13 мая 2021 г.

Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерстви тата Пенсионерсен союзĕ йĕркеленипе тивĕçлĕ канурисем кашни çулах хăйсен вăйне тĕрлĕ спорт вăййинче тĕрĕслеççĕ.
Кăçал та пенсионер-спортсменсем шахмат, пăшалпа персе, ишсе тата дартс вăййинче тупăшрĕç. Пирĕн район пенсионерĕсем те ăмăртусене хутшăнчĕç. Шахматла выляса Валентина Ильина /Именкасси/, Игорь Алексеев /Васнар ялĕ/ республикăра 5-мĕш вырăн йышăнчĕç. Анатолий Лаврентьев /Çирĕклĕ/ те япăх мар тупăшрĕ.
Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнче иртнĕ спорт фестивальне те пирĕн районти пенсионерсем Юрий Федоров /Карай/, Александр Ефремов, Надежда Михайлова тата Альбина Дмитриева /Красноармейски/ хутшăнчĕç.
Альбина ДМИТРИЕВА,
Красноармейски районĕнчи
Пенсионерсен союзĕн председателĕ.