АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕкеç

15 мая 2020 г.

Чĕкеç

 Çĕр типсен, йывăçсем ем-ешĕл тум тăхăнсан кăнтăр енчен пирĕн тăрăха чĕкеçсем вĕçсе килеççĕ. Эпĕ вĕсене кашни çулах кĕтсе илетĕп. Виç кĕтес хỹреллĕ кайăксем тăван çĕршыва килнине пĕлтерсе ял çийĕн ушкăнпа унталла-кунталла вĕçсе сывлăша касса çỹреççĕ. Вĕсен кашни çулах пĕр ĕç: йăва çавăрмалла, çăмарта тумалла, чĕпĕ кăлармалла. Темиçе çул ĕнтĕ çак кайăксем пирĕн пата килеççĕ, пачах та хăрама пĕлмеççĕ. Иртнĕ çул та çаплах пулчĕ. Пĕр мăшăр пирĕн пỹрт тавралла явăнса çỹресе йăва валли вырăн шырарĕ. Часах кунта килĕшекен вырăн тупрĕç, аслăк çинче йăва ăсталама пуçларĕç. Вĕсем темиçе кун тăрăшса ĕçлерĕç: çăварĕпе пылчăк, тăм, тĕк, ĕне çăмне, кивĕ курăка пуçтарчĕç. Вĕсене сурчăкĕпе йĕпетсе çыпăçтарса çỹллĕ вырăнта виçĕ кĕтеслĕ йăва туса хучĕç. Часах чĕкеç ами пилĕк çăмарта туса йăвана пусма ларчĕ. Çăмартисем шурă, анчах вĕсем хăмăр пĕрчĕсемпе витĕннĕ. Ун пек пулни лайăх, тăшман куçне тỹрех курăнмасть. Икĕ эрнерен пилĕк çара чĕпĕ тухрĕ. Сап-сарă çăварĕсене карса çиме ыйтма мĕнле пĕлеççĕ-ха вĕсем — чĕр-рик-чĕр-рик! тесе сасă кăлараççĕ. Ашшĕпе амăшĕ халĕ кунĕпе вĕсене тăрантарассишĕн тăрăшаççĕ, пĕр чарăнми апат шыраççĕ. Вĕсем кунне темиçе çĕр хут йăва патĕнчен вĕçсе кайса каялла таврăнаççĕ, шăна-шăрчăк таврашне сывлăшрах çăварĕпе хыпса илеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ апат илсе килсен чĕпсем тỹрех пурте харăс чĕриклетме тытăнаççĕ: чĕр-рик-чĕр-рик! Çакна эпĕ кашни кун тенĕ пекех пăхса тăма, сăнама юрататăп. Тĕлĕнмелле интереслĕ вĕсем. Ỹснĕçемĕн йăвине аран вырнаçаççĕ шереметсем. Апат çинĕ чухне вара кам правуртарах туртса илсе çиме те пултараççĕ. Пĕррехинче чĕкеçсем çуйхашнине илтсе вĕсем патне чупса пытăм. Ниçта кайса кĕрейми вĕçеççĕ ашшĕпе амăшĕ. Вĕсен сассине илтсен йăвари чĕпписем пушшех чĕриклетме тытăнчĕç. Эпĕ пынине курсан тата та хытăрах çуйхашма пуçларĕç. Пит патĕнченех вĕçсе иртеççĕ, сăхса илменни кăна. Йăви патнерех пырсан мĕншĕн çуйхашнине ăнлантăм. Пĕр чĕппийĕ çĕре ỹкнĕ. Чĕппе асăрханса илсе йăвине хурса патăм. Эпĕ пăрăнсан чĕкеç йăвине анса ларчĕ. Чĕпписем çаплипех чĕриклетеççĕ, апат ыйтаççĕ. Апатне чĕкеç каярах та илсе килĕ-ха, халĕ вара хăйĕн чĕппине вилĕмрен хăтарчĕ. Çакăн хыççăн чĕкеçсем чĕпписенчен сивĕнеççĕ пулĕ тесе пĕр хушă кулянса çỹрерĕм. Телее эпĕ шутланă пек килсе тухмарĕ. Çав çул пур чĕппи те тĕрĕс-тĕкел ỹссе йăваран вĕçсе тухса кайрĕç. Маншăн халĕ чи пахи — вĕсем пурте сывă. Вăт анне! Ачине çăлса хăварас тесе тем те шутласа кăларать вăл... Тĕрĕсрех, пулăшу ыйтса çуйхашни тĕлĕнтерчĕ мана... Кăçал та чĕкеçсем килессе чунтан кĕтрĕм. Кĕтни чăна килчĕ. Мăшăр чĕкеç каллех иленчĕ пирĕн патне. М. Романова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика