчи сад юмахри пек курăнса ларатчĕ. 30—35 çулхи улмуççисем турат йăтайми çимĕç тăватчĕç. Вĕсене правлени технички Праски акай хуралланăран “Праски сачĕ” теттĕмĕр. Темиçе çул каялла “Праски садĕнче” çĕнĕ шкул çуртне купалама шут тытрĕç. Улмуççисене хуçса, тăпăлтарса сарлака вăрăм канавсем чавса тухрĕç. Шкул çуртне купалас-тăвасси пулмарĕ — çав канавсем шывпа тулса ларчĕç. Хальхи шкул çурчĕ çумне мăн саспаллисемпе “Водохранилище — 100 м” тесе çырса çапрĕç те — ĕçĕ те пĕтрĕ.

“Праски сачĕпе” хирĕçех чиркÿ çурчĕ пурччĕ. Халь вăл та çук. Унта шкулччĕ. Эпир те, паянхи 60—65 çулхи çынсем, ăс-тăн çавăнта пухнă. Кам ас тумасть пуль Журавлев Петр Захарович учителе! Вăл пире кĕреçе тытма, шăтăк чавса йывăç лартма вĕрентĕ. Мĕн тĕрлĕ çимĕç йывăççиччĕ шкул садĕнче! Халь ассăн сывламасăр кунтан та иртме çук.

Кун пек садсем Карай ял тăрăхĕнче татах пур. Çырмапуçĕнче — “Захар мучи сачĕ”, Кÿлхĕрринче — “Хлебнов сачĕ”, Çĕньялта — “Железнов сачĕ”, Сурăмхĕрринчи клуб çурчĕ çумĕнчи “Ятсăр сад”. Вĕсем çинчен халь пулнă, ÿснĕ тесе анчах калатпăр. Юрать-ха, хăш-пĕр ырă çынсем улмуççисене хĕрхеннипе килĕсене куçарса кайса лартрĕç. Атту...

Кам ас тивмен пуль хăй вăхăтĕнче сурăмхĕррисен хăярĕпе помидорне! Илья Абрамович Абрамов ятарласа пахча çимĕç ÿстерекенсен бригадине йĕркеленĕччĕ. Хăйсемех торфран кÿршексем çапатчĕç.

Ăçта-ши çав Захар мучи пек, Хлебнов пек, Железнов пек, Абрамов пек пултаруллă çынсем? Пур! Пур вĕсем! Çĕньялти садра юлашки вăхăтра ĕçленĕ И. Архиповах илер. Тăрăшрĕ, тăрăшрĕ... Мĕншĕн-ши вĕсен ĕçĕсене хисеплеме пĕлместпĕр, кирлĕ чух вĕсене пулăшма та ÿркенетпĕр?

Пуриншĕн те пурнăç пĕр килмест, çапах пурнăç пуриншĕн те пĕр пекех хитре, теççĕ. Апла пулсан...

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика