13 мая 2021 г.

Аллăмра — «Легендарный рейд» ятлă кĕнеке. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи эпир халĕччен пĕлмен пулăмсем çинчен каласа кăтартать.
Ентешсен паттăрлăхĕ çинчен чуна витермелле çырса кăтартнă очерксене вулатăн та — куçсем шывланаççĕ. Уйрăмах Чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн «Кăвак чечек» хайлавне хумханмасăр вулаймастăн. Снарядсем çурăлнă сасă та хăлхара илтĕнсе каять. Юн юхтарса выртакан салтаксем куç умне тухаççĕ. Мĕн тери тискер те хаяр иккен вăл вăрçă! Манăн шухăшăмпа, «Легендарный рейд» кĕнеке кашни çыншăнах кăсăклă пулĕ.
Аслă Çĕнтерĕве туптанă салтаксем яланах халăх асĕнче упранĕç.
Камилла МАДЖИДОВА,
И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки.