16 октября 2020 г.
Раççей Федерацийĕн саккунĕнче кашни çыннăн экологи енчен таса тавралăхра пурăнма ирĕк пурри çинчен каланă. Анчах ку енĕпе чуна хуçакан самантсем тем чухлех. Акă, хими им-çамĕ мĕн чухлĕ ыйту кăларса тăратать. Тавлашуллă самантсем ахальтен çуралмаççĕ çав. Пĕлсе усă курманран пыл хурчĕсем епле шар курчĕç Чăваш Енре те авă. Нумаях пулмасть республикăра хуçалăхсем пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе усă курасси енĕпе саккунсене епле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Елчĕк, Тăвай районĕсенчи хуçалăхĕсенче пулнă тĕрĕслевсем. Йĕркене пăхăнман тĕслĕх сахал мар. Акă Елчĕк районĕнчи пĕр обществăра пестицид-семпе усă курнин учетне йĕркелемен. Асăннă ĕç-сене пурнăçлани пирки ятарлă журналта çырса пыма хистет СанПиН. Кунсăр пуçне хими им-çамĕсеме ĕçлекенсене ỹте, куçа тата сывлав органĕсене хỹтĕлекен ятарлă япаласем (респи-раторсем, перчеткесем, хỹтлĕх куçлăхсем) панă пирки те уçăмлăх çук. Пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе усă курнă савăтсене, транспорт хатĕрĕсене сиенсĕрлет-мешкĕн майсем туманни те куç кĕрет: бетонпа витнĕ ятарлă лапам пулмалла. Хими им-çамĕпе усă ку-рассине халăха малтанах (хаçат, радио, электрон хатĕрĕсем урлă тата ытти те) пĕлтерес йĕркене пă-хăннине те çирĕплетни çук. Агрохимикатсемпе тата пестицидсемпе усă курассине çывăх ял-сенчи çынсене кăна мар, пурнăçлав влаçĕн органĕ-сене те пĕлтермелле. Çакăн çинчен федера-цин “Ял хуçалăх пĕлте-рĕшлĕ çĕрсен пулăхлăхне тивĕçтерессине патшалăх йĕркелесе пырасси çинчен” саккунĕн 8-мĕш статйинче çырса кăтартнă. Саккунсене пăхăнман-шăн хуçалăх пуçлăхне 2 пин тенкĕ штраф тỹлет-тернĕ. Сăмах май, кунсăр пуçне Елчĕк районĕнче тепĕр 3 хуçалăха РФ КоАП-ĕн 8.3 статйи тăрăх явап тыттарнă. Асăннă йĕркесене пăхăнманшăн Патăрьел тата Тăвай районĕсенчи хуçалăхсен пуçлăхĕсен те штраф тỹлеме тивет. Н. Васильева.