АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мотоблок — çул çỹрев хатĕрĕ мар

22 мая 2020 г.

Мотоблок — çул çỹрев хатĕрĕ мар

 Юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра пурăнакансем те килти хушма хуçалăхри чылай ĕçсене пурнăçлама мотоблоксем туянчĕç. Ку çынсене чылай çăмăллăх парать ĕнтĕ. Анчах хăшĕ-пĕри мотоблока çỹл çỹрев хатĕрĕ вырăнне усă курма пăхать. Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче 12 сехет тĕлнелле пирĕн тăрăхри пĕр арçын “АГРО” йышши мотоблокпа пынă. Унăн прицепĕ çине çул çитмен пассажира илнĕ . Прицеп хĕрринче ларса пыракан ача инкек-синкек пуласса асăрхаман та пулас. Мотоблок водителĕ, тимлĕ пулманскер, газ тăрпин тĕревĕ çине пырса кĕнĕ. Çул-йĕр инкекĕнче çул çитмен пассажир ỹт-пĕвне сиенлетнĕ, Шупашкарти РДКБна пулăшу ыйтма пынă. Çакна тепĕр хут асăрхаттаратпăр: мотоблок — çул тăрăх çỹремелли транспорт хатĕрĕ мар, вăл килти хушма хуçалăхра усă курмалли техника. Унпа автоçул çине тухма, çынсене турттарма вуçех юрамасть, прицепĕ — тиев илсе çỹремелли хатĕр. Енчен те çул çине тухас пулсан, прицеп çине çутă сирекен (светоотражающие) элементсем вырнаçтармалла. Мотоблок водительне те РФ çул-йĕр правилисем тỹрремĕнех пырса тивеççĕ. Енчен те вăл вĕсене пăссан, çын сывлăхне сиен кỹрсен, ăна административлă е уголовлă майпа явап тыттараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика