АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Денис Посадский: “Ялтах тулли ăраскал тупма май пур”

30 октября 2020 г.

Чỹк уйăхне кĕретпĕр. Тулта хура кĕркунне хуçаланать. Ял ĕçченĕ йывăр ĕç хыççăн кăштах канса илме хатĕрленет. Çак кунсенче эпĕ Именкассинчи Денис Посадскипе сăмахларăм. Районта ăна пĕлмен çын сахал пулĕ. Денис Леонидович — район депутачĕсен çиччĕмĕш созыври Пухăвĕн депутачĕ. 2012 çулта вăл ашшĕпе, Леонид Ивановичпа, пĕрле хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Унтанпа сакăр çул çитет. Паян вĕсен витинче — 500-е яхăн сурăх, 60 ытла качака, сăваканни — 22. Экологи тĕлĕшĕнчен таса аш-какай туса илеççĕ. Çав хушăрах селекци енĕпе те ĕçлеççĕ, уйра купăста çитĕнтереççĕ.

Ялах чун туртать

“Ялах чун туртать, — терĕ манпа сăмахланă май Д. Посадский. — Çĕр-аннене юратма мана аттепе анне — Леонид Ивановичпа Любовь Александровна пил панă пулĕ. Эпĕ 1980 çулăн саккăрмĕш уйăхĕн саккăрмĕш кунĕнче çуралнă. Куратăр-и, манăн биографинче “8” число чылай. Çавăнпа эпĕ хама телейлĕ çын тесе шутлатăп”. Д. Посадскийпе сăмахлама интереслĕ. Сăмах патне аякка каймасть вăл, темĕн те пĕлет, вăхăт таппинчен пачах та юлмасть темелле. Сăмаха — ĕç-пуç çине куçартăмăр. Паянхи фермăна малтан çỹп-çап йăваланнă, çум курăк ашкăрса ỹснĕ вырăнта хута янă. Ĕмĕт пурнăçланасса шаннă, ĕненнĕ. “Хăçан та пулин çак вырăнта ферма çĕкленетех, — тенĕ тăван тăрăха чунтан юратакан Денис. — Хамăр çине яваплăх илсе сурăхсене ĕрчететпĕрех”. Куç хăрать те алă тăвать. Тахçан комбикорм завочĕ пулнă вырăна йĕркене кĕртнĕ Посадскисем. Йывăç-тĕме каснă, çĕре якатса тирпейленĕ. “Ура пусма вырăн çукчĕ, йĕри-тавра темĕн те пĕр йăваланса выртатчĕ. Чи малтан скважина чавма шутларăмăр. Выльăха шыв кирлĕ-çке”, — иртсе кайнă тапхăра куç умне кăларчĕ пултаруллăскер. Хăйĕн сăмахĕнче вăл ашшĕн ятне темиçе хут та асăнчĕ. Унсăрăн епле-ха? Леонид Иванович ĕмĕрĕпех вырăнти хуçалăхра ĕçленĕ-çке: ĕне фермин заведующийĕ, инженер-строитель, тракторист-водитель, снабженец... пулнă. Ку тăрăха питех те аван пĕлет. Вырăнти хуçалăх саланса кайсан хăйĕн ĕçне пуçарса яма шут тытнă кил хуçи арçынĕ. Ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Çавăнпа вĕсем çине хытă шаннă. Анчах епле ĕçĕн те пуçламăшĕ йывăр. Малтанласа мал ĕмĕтлĕскерсен 44 сурăх, çав шутра 30-шĕ “романовская” ăратли, 2 така пулнă. Тивĕçлĕ документсене хатĕрлесе çитернĕ. Çапла тымар янă йывăр ĕçĕн пуçламăшĕ. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхрĕ... Шурă Шупашкарта пурăнакан Д. Посадский тул çутăлнă-çутăлман Именкассине вĕçтерет. Хăй каланă тăрăх, ял валлиех çуралнă вăл. Шкул саккине такăрланă чухне хими предметне килĕштернĕ. Сурăхсемпе кăсăкланасси И. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн химипе биологи факультетĕнче пĕлỹ илнĕ вăхăтра пуçланнă. Сурăх ĕрчетме пуçличчен Мускав, Тула, Ярославль, Иваново, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсене, Мари Эла, Тутарстана çитсе килнĕ, ыттисен опычĕпе паллашнă. — Укçа-тенкĕ ахальлĕн çемье кассине пырса кĕмест-çке. Çемье пуçĕнче пирĕн анне тăрать, Любовь Александровна укçа шутне питех те аван пĕлет. Çулла сурăх кĕтĕвне пăхма аякран çын тытман эпир, Вăтам Ази тăрăхĕнчи йытăсене усратпăр. Пĕри 2-3 çынна улăштарать те пулас. Çав йытăсен çурисене те сутатпăр. Çулла тĕп кĕтỹ Чумаш ялĕ çывăхĕнчи уйра çỹрет. Даниил та темиçе çул ĕнтĕ сурăхсем пăхма кăмăллать, — тет Д. Посадский. Денис — ХФХăн тĕп зоотехникĕ. — Сурăхсене 500-е çитерес тата качакасен шутне ỹстерес тĕллевпе пурăнатпăр, — палăртрĕ вăл. — “Романовская” ăратри тỹрех 3-4 путек тăвать, çавăнпа йыш час ỹсет. “Куйбышевская” çулталăкра пĕр хутчен 1 е 2 путек пăранлать. Ку ăратăн какайĕ чылай тухать.

Пĕр уй — купăста

Посадскисем купăстана кăçал 7-8 гектар çинче иккĕмĕш çул лартнă. Малтанах килĕшỹ тунипе вăхăтра вырнаçтарнă ăна. Çулла Шупашкара, Çĕрпĕве кайнă чухне ем-ешĕл курăнакан уя хам та асăрханă. Калчана килти теплицăра çитĕнтернĕ. Çаврăнăçуллăскерсем иртнĕ çул купăстаран аван тупăш илнĕ. Уйрăмах хĕрлĕ кучанлине кафе-ресторан валли лайăх туянаççĕ-мĕн. Мăн Çавал юхан шывĕ хĕрринех лартнăран çуллахи вăхăтра шăварма меллĕ пулнă. "Муксума", "Валентина" сортсем уйрăмах тухăçлă-мĕн. Ỹркенменскерсем кăçалтан уйра çĕр çырли çитĕнтерме тытăннă.

Качака сĕтĕнчен — тутлă сыр

Сурăх-качака ĕрчетнисĕр пуçне хресченпе фермер хуçалăхĕнче паян сăвакан 4 ĕне, пăрусем. Вьетнам сыснисем, чăх-чĕп, хур-кăвакал, кăрккасем тытаççĕ. Ку ытларах чухне кил хуçи арăмĕ Любовь Александровна çине тиенет. Ĕçе тиркесе тăмаççĕ ку çемьере. Кам пушă — çавă выльăха апат парать е ĕне-качака сăвать. Пĕр-пĕринпе килĕшỹре пурăннипе те Посадскисен пурнăçĕ ăнать. Шупашкарти 61-мĕш шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен мăшăрĕ Светлана Петровна та çăмăл мар ĕçре хавхалантарса пырать. Туслă çемьере хĕрпе ывăл çитĕнет. Туслă та килĕшỹллĕ çемье ирхи тăваттăрах ура çинче. Качакан питех те тутлă та сиплĕ сĕтне ирсерен Шупашкара — Ольга Кошелевăн сыр хатĕрлекен цехне леçеççĕ. Сурăх какайне вырăна пырса туянакан нумай. Пусса пама ыйтакан та йышлă, теприсем чĕрринех илсе каяççĕ. "Сурăх какайĕ усăллă, унпа нимĕн те танлашаймасть, вăл таса. Какай шăршăллă ан пултăр тесен выльăха пусма та пĕлмелле", — палăртать Денис. Кăркка ашне вара уйрăм çынсем те, обществăлла апатлану предприятийĕсем те хаваспах туянаççĕ, ыйтаççĕ. Вьетнам сыснисен çурисем хăвăрт çитĕнеççĕ, чир-чĕртен хăрамаççĕ. Çулла вĕсен рационĕнче симĕс курăк тĕп вырăнта тăрать. Çурисене те сутаççĕ, ашлăх çитĕнтереççĕ. Кăвакалăн уссине те сиснĕ-туйнă çак çемье. Г. Борзин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика