АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак енсем çĕнĕ Чăваш Еншĕн, депутатсен çĕнелнĕ корпусĕшĕн сасăларĕç

15 сентября 2020 г.

Красноармейски районĕнче, мĕн пур Чăваш Республикинчи пекех, авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче 8.00 сехетре Чăваш Ен Пуçлăхне, район тата ял тăрăхĕсен депутачĕсен Пухăвĕсен депутачĕсен суйлавĕн малтанхи сасăлавĕ пуçланчĕ. Çав кун район территорийĕнче 20 суйлав участокĕ уçăлчĕ. Малтанхи сасăлав икĕ кун — авăн уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен иртрĕ. Пĕрлехи сасăлав кунĕ вара авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче пулчĕ. Сасăлава хутшăнма Раççей гражданинне пĕлтерекен документ — паспорт кирлĕ пулчĕ. Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче эпĕ 902-мĕш номерлĕ суйлав участокĕнче пултăм. Вăл Красноармейскинчи культура çуртĕнче вырнаçнă. Кунта профилактика мерисене чи малти вырăна хунă, суйлав комиссине антисептик япалисемпе, хỹтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Сасăлава килекенсене маска, перчетке параççĕ. Кунтах эпĕ суйлав участокĕн председательне Н. Васильева тĕл пултăм. “Районта пирĕн чи пысăк суйлав участокĕсенчен пĕри. Виçĕ кун хушшинче 1238 суйлавçăн ыйтăвне тивĕçтермелле. Эпир сасăлавра Красноармейскинчи Ленин, Васильев, К. Маркс, Первомайская, Механизаторсен, Союзная, “Çĕнтерĕве 30 çул”, Моркинская, Новая, Траковская урамсенче, Липовка, Васнар, Вутлан, Кайри Карăк, Малти Карăк ялĕсенче пурăнакансене йышăнатпăр, — тет Николай Иванович. — Сасăлава ытти чухнехи пекех йĕркеллĕ ирттерсе ярасса шанатăп”. Ĕç кунĕ пулнине пăхмасăр суйлавçăсем пĕрин хыççăн тепри участока килеççĕ. 9.30 сехетре асăннă участокра район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов сасăларĕ. “Эпир паян çĕнĕ Чăваш еншĕн, депутатсен çĕнелнĕ корпусĕшĕн сасăлатпăр”, — терĕ Александр Николаевич. Суйлав урнисем патне ЧР Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин “Халăха социаллă пулăшу паракан “Красноармейский центрĕ” БУн ертỹçи Э. Ермаков, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ В. Козлов, ыттисем пычĕç. 12 сехет тĕлне асăннă участокра 185 суйлавçă хăйсен сассине пачĕ. 10 сехетре 902-мĕш номерлĕ суйлав участокĕнче вырăна тухса сасăлаттарасси пуçланчĕ. Эпĕ суйлав участокĕн членĕсемпе Н. Арсентьевăпа тата В. Степановăпа Васнар ялне çитрĕм. Кунта сасăлама Красноармейски райповĕн ялти магазинне уйăрнă. Пĕрремĕш бюллетеньсене ялти ватăсем — Владимир Трофимовпа Леонид Степанов илчĕç. Владимир Петрович тивĕçлĕ канăва тухиччен Заволжски ЛПУМГра слесарьте тăрăшнă, мăшăрĕпе, Галина Карповнăпа, вăл çыхăну тытăмĕн ветеранĕ, икĕ ача çитĕнтернĕ. Леонид Мефодьевич вара чылай тапхăр районти “Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕнче ĕçленĕ, виçĕ ачана ура çине тăратнă. Степановсен 5 мăнук.

                                                        *                 *                     *

918-мĕш суйлав участокĕ Карайри кану цент-рĕнче вырнаçнă. Кунта Карай, Çырмапуç, Кỹлхĕрри, Çĕньял Карай тата Сурăмхĕрри ялĕсенчи суйлавçăсем кĕреççĕ. Сентябрĕн 11-мĕшĕнче 16 сехет тĕлне списока кĕртнĕ 135-шĕ участока пырса бюллетеньсем илсе сасăларĕ. Эпĕ те Спиридоновсен çемйипе сассăма патăм. ; ; ; Пикшикри 912-мĕш суйлав участокĕнче сентябрĕн 11-мĕшĕнче ирхине 8 сехетре Чăваш Республикин Пуçлăхне, район тата вырăнти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене суйлас тапхăр пуçланчĕ. Суйлав участокĕ ĕçе тытăнсанах комисси председателĕ Л. Иванова пурне те ăнăçу, сывлăх сунчĕ. Малтанах Р. Сергеева суйлавçă бюллетеньсем илсе сасăларĕ. Сăмах май, Роза Константиновна тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те Пикшикри ФАПра вăй хурать, сывлăха сыхлас ĕç стажĕ 40 çул унăн.

                                                  *                           *                          *

Пайсупин. Райхаçатăн Упи тăрăхĕнчи общество корреспонденчĕ Г. Ефимов-Тусли телефонпа пĕлтерет. Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче 919-мĕш номерлĕ Упи суйлав участокĕнче Пайсупин ялне тухса сасăлаттарасси пуçланчĕ. Çав кун 70 суйлавçă хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçларĕ. “Паян эпĕ алла бюллетеньсем илсе Чăваш Ен, район пуласлăхĕшĕн сасăларăм”, — терĕ 87 çулхи Нина Никитина.

                                                   *                                *                        *

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче 20.00 сехетре Трак енре сасăлав вĕçленчĕ. Малтанхи кăтартусем тăрăх, Трак енре сасăлава суйлавçăсен 87,6 проценчĕ хутшăннă, вĕсенчен нумайăшĕ — 6983-шĕ О. Николаевшăн сасăланă. Сасăлава сăнавçăсен пысăк ушкăнĕ хутшăнчĕ. Республикăри Тĕп суйлав комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш енре хăйне хăй кандидата тăратнă О. Николаевшăн суйлавçăсен 75,59 проценчĕ сасăланă. А. Андреевшăн (КПРФ) 10,33 процент, К. Степановшăн (ЛДПР) — 5,48, Н. Степановшăн (“Раççейри пенсионерсен социаллă тĕрĕслĕхшĕн тăракан партийĕ”) — 3,51, С. Матвеевшăн (“Раççей патриочĕсем”) 2,13 проценчĕ хăйсен сассине панă. Республикăри суйлавçăсен 55,17 проценчĕ сасăлава хутшăннă. Малтанхи кăтартусемпе Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Алексеевич Николаев суйланнă.Ю. Борисов, М. Романова, Л. Соловьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика