АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерĕве юнпа туптанă паттăрсем манăçмаççĕ

06 мая 2021 г.

 

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ — Çĕнтерÿ кунĕ. Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче нимĕç эшкерĕсене çапса аркатнăранпа 76 çул çитет.

Хĕç-пăшаллă Вăйсем çĕршывăн ирĕкĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварма пултарнă. Ку çеç те мар, таса тивĕçе пурнăçласа вĕсем ытти халăха та фашизм пусмăрĕнчен ирĕке кăларнă. Ирсĕр тăшман Европăри чылай çĕршыв урлă çухатусăр пысăк хăвăртлăхпа иртнĕ пулсан, совет çĕрĕ çинче вĕсене хирĕç никам çĕнтерейми вăй çĕкленнĕ.

Çĕршыври мĕн пур халăхпа пĕрле пирĕн районти çынсем те фашизмпа кĕрешме кар тăнă. Çĕршер вăй питти хăйсене фронта яма ыйтнă. Вăрçăн малтанхи кунĕнчех Красноармейскинчи çар комиссариачĕ урлă фронта 18-ăн, çĕртмен 24-мĕшĕнче тата 16-ăн тухса кайнă. Юнлă вăрçа Трак енрен 6030 çын хутшăннă.

…Тавăру саманчĕ çывхарсах пынă. 1945 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Берлин» операци пуçланнă. Совет Союзĕн мухтавлă Хĕç-пăшаллă Вăйĕсем хăрушă тăшмана хăйĕн тĕп йăвинчех — Берлинта — тĕппипех çапса аркатнă. 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирех рейхстаг çинче Çĕнтерÿ ялавĕ вĕлкĕшме пуçланă.

Çĕнтерÿ çăмăллăн килмерĕ. Халăхшăн вăл питех те хаклă, мĕншĕн тесен Çĕнтерÿ паянхи ăрăва çутă та таса тÿпе, ырăлăх, хаваслăх, малашлăх парнелерĕ. Аслă Çĕнтерÿ пирĕн çĕршыв пурнăçĕнче çеç мар, тĕнче историйĕнче те калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса тăчĕ. Çак куна халĕ Раççей çыннисемпе пĕрле пĕтĕм этемлĕх чи пысăк та çутă уяв вырăнне хурса паллă тăвать.

Вăрçă хирĕнче 27 миллион салтакпа офицер выртса юлчĕ. Трак енрен вăрçа кайнисенчен 2162-шĕ тăван тăрăха таврăнайман. Шел, 1418 куна пынă вăрçăра пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă Трак ен паттăрĕсенчен пĕри те халь пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ.

Хаяр вăрçăра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн пин-пин çын çĕршывăн чи пысăк наградисене тивĕçнĕ. Эпир паян хамăр ентешсемпе — Совет Союзĕн Геройĕпе Владимир Васильевпа /Мăн Шетмĕ/, Социализмла Ĕç Геройĕпе, хаяр вăрçă витĕр çирĕппĕн утса тухнă Иван Никифоровпа, Петр Яковлев полковникпа /Упи/, фронтран кăкăр тулли орден-медальпе таврăннă Иван Терентьевпа /Яманак/, вунă ордена тивĕçнĕ Прохор Трофимовпа /Анаткас/, ытти ветеранпа тивĕçлипе мухтанатпăр. Вăрçăра икĕ е ытларах ордена тивĕçнĕ ентешсен сăн ÿкерчĕкĕсене райцентрти Мухтав аллейине вырнаçтарнă.

Тăван тăрăхра вăрçă паттăрĕсене чысласа чылай çĕрте палăксемпе стелăсем лартнă. Вĕсем тавра лартнă чечексем ĕмĕр-ĕмĕр ешерччĕр, вĕсем патне пыракан сукмаксем нихăçан та курăкпа ан хупланччăр.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве çывхартас тесе манăн ентешсем – Уписем те хăйсен тÿпине хывнă. Мăн Çавал хĕрринчи ялтан 100 çынна яхăн тухса кайнă фронта, 47-шне вăрçă хирĕнчен тăван ене таврăнма шăпа пÿрмен. Райхаçатра 40 çула яхăн ĕçленĕ май, вĕсем пирки мана вун-вун корреспонденци-очерк çырма тÿр килнĕ.

Акă, Упи ялĕнче 1910 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче çуралнă Иван Никифоров физика-математика учителĕн ĕмĕтне хăрушă вăрçă татнă. Арçын вĕрентекенсене фронта илсе кайма тытăннă. Ентешĕме 1942 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче фронта кайма повестка панă. Техникăна ăнланакансене тата хăй вăхăтĕнче ятарлă аслă шкулсенче физикăпа математика уйрăмне е факультетне пĕтернисене пĕр ушкăна пухнă. Виçĕ уйăх вĕрентнĕ хыççăн шофер е тракторист пулса тăнине ĕнентерекен удостоверени панă.

Вĕренÿ курсне вĕçленĕ салтаксене Сталинград фронтне ăсатнă. 1942 çулхи кĕркунне Атăл çинчи хулара хаяр çапăçусем пуçланнă. Фашистсем ăна çавăрса илессишĕн нимĕн те хĕрхенмен, салтакĕсене, техникине унта янă. Кунсерен çĕршер самолет бомба-снаряд пăрахнă, йывăр тупăсемпе, минометсемпе персе тăнă.

Гитлеровецсем куç вĕçертмесĕр сăнаса тăракан вырăнта вăрçă хатĕрĕсене турттаракан шоферсемшĕн вилĕм çири кĕперен те çывăхрах тăнă. Вутлă тамăкра çĕршер салтак пурнăçĕ татăлнă. Пиншер çын аманнă. Пĕр çапăçура Иван Никифоров та йывăр аманнă, чылайччен госпитальте сипленнĕ.

Пирĕн ентеш Сталинград, Кăнтăр, 2, 3, 4-мĕш Украина фрончĕсенче тăшманпа çапăçнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ентеше Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденĕсемпе, «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Белграда хÿтĕленĕшĕн», «Вăрçăри хастарлăхшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн», ытти медальпе наградăланă.

Хаяр вăрçа Çĕнтерÿпе вĕçлесен тăван коллектива таврăннă, юратнă ĕçе кÿлĕннĕ. 1976 çулччен Вăрнарти пĕрремĕш шкулта математика учителĕнче тăрăшнă. 1968 çулта Иван Никифорова СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Указĕпе «Социализмла Ĕç Геройĕ» ятпа чысланă, Ленин орденĕ тата «Çурлапа мăлатук» ылтăн медаль панă.

Петр Яковлев Упире 1900 çулхи авăн уйăхĕнче çуралнă. Мускаври коммунизмла университета вĕренсе пĕтернĕ. Ентешĕм Хĕрлĕ Çарăн Тĕп политика управленийĕнче службăна ирттернĕ. Вăтăр çул хушшинче рота политрукĕнчен корпус политпайĕн пуçлăхĕ таран ÿснĕ.

Петр Яковлевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă. Хĕвеланăç, Çурçĕр-хĕвеланăç, Брянск, 1-мĕш тата 2-мĕш Украина фрончĕсенчи çапăçусене хутшăннă. 1943 çулхи утă уйăхĕнче Орел хулине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă чухне вăл пуçран тата сылтăм алăран йывăр аманнă. Чĕри çирĕп пулнă çав унăн. Сывалсан – каллех фронта. Румыние, Венгрие, Австрие, Чехословакие тата вĕсен тĕп хулисене фашистсенчен хÿтĕленĕ. Вăрçă хыççăн та çар службине малалла тăснă, Петр Яковлев полковник чикĕ леш енче, отставкăна тухиччен Курскпа Рыльск хулисенчи çар чаçĕсенче политпай пуçлăхĕ пулнă. Унăн кăкăрне çĕршывăн 13 награди илем кÿнĕ. Вĕсен шутĕнче Ленин орденĕ чи хакли шутланнă. Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр, I степеньлĕ Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсем, чылай медаль унăн паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ çинчен каласа параççĕ.

Упи ялĕнчи Анна Михайловăпа Ульяна Николаева та ирсĕр тăшманпа çапăçнă.

— Вăрçă пуçланни çулталăк çитет ĕнтĕ. Садсем чечеке ларсан хамăр ялти хĕрарăмсенчен пĕрремĕш фронта тухса кайрăм. Серпухов хулине çитрĕмĕр, — каласа панăччĕ Анна Михайловна. — Пире çар тумĕ пачĕç. Вăрçă вăййисене, хĕç-пăшала вĕренме тытăнтăмăр. Тепĕр икĕ уйăхран Мускава куçарчĕç, регулировщицăна вĕрентрĕç. Каярахпа чăн-чăн салтак пулса тăтăм. Хамăр çар чаçĕсене малалла кайма тăхлан çумăр айĕн тĕрĕс çул кăтартнă эпир.

Ентешĕм Латви, Литва, Эстони, Польша çĕрĕсене ирĕке кăларать, Çĕнтерÿ кунне Германи çĕрĕ çинче кĕтсе илет.

Хаяр вăрçă вут-çулăмĕ манăн çемьене те тĕкĕнмесĕр иртсе кайман. Анне, Мария Борисовна, Тăвай тăрăхĕнчи Пуянкассинче Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă. Унăн пиччĕшĕ, Пантелеймон Борисов танкист, Беларуç, Польша, Хĕвеланăç Прусси çĕрĕсене ирĕке кăларассишĕн çапăçнă, вăрçа Берлинта вĕçленĕ. Хĕрлĕ çăлтăр орден, чылай медаль кавалерĕ 1945 çулхи çĕртме уйăхĕнче иртнĕ Çĕнтерÿ парадне хутшăннă.

Вăхăт малаллах шăвать. Анчах Аслă Çĕнтерÿшĕн вăй-халне, кун-çулне шеллемен паттăрсен ячĕсем, сăнарĕсем нихăçан та пирĕн асăмăртан тухмĕç.

 

Ю. БОРИСОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика