АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти çар комиссариачĕн 1941—1945 çулсенчи документсен вăрттăнлăхлă фончĕ

21 апреля 2020 г.

(Малалли. Пуçламăшĕ 25, 26-мĕш номерсенче).

1943 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕ тĕлне районта эвакуаци йĕркипе 8 Союзла республикăсенчен, РСФСРăн 15 регионĕнчен куçса килнĕ ватăсемпе ачасем 1909-ăн пурăннă. Вăл шутра: Украинăран — 409, Белоруссирен — 26, Эстонинрен — 43, Латвирен — 37, Литваран — 22, Молдавирен — 33, Крымран — 6, Мускав облаçĕнчен — 649, Ленинград облаçĕнчен — 247. 254 ĕçлеме пултаракана пурне те ĕç вырăнĕ тупса панă. Ачасем хушшинче 7 çула çитменнисем — 1075, 7—15 çулхисем — 488, пурĕ 1563 ача пулнă. 1941 çулхи кĕркунне Упи ялне РСФСРăн çут ĕç халăх комиссариачĕн 3-мĕш номерлĕ ятарлă ача çурчĕ килсе çитнĕ. Районти çар комиссариачĕн 1941—1945 çулсенчи вăрттăнлăхлă фондри документсем тăрăх, эвакуаци йĕркипе куçса килнĕ çамрăксене те Хĕрлĕ Çар ретне ăсатни паллă. 1945 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче Пайсупин ялĕнчи Петр Васильевич Панский тракториста Оренбург облаçĕнчи Татищево станцийĕнче тăракан 19-мĕш стрелоксен запасри дивизине ăсатнă. Çамрăк Смоленск облаçĕнчи Петрово ялĕнче çуралнă пулнă. Çав çулах, мартăн 22-мĕшĕнче, Михаил Романович Романов 5 çамрăкăн сывлăхне тĕрĕсленĕ, мунчара çăвăннă хыççăн дезокамера (дезинфекционная камера) витĕр тухсан Канаша илсе çитернĕ.

№ Хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ Хăш çулта çурал-нă Вĕренни Парти ретĕнче тăрать е тăмасть Пурăнакан вырăнĕ

1 Николаев Афиноген Н.               1927        8         ВЛКСМ                   Анат Кушар

2 Чистяков Николай Николаевич 1927        6         ВЛКСМ                   Çĕньял Упи

3 Краснов Павел Иванович          1927        7         ВЛКСМ                   Çĕньял Упи

4 Петров Петр Петрович               1927        7         ВЛКСМ                    Шăмар-Тусай

5 Петров Аркадий Петрович         1927       7         партине кĕмен        Васнар

1927 çулта çуралнă Николай Чистяков тата Павел Краснов Упири ача çурчĕн вĕренекенĕсем пулнă. Н.Н. Чистяков Мускав облаçĕнчи Ликовка ялĕнче, П.И. Краснов Вологда облаçĕнчи Пергумец ялĕнче çуралнă пулнă. Списокри яшсем пурте çар вĕренĕвĕн ятарлă программипе “Стрелок” тата “Алă пулеметчикĕ” специальноçсене вĕреннĕ. Районти çар комиссариачĕн служба пỹлĕмĕнче упраннă списока кăтартнăччĕ мана 1985 çулта Геннадий Александрович Александров. 1941—1945 çулсенче Хĕрлĕ Çара, Тинĕс Çар флотне, Сывлăш Çарне илнисене алфавитпа çырса пынă çар комиссариатĕнче службăра тăнă юлташсем. Çак список тăрăх эвакуаци йĕркипе килнисенчен çак хушаматсене çырса илме пултарнă çав самантра: 1. Дацеллис Николай Васильевич (1893 çулта Латви Республикинче çуралнă) 1943 çулта 59939-мĕш çар чаçне службăна кайнă. 2. Дерогин Александр Дмитриевич (1901 çулта Украинăри Куликово ялĕнче çуралнă). 3. Евтушенко Иван Степанович (1921 çулта Полтава облаçĕнче çуралнă) 1941 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. 4. Жорский Михаил Капитонович(1909 çулта Киев облаçĕнче çуралнă) 1942 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайнă. 5. Ласский Станислав Иосифович(1896 çулта Белоруссире çуралнă) 1943 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайнă. 6. Линник Иван Иванович (1924 çулта Украина Республикинчи Чернигово ялĕнче çуралнă) 1943 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çара кайнă. 7. Яковлев Алексей Васильевич (1905 çулта Ленинградра çуралнă) та 1942 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Вăрттăн упраннă документсен 1810-мĕш фончĕ тăрăх çакна пĕлме май пулчĕ. Нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçса пуçне хунă салтаксемпе кĕçĕн командирсен çемйисене пулăшас тĕллевпе пенси парас ĕç вăрçăн малтанхи уйăхĕсенчех пулса пынă иккен. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1943 çулхи июлĕн 30-мĕш тĕлне фронтра пуçне хунисен çемйисене пенси парас пирки 643 заявлени çырнă пулнă, 238 çемье пенси илме тивĕçлĕ тесе райĕçтăвком ларăвĕсенчен тивĕçлĕ йышăну кăларнă. Пенси ыйтăвĕсене пăхнă чухне çар ĕç комиссарĕ ларусен ĕçне яланах хутшăннă. Вăрттăнлăхлă фондри документсем тăрăх, партизан отрячĕсенче нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăррăн çапăçнă ентешсен икĕ хушаматне тупма май пулчĕ. Шăмар-Тусай ялĕнчи Лыскова Ксения Андреевна тата унăн мăшăрĕ Лысков Кирилл Матвеевич Федосюк ертсе пыракан партизан отрядĕнче çапăçнă май патшалăх пулăшăвне тивĕç тесе 1943 çулхи май уйăхĕн 22-мĕшĕнче çырнă справка çирĕплетет. Çĕньял Упи ялĕнчи Леонов Иван Михайлович та Алексей ертсе пыракан партизан бригадинче тăшмана хирĕç хаяр çапăçусене хутшăннă иккен. Кăна партизан бригадин 1943 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче çырнă справки çирĕплетет. СССР Верховнăй Совечĕ 1941 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче йышăннă Указ тăрăх, И.М. Леонов партизан çемйи патшалăх пулăшăвне тивĕç пулнине çирĕплетет çар справки. Икĕ документа 1810-мĕш вăрттăнлăхлă фондăн 8-мĕш папкин 2,5-мĕш страницисенче çĕлесе хунă.

(Малалли пулать).

В. Серафимов,

Чăваш наци ăс-хакăлпа ỹнер академийĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика