АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăрчсем — пирĕн туссем

05 июня 2020 г.

 Юлашки вăхăтра пирĕн ачасем шăнкăрчсене кĕтсе илме япăх хатĕрленнĕ пек туйăнать мана. Хамăр тăрăхри чылай ялсенче пулма тỹр килнĕ мана. Йывăçсем çинче çĕнĕ шăнкăрч вĕллисене сахал асăрхатăн. Халĕ шкулсенчи мастерскойсенче ĕç урокĕн ертỹçĕ ертсе пынипе вĕллесем ăсталаса çакма йывăрлăх çук пулĕ ман шутпа. Йывăç хăмасем тупма пулатех ĕнтĕ. Шкулсенчи учитель-биологсен ачасене шăнкăрчсен усси пирки ытларах каласа памалла. Пирĕн Йỹçкасси ялĕнче те йывăçсем çинче çĕнĕ шăнкăрч вĕллисем курăнмаççĕ. Пĕр 20 çул каялла туса çакнă вĕллесем куç умне ỹкеççĕ. Вĕсене çав тапхăрта Л. Семенов çут çанталăк ăсти тимленипе туса çакнă. Ик çунатлă туссем вĕсемшĕн те епле савăнаççĕ: çунаттисене çапса пире тав сăмахĕ калаççĕ. Вĕсемпе пĕрле хăв та савăнатăн. Пахчана тухатăн та çĕр улми пусси çинче шăнкăрчсене асăрхатăн: чĕпписем валли хурт-кăпшанкă пухаççĕ. Яр! та яр! вĕçсе хăпарса каяççĕ. Çапла кунĕн-çĕрĕн пире мĕн чухлĕ пулăшу кỹреççĕ çак кайăксем. Ялти Вадим Афанасьевăн çỹллĕ йăмрисем çинче шăнкăрчсен илемлĕ юррине итлеме епле хавас. Ял вĕçĕнчи Вадим Иванов илемлĕ шăнкăрч вĕллисем туса çакнă. “Вăрмана та кайса çакрăм”, — тет çут çанталăк тусĕ. Мăшăрĕ те унăн тĕрлĕрен йывăç-тĕм лартма кăмăллать. А. Тимофеева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика