04 марта 2021 г.
Шупашкарта нарăсăн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн ХХ съезчĕ иртрĕ.
Унта республикăри МИХсенче тăрăшакан журналистсен пуçламăш уйрăмĕсенчен суйласа янă делегатсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем, пичет ветеранĕсем хутшăнчĕç. Пирĕн районтан с±ездра хăнасен йышĕнче Н. Григорьевпа А. Яковлев пулчĕç.
cъезд чи малтанах ĕç органĕсене — президиум, мандат, редакци, шутлав комиссийĕсене, секретариат суйларĕ. Унтан Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров пĕрлĕх правленийĕн 2015-2021 çулсенчи ĕçĕ çинчен отчет доклачĕ турĕ. Валерий Петрович палăртнă тăрăх, журналистсен пĕрлĕхĕн йышĕ юлашки тапхăрта ÿснĕ, халĕ унăн членĕсем — 509-ăн. Отчетлă докладра çавăн пекех кадрсене вĕрентсе хатĕрлес, вĕсене ĕçпе тивĕçтерес, республикăри МИХсен ĕç коллективĕсене пĕтĕçтерес, журналистсене грантсем илмелли тĕрлĕ конкурса явăçтарас тĕлĕшпе ытларах тăрăшмалли пирки те сăмах пычĕ.
С±ездра маттур журналистсен пĕр ушкăнне наградăсемпе чысларĕç, çамрăксене РФ Журналистсен пĕрлĕхĕн членĕсен билечĕсене пачĕç.
Мандат комиссийĕн доклачĕпе унăн председателĕ Анатолий Ермолаев паллаштарчĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ыттисем сăмах каларĕç, журналистсен общество организацийĕн ĕç-хĕлне лайăхлатмалли сĕнÿсем пачĕç.
Делегатсем тĕрлĕ ыйту пăхса тухрĕç, тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ патне «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ журналисчĕ» хисеплĕ ята çирĕплетесси пирки ыйтупа тухма йышăнчĕç. Пурин те журналист этикине çирĕппĕн пурнăçласа пымаллине палăртрĕç.
С±езд журналистсен пĕрлĕхне ертсе пыма Валерий Комиссарова шанчĕ. Делегатсем тата организацин правленийĕпе ревизи комиссийĕн членĕсене суйларĕç. Пĕр сăмахпа, журналистсене малашне çĕнĕ ĕçсем кĕтеççĕ.
Виктор Данилов.