26 мая 2020 г.
Ял ипотеки вăй илсе пырать
2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре 2020—2025 çç. “Ял территорисене комплекслă аталантарасси” патшалăх программи (2019 çулхи май уйăхĕн 31-мĕшĕнче кăларнă РФ Правительствин 696 №-ĕ постановлени) ĕçлеме пуçларĕ. Программа ял территорийĕсенче вырнаçнă куçман пурлăх объекчĕсем туянма ипотека кредитне илмелли питĕ анлă майсене палăртать. Кредитсене патшалăх субсидилекен çăмăллăхлă процент ставкипе параççĕ. Çỹлерех асăннă пулăшу пирки “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн корреспондентне Красноармейски районĕнчи “Россельхозбанк” ертỹçи А.Г. Петрова тĕплĕнрех каласа пачĕ. Программа ял территорийĕсенче (ял хуçалăх агломерацийĕсенче) куçман пурлăх объекчĕсене туянма ипотека кредитне илмелли питĕ анлă майсене палăртать. Сăмахран, ялти ипотекăпа суту-илỹ килĕ-шĕвĕ тăрăх пурăнмалли çурт-йĕр е çĕр участокĕпе пурăнмалли çурт-йĕр уйрăм е юридикăлла çынсенчен, уйрăм предпринимательсенчен туянма пулать. Çавăн пекех пĕрремĕшле е иккĕмĕшле куçман пурлăх рынокĕнчи пурăнмалли çурт-йĕр е строительствăна пая кĕрсе хутшăнса туянма ирĕк пур. Кредит укçи-тенкипе çĕр лаптăкĕ туянма тата подрядлă договор тăрăх унта пурăнмалли çурт лартма, заемщикăн харпăр хăй çĕр лаптăкĕнче уйрăм çурт-йĕр строительстви тума, маларах пуçланă пурăнмалли çурт-йĕре подрядлă договорпа вĕçлеме пулать. Кредит субсидиленет: банкри рынок ставкипе çăмăллăхлă ставка хушшинчи уйрăмлăх федераци бюджетĕнчен саплашăнать. Ставкăн чи пысăк виçине Раççей Федерацийĕн Правительстви палăртнă, вăл 3: ытла мар шутланать. Харпăр хăйне страхланă чухне ставка тата пĕчĕкрех пулĕ. Ку вăл — паянхи Раççей историйĕнчи калама çук пĕчĕк ипотека шайĕ. Заявкăна 21—75 çулсенчи Раççей Федерацийĕн кирек хăш гражданинĕ те пама пултарать. Вăл хулара е ялта пурăнать-и — уйрăмлăх çук, çавăн пекех куçман пурлăха регистрацилеме кирли çинчен калакан требованисем çук. Çавăнпа та çакă çынсен хушшинче анлă сарăлнă япала. Ялти ипотекăна Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пĕрре кăна илме пултарнине палăртмалла. Россельхозбанкăн Чăваш Ен ипотека рынокĕнче пуян ĕç опычĕ пур, эпир кунта кредит парассипе лидерсенчен пĕри шутланатпăр. Банк йăлана кĕнĕ пекех кредита ссуда парăмĕн юлашкине ỹстермесĕр дифференциаци е аннуитет мелĕпе тỹлесе татма май парать. Созаемщик 3 çын таран пулма пултарать, çав шутра тĕп заемщикпа хурăнташлă пулманнисем те. Тата тепĕр хăйне евĕрлĕ çăмăллăх та пур: клиент тỹлевне шутланă чухне тĕрлĕ тупăш, çав шутра харпăр хăй хуçалăхне тытса пынинчен илнĕ тупăшсене те, шута илме май пур. Тата тепĕр çĕнĕ патшалăх пулăшăвĕ çинче те чарăнса тăрас килет. Çурт-йĕре тирпей-илем кĕртессине ỹстерме Россельхозбанкăн çĕнĕ патшалăх программи шайĕнче потребительсен кредитне 60 уйăхлăха параççĕ. Çăмăллăхлă потребительсен кредитне ял территорийĕнче пурăнакан 23—65 çулхи клиентсене тивĕçтереççĕ. Çав хушăрах çăмăллăхлă потребительсен кредичĕн (займĕн) процент ставки РФ правительстви 2019 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче кăларнă 1514 №-лĕ Постановленипе килĕшỹллĕн çулталăкра 5: ытла пулмалла мар. Çăмăллăхлă ял ипотекипе тата çăмăллăхлă потребительсен кредичĕпе çыхăннă интенсивлă ĕç (тахçан пĕр вăхăт хушши Чăваш Енре пурăнакан вуншар пин çемье харпăр хăй хуçалăхне аталантарма илнĕ кредитсем приоритетлă пулнă пекех) паянхи кун пирĕншĕн паха. Красноармейскин тăрăхĕнче пурăнакансем те ял ипотекипе усă курма заявкăсем тăратнă, 10 çынна яхăн пулăшу илме ĕлкĕрнĕ. Çак çăмăллăхсемпе кăсăкланакансене пурне те патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ мелĕсемпе усă курма чĕнетпĕр.