АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх ветеранĕсен канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

10 июня 2021 г.

Чăваш Енри Агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕн правленийĕ Трак енре анлă лару ирттернĕ.

Чи малтанах агропромышленность комплексĕн тытăмĕн ветеранĕсем «Красное Сормово» пĕрлĕхе çитсе курнă. Яманаксенчен вĕренмелли сахал мар. Унăн ертÿçи Святослав Иванов хăнасене тăпра хатĕрлекен, тĕштырă варăнтаракан тата ăна пухса кĕртекен, çунтармалли-сĕрмелли материалсем перекетлекен хăватлă техникăпа, сĕт-çу комплексĕпе, пăрусене ÿстеремелли çĕнĕлĕхсемпе, кĕрхи тулăпа пăрçа акмалли-çитĕнтермелли технологисемпе паллаштарнă.

Паян строительство керамикин «КЕТРА» завочĕн продукцине Раççейĕпех пĕлеççĕ. Кунсерен кунтан хăватлă вун-вун автомашина пахалăхлă кирпĕче стройкăсене турттарать. Аграрисем асăннă завода та çитнĕ. Предприятин технологи процесĕ çинчен унăн техника директорĕ Иван Воронов каласа кăтартнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов ватăсене район центрне юсаса çĕнетес, социаллă об±ектсем çĕклес, тирпей-илем кĕртес ыйтусемпе еплерех ĕçлени пирки каласа кăтартнă. Ларăва хутшăннисем райцентрти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Монумент патне, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн футбол уйне, ГТО лапамне çитсе курнă. Халăх музыкин «Хавал» ансамблĕ вĕсене хавас юрăсем парнеленĕ.

Лару хăйĕн ĕçне район администрацийĕн пысăк залĕнче малалла тăснă. Унăн ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов хутшăннă, сăмах каланă. Ларура республикăри АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ Александр Самылкин «Ветеран-аграрниксене медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатасси тата аграри юхăмне малалла аталантарасси» темăпа тухса калаçнă. Александр Петрович ЧР АПК ветеранĕсен районсенчи тата хулари пуçламăш организацийĕсем умĕнче тăракан тĕллевсем çинче чарăнса тăнă.

Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов ял хуçалăх производствин ветеранĕсене Агафон Андреевпа Геннадий Матвеева тата «Красное Сормово» пĕрлĕх ертÿçине Святослав Иванова «Красноармейски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе чысланă, нумай ачаллă Прохоровсен çемйине хваттер уççи панă.

 

Сергей ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика