АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрев — общество корреспонденчĕсенче

14 августа 2020 г.

Районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн сăн-сăпачĕ, тĕрĕссипе содержанийĕ, çыракансемпе тата вулакансемпе таччăн çыхăннă. Авторсем йышланни, район хыпарçине чун-чĕре ăшшипе туйса, çырăнса, вуласа тата хак парса тăни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хаçат хакĕ, шухăш-кăмăлĕ унпа çыхăнакан, алла ручка-кăранташ тытакан тата вырăнти çĕнĕ хыпар-хăнара васкавлăн, мĕн пур ĕç-пуç çинчен мансах вулакан патне çитерни çав тери вырăнлă тата пĕлтерĕшлĕ. Пайсупин ялĕ пысăках мар. Район хыпарçине чăтăмсăррăн кĕтекенсем те, хăвăртрах алла тытас шухăш-кăмăллисем хутшăнсах пыраççĕ тесшĕн эпĕ. Акă, тĕслĕхрен, “Новая” урамра тĕпленнĕ темиçе кил хуçипе сăмахларăм эпĕ. Çав йышра Хĕç-пăшаллă Вăйсен ветеранĕ Петр Яковлев, ялти фермер хуçалăхĕн ертỹçи Владимир Александров тата Наталия Андреева ĕçчен пулчĕç. Вĕсем кашниех “Ял пурнăçне” çырăнса илнĕ, кашни номерех чăтăмсăррăн кĕтеççĕ тата юратса вулаççĕ. — Райхаçат — ял сывлăшĕ. Унăн хисепĕпе ят-сумĕ общество корреспонденчĕсенчен чылай килет. Акă, Валентина Рудникова çут çанталăк пулăмĕсене сăнарлама юратать, шырать, çырать. Кỹлхĕрри Карайри Галина Егорова пĕр вырăнта тăпăртатмасть. Ялти ватă çынсен пурнăçне, кун-çулне тишкерет. Красноармейскинчи Татьяна Борисова та куллен çул çỹревре, ялсене çитет, ватăсемпе курнăçать, вĕсем пирки райхаçат страницисенче корреспонденцисем пичетлет. Маттур хĕрарăмсем! — тет Петр Николаевич. — Арçын авторсенчен Лев Борисов (Çĕньял Шетмĕ), Геннадий Гурьев (Çĕнĕ Выççăлккă), Вениамин Викторов (Ванюшкасси), Аврам Николаев (Туçи Чуракасси) ỹркенменни куç кĕретех. Владимир Александрова вара ялсенчи фермер хуçалăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕ интереслентерет. “Вĕсен ырă ĕç-хĕлне, сăмахран, сăн ỹкерчĕксемпе пичетлесен те аван”, — тет вăл. Наталия Ивановна килти хушма хуçалăх аталанăвĕ пирки ытларах вуласшăн-пĕлесшĕн. “Тирпей-илем ыйтăвне кун йĕркинчен кăларас марччĕ”, — çак шухăш канăç памасть хĕрарăма. “Новая” урамри Зоя Иванова та хаçат тухнă кунсенче почтальонкăна чăтăмсăррăн кĕтет. — Роза Евграфовнăсăр сывлăш çук пекех. “Ял пурнăçĕ” калиткене “уçса кĕрсен” ытти ĕç-хĕл пирки те манатăн. Килех, кил, ирт хаçат тетĕп, — сăмахлать кăмăллăн Зоя. — Килех, кил хаçат.

Г. Ефимов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика