АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Танк командирĕ

08 мая 2020 г.

Танк командирĕ

 Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçа Упи ялĕнчен 100 çынна яхăн хутшăннă, вĕсенчен 47-шне вăрçă хирĕнчен тăван ене таврăнма шăпа пỹрмен. Манăн сăмахăм — вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Пантелеймон Борисов танкист пирки. П. Борисов — манăн тăван кукка, аннен пиччĕшĕ пулать. Пантелеймон Борисов 1921 çулта Упи ялĕнче çуралнă. Виçĕ пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем: хăй, йăмăкĕсем Марьепе Юля. Борисовсен йăхĕ мĕн ĕлĕкрен ĕçченлĕхпе, тараватлăхпа, çирĕп йĕркелĕхпе палăрса тăнă. Ашшĕпе амăшĕ — Бориспа Ольга ку тăрăхра хăйсен ятне яман çынсем пулнă, вăтам хресчен шутланнă, ачисене вĕрентсе çын тăвассишĕн çуннă, чунне панă. Вырăнти шкулта пĕлỹ пухнă Пантелеймон. 1939 çулта Упи каччи Янмурçинти Иван Кузьминпа Тракри пĕлỹ керменне питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ, Хусан патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне экзаменсăрах кĕме ирĕк çĕнсе илнĕ. Трак вăтам шкулĕн пĕрремĕш кăларăмĕн вĕренекенĕ пулнăран туллин савăнатчĕ вăл. Ун чухне шкул директорĕнче Г. Томасов ĕçленĕ. Аслă шкул студенчĕ пулнăшăн хăй, ашшĕ-амăшĕ епле савăнман пулĕ? Кунта кỹршĕре ĕçлесе пурăннă педагог-мăшăр _ Ленин орденĕн кавалерĕ, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ К. Горина, чăваш чĕлхипе литературине ăс панă, музыкăна вĕрентнĕ РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ В. Спиридонов, Трак шкулĕн ытти учителĕсем витĕм кỹнех пулас каччăн малашлăхĕ çине. Тулли хавхаланупа вĕренме пуçлаççĕ Борисовпа Кузьмин Тутарстанăн тĕп аслă шкулĕнче. Анчах Кузьминăн студент сакки çинче нумаях ларма май килмест: "кулак" ывăлĕ тесе ăна çулталăк çурăран университетран кăларса яраççĕ. П. Борисовăн та иккĕмĕш курс пĕтернĕ чухне çамрăклăхри мĕн пур ĕмĕт татăлать: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. П. Борисов аслă шкулăн икĕ курсне вĕренсе пĕтерет. Ун хыççăн вăхăт таппине кура, çĕршыв ертỹçисем аслă шкул студенчĕсене васкавлă мелпе çар училищисенчен вĕренсе тухма ирĕк параççĕ. П. Борисов Чĕмпĕрти танк çар училищинчен лейтенант званийĕпе вĕренсе тухать. Кĕçех çамрăк офицер вăрçа ăсанать. Вăрçă хирĕнче танк епле пулни мар, унăн ăнăçулăхĕ пĕтĕмпех экипажран килнĕ. Тата вăрçăра танксем тăшман хỹтĕлевне сирсе яланах çапăçăва пĕрремĕш кĕнĕ, экипаж унăн коммуникацийĕсене юрăхсăра кăларнă, тĕп объекчĕсене турта-турта илнĕ. Ăсталăх çук пулсан санăн танку кĕске вăхăтрах тимĕр-тăмăр купи пулса юлма пултарнă. Çакна П. Борисов танкист чи малтанхи кунранах аван ăнланнă. Т-34 йышĕнче танк командирĕ, механик-водитель, башня командирĕ, радиотелеграфист-пулемăтчик пулнă. Малтанах Упи çынни механизациленĕ танк корпусĕн йышĕнче çапăçнă. 1944 çул пуçламăшĕнче вара Иккĕмĕш Белорусси фронтне лекет вăл. Ăна ун чухне К. Рокоссовский маршал ертсе пынă. Белорусси, Польша, Хĕвеланăç Прусси çĕрĕсене ирĕке кăларассишĕн тар тăкнă, "Могилев", "Багратион", "Берлин", ытти операцисене хутшăннă. Тăшманăн йăвине — Берлина илессишĕн мĕн пур ăсталăхне панă, паттăрлăх кăтартнă салтаксем. П. Борисов яла килсен вăрçă кунĕсем пирки ытлашши каласа пама юратмастчĕ."Хăрушă вăрçăн асра юлнă саманчĕсем чылай, — тетчĕ вăл. — Белорусси çĕрĕ çинче хаяр çапăçусем пыраççĕ. Тăшман питĕ сĕмсĕр. Пирĕн çинелле снаряд хыççăн снаряд "ăсатать". Каç сĕмĕ çапнă ĕнтĕ. Унччен те пулмарĕ пирĕн танка вут-хĕм хыпса илчĕ. Хамăр экипажпа çунакан танкран тухса, кам ăçталла, кайса пытантăмăр. Унччен те пулмарĕ, фашистсем "чĕрĕ чĕлхе" тытас тесе пулĕ, пирĕн паталла килеççĕ, пире тупас тесе тимĕр туясемпе таккаса çỹреççĕ. "Çакăнтах, çакăнтах вĕсем", — теççĕ хăйсен чĕлхипе. Чĕре сиксе тухасла тапать, унăн таппи шинеле перĕнет тейĕн. "Ирсĕрсен аллине тыткăна лекместĕпех, хама-хам перĕнсе вилетĕп", — шухăшлатăп пуçра. Турри çумра пулчĕ пулĕ, нимĕçсем пире тупаймарĕç". Кукка вăрçа Берлинта вĕçлет. Вăрçă хирĕнчи паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ çăлтăр орденпа, "Паттăрлăхшăн", "Германие çĕнтернĕшĕн", ытти медальсемпе наградăланă. 1945 çулхи июнь уйăхĕнче иртнĕ Çĕнтерỹ парадне хутшăннă хаклă тăванăм. Çакна çирĕплетсе килте упранакан çĕршывăн Тĕп çар командующийĕ, Генералиссимусĕ И. Сталин алă пусса çирĕплетнĕ Тав хучĕ упранатчĕ. "Парад хыççăн тăван киле килме пуçтарăнтăм. Аттепе анне, йăмăксем валли кучченеç илнĕччĕ: илемлĕ тутăрсем, кĕпе-йĕм. Вĕсене пысăках мар чăматана чикнĕччĕ. Мускавăн Хусан вокзалĕнче поезд кĕтсе ларатăп. Кăшт çеç тĕлĕрсе кайнă. Çав самантпа усă курса ирсĕрсем манăн чăматана вăрласа кайнă. Чун тăвăлса килчĕ", — аса илнĕччĕ ун чухнехи саманта П. Борисов. Вăрçă хыççăн тăванăм В. Ленин ячĕллĕ Хусан патшалăх университетне вĕренсе пĕтерет. Математик дипломне алла илет. Хăйĕн çамрăк чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртет. Пĕрле вĕреннĕ, каярах И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн проректорĕнче ĕçленĕ И. Чучкалов профессорпа мăнаçланатчĕ вăл. Тулли те савăк кăмăлпа Белорусси çĕршывне тухса каять кукка. Белорус хĕрĕпе, Ленăпа, çемье чăмăртать. Минск облаçĕнчи Крупски районĕнчи Крупки поселокĕнче тĕпленеççĕ Борисовсем. Пантелеймон Борисович шкулта математика предметне вĕрентнĕ, 25 çула яхăн вăтам шкул директорĕнче ĕçленĕ. Чыслă ĕçшĕн панă вун-вун Хисеп хучĕ упраннă килĕнче. Питех те сăпайлă тытатчĕ вăл хăйне, сасă ỹстерсе калаçнине нихăçан та илтмен унран. Хăй пурăннă чухне П. Борисов Кисловодск хулинче каннă-сипленнĕ хыççăн çула май икĕ-виçĕ çулта пĕр хутчен хăй çуралса ỹснĕ Чиркỹллĕ Упине килсе каятчĕ. Çур ĕмĕре яхăн тăван килĕнчен аякра пурăннă пулин те, чăн-чăвашла тап-таса калаçатчĕ, çырăвĕсене те йăмăкĕ патне тăван чĕлхепе, илемлĕ почеркпа 5-6 страница таран çыратчĕ. ...Астăватăп, июль уйăхĕччĕ, ăшă çанталăк, кукка килнĕ ятпа пысăк сад пахчинче ăсталанă сĕтел тавра тăван-пĕтен пуçтарăннă. Кĕрекере Канашран васкаса çитнĕ Юля йăмăкĕпе Федя мăшăрĕ, ачаран туслă пулнă, пĕрле çитĕннĕ, Канаш медучилищин директорĕн çумĕ пулнă, вăрçă ветеранĕ В. Марков, хăйпе пĕр класра вĕреннĕ, районти партипе совет тата хуçалăх ĕçĕсенче тăрăшнă, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă С. Арсентьев, Пантелеймон амăшĕн йăмăкĕн, тăлăх салтак арăмĕн Хресченĕн ывăлĕсем — пушар хуралĕн ĕçченĕ С. Алексеев, унăн шăллĕ, Улатăрти "Электроавтомат" заводăн инженерĕ Г. Алексеев (вĕсен ашшĕ вăрçă хирĕнче хыпарсăр çухалнă), кỹршĕри Юрийпе Вениамин Петров-академиксем, пускилсем — В. Миронов, М. Письмов, Ф. Петров фронтовиксем вырăн тупнăччĕ. Пускил пулнă май, иртнĕ вăрçăра икĕ ывăлне Владимирпа Рудольфа çухатнă, Ленин орденĕн кавалерĕ, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă, хăйне Упи шкулĕнче вĕрентнĕ К. Горина саламлама пахча урлах каçатчĕ. Борисовсем мĕн ĕлĕкренех пыл хурчĕсем тытнă. Йăмăкĕ, Марье, çав кунсенче аякри хăна ячĕпе сим пыл юхтарса сĕтел çине лартатчĕ. Сывлăш çавăрмалла пĕрер черкке шурă эрехне çавăрса хурсан сĕм çĕрлечченех пыратчĕ калаçу... Чăваш юрри те янăраса илетчĕ: Сĕм-сĕм вăрман, Сурăм вăрман Сурăм вăрман çумĕнче пирĕн т(ă)вансем... Сăмах май, Пантелеймон Борисович вар-хырăм чирĕпе аптранă пирки Мария Борисовна пиччĕшне çуллен хĕл кунĕсем çывхараспа почта урлă 4-5 посылка пыл ярса паратчĕ. "Тавтапуçах, йăмăкăм, эс пурри, сим пыл манăн организма чылай лайăх енчен витĕм кỹрет", — тетчĕ вăл хăйĕн çырăвĕсенче. ...1991 çулхи июль уйăхĕнче Белоруссин Минск облаçĕ тăрăх çил-тăвăл алхасса иртсе каять. Хăйĕн çулĕ çинче вăл чылай çурт-йĕре, хуралтăсене аркатса-çĕмĕрсе хăварать. Пăрлă çумăрлă, вăйлă çиллĕ лару-тăрура Борисовсен хур-кăвакал сарайĕн тăрри те чылай сиенленет. Кулянаççĕ ватăсем. Çанталăк лăплансан темиçе кунтан кил хуçи арçынĕ хăех сарай виткĕчне çĕнетсе юсама шутлать. Кирлĕ пулакан строительство материалĕсене туянсан ĕçе тытăнать. Анчах... ỹкессине пĕлес пулсан тỹшек сарса хур, тенĕ ваттисем. Ку сăмах çаврăнăшĕ тĕрĕслĕхе килет. Пантелеймон Борисович ăнсăртран ỹкет, çурăм шăммине хытах амантать. Ăна "Васкавлă пулăшу" машинипе Крупски район больницин хирурги уйрăмне илсе каяççĕ. Эпир мăшăрпа, Татьянăпа, хаклă тăванăм патĕнче çав çулхи август уйăхĕнче пултăмăр, пĕр эрне пурăнтăмăр Белоруссире. Вăрçă ветеранĕ сипленекен уйрăм палатăра чăн-чăвашла чылайччен калаçса лартăмăр. Унăн кăмăлĕ аванччĕ, сиплев учрежденийĕнчен хăйĕн урипех утса тухса килне çитес шанчăкпа пурăнатчĕ. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче вара ырă мар хыпар илтĕмĕр: Пантелеймон Борисовичăн чĕри тапма чарăннă. 70 çултаччĕ вăл ун чухне. Вăрçă вăхăтĕнче курнă йывăрлăхсем, ун хыççăн пуçтарăнса пынă чир-чĕр сывалма чăрмантарчĕç пулĕ фронтовика, педагогика ĕçĕн ветеранне. Борисовсем виçĕ ывăл пăхса ỹстернĕ. Аслисем Минск хулинче тĕпленнĕ. Кĕçĕнни, Олег, ашшĕн сĕнĕвĕпе Ульяновскри танк çар училищине вĕренсе пĕтерет. СССР саланса кайиччен О. Борисов майор Омск хулинче çар хĕсметĕнче тăрать. Каярах вăл Белорусси çĕршывне таврăнать. Çакăн пек килсе тухнă Упи ялĕнче çуралса ỹснĕ Пантелеймон Борисов танкистăн кун-çулĕ. Ю. Борисов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика