18 марта 2021 г.
Муниципалитетсенчи культура, вĕрентÿ, социаллă хÿтлĕх, сывлăх сыхлав аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене районсемпе хуласен администрацийĕсен ертÿçисем Вăрнарта сÿтсе яврĕç, тĕллевсене палăртрĕç. Семинар-канашлу эрнекун Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче иртрĕ.
ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова кăçал 3-7 çулсенчи ачасене паракан тÿлев тата социаллă контрактсене çирĕплетес тĕлĕшпе йышăннă çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартрĕ. РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн ачасен тÿлевĕ малашне çемье тупăшĕнчен килессине пĕлтерчĕ. Çавна май вăл виçĕ тĕрлĕ пулĕ: регионта ачана пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен 50, 75, 100 проценчĕпе танлашĕ. «Çĕнĕ йĕркене укçана чăннипех те пулăшу кирлĕ çынсем патне çитерессине, пурнăçра йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене тĕллевлĕн пулăшассине тата çемьесене чухăнлăхран кăларассине тĕпе хурса çирĕплетнĕ», — ăнлантарчĕ министр.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — вĕрентÿ министрĕ Алла Салаева муниципалитетсем çирĕппĕн утасси социаллă сфера аталанăвĕнчен нумай килнине палăртрĕ. Вăл районсемпе хуласен вĕрентÿ тытăмĕн ĕç-хĕлне тĕплĕ тишкерчĕ, çивĕч ыйтусене палăртнă май вĕсене татса памалли çул-йĕре те уçăмлатрĕ. ЧР Вĕрентÿ министерствин специалисчĕсем тата ЧР Вĕренÿ институчĕ муниципалитетсем валли мотиваци рейтингне хатĕрленĕ. Унта районсенчи вĕрентÿ тытăмне 21 енчен /вĕрентекенсен ĕç укçин фончĕ, çамрăк педагогсен, Пĕтĕм Раççей олимпиадисен çĕнтерÿçисен шучĕ т.ыт.те/ хакланă. Унăн кăтартăвĕсемпе — кашни муниципалитетăн çивĕч ыйтăвĕсене тата вăйлă енĕсене — вице-премьер канашлура паллаштарчĕ, вĕсене район-хула ертÿçисемпе тишкерчĕ. Пĕрле калаçнă май республикăри шкул ачисемшĕн вĕренме тата аталанма пĕрешкел условисем туса памалли çул-йĕр те уçăмланчĕ.
Вице-премьер çирĕплетнĕ тăрăх, çитес çулсенче вĕрентÿ тытăмĕнче чăннипех те пысăк улшăнусем пулмалла. Педагогсен ĕç пахалăхне лайăхлатассине, вĕрентÿ шайне ÿстерессине пысăк тимлĕх уйăрĕç. Хальхи вăхăтра республикăра пĕрлехи вĕрентÿ комплексне туса хурас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Алла Салаева вĕрентÿ тытăмĕн тĕллевĕсен шутĕнче ачасене пĕлĕвне тарăнлатасси çеç мар, тивĕçлĕ воспитани парса пур енлĕ аталаннă çынна ÿстересси те тĕпре пулнине палăртрĕ. Çитĕнекен ăру чун-чĕринче патриотизм туйăмне, çак шутра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсен паттăрлăхне тĕслĕх вырăнне усă курса та, вăйлатмаллине каларĕ.
ЧР культура министрĕ Светлана Каликова ведомствăпа муниципалитетсен пилĕк çулти пĕрлехи ĕçĕ пирки каласа кăтартрĕ. Чăнах та, пĕрлехи вăйпа çак тапхăрта сахал мар ĕç тума май килнĕ. Тĕслĕхрен, çак çулсенче 20 ытла çĕнĕ культура об±ектне хута янă. Ку хисеппе кăна чарăнса тăрасшăн мар-ха. Хуласемпе районсем, министр палăртнă тăрăх, проектсемпе программăсене хутшăнса культура учрежденийĕсене юсама, строительство пуçарма укçа-тенкĕ илме пултараççĕ. Светлана Каликова çитес çулсенче отрасльти кадр ыйтăвне татса пама май килессине те палăртрĕ. Аслă ÿсĕмри ĕçченсене ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем улăштарса пырĕç. Тăван тăрăха таврăнса ĕçе кÿлĕнме хатĕр çамрăксем пур иккен. Анчах ку ыйтăва та районсенче тачă çыхăнса ĕçлемесĕр татса пама май килес çуккине палăртрĕ Светлана Каликова.
Министрсен доклачĕсем хыççăн хуласемпе районсен администрацийĕсен ертÿçисем сăмах илчĕç. Вĕсем хăйсене уйрăмах пăшăрхантаракан ыйтусене çĕклерĕç, çавăн пекех сĕнÿсем те пачĕç.
Александр КУЗНЕЦОВ, Красноармейски районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ:
— Вĕренÿ заведенийĕсене юсама пысăк укçа-тенкĕ уйăрни питĕ савăнтарать. Пирĕн районта вунă шкул, тăватă садик. 2021 çулта икĕ пĕлÿ çуртне — Красноармейски ялĕнчи Трак тата Красноармейски вăтам шкулсене — тĕпрен юсама палăртнă. Садиксене те çĕнетсе пыратпăр. Пĕлтĕр пĕр садике юсарăмăр, кăçал «Çеçпĕл» садик валли укçа уйăрнă. Ытти шкулсенче чÿречесене улăштарасшăн. Хальхи технологиллĕ пластик чÿречесем ăшă та лайăх тытаççĕ, вĕсемпе çутă та. В. БАГАДЕРОВА.