13 марта 2020 г.

“Пултаруллă, илемлĕ, уçă саслă, чăваш туйăмлă юрăçă. Халиччен те, халь те вăл кампа та пулин сассине хăпартса кăра калаçнине илтмен. Çилленме пĕлмест. Кулса çеç тăрать. Пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр чарăнмасть. Ачасемпе çамрăксем хушшинче чăваш культурипе пуянлăхне чун-чĕререн сарма тăрăшать. Чăваш уявĕсенче çынсене таса та хăватлă сассипе тĕлĕнтерет”, — ку сăмахсем пурте 2019 çулта районти культура çуртĕнче хăйĕн 30 çулхи юбилейне паллă тунă чăваш эстрада юрăçине, композитора, педагога, Пĕтĕм тĕнчери конкурс-фестивальсен лауреатне, чăваш эстрада юрăçисен пĕрлĕхĕн членне, Нестер Янкас премийĕн лауреатне, ытарайми Сергей Петрова тỹрремĕнех пырса тивеççĕ. Ачалăх сукмакĕсем Тусай ялĕнче Петровсен виçĕ ачаллă туслă кил-йышĕнче ỹснĕ. Ашшĕ, Герман Гурьевич — ирĕклĕ ĕçлекен. Амăшĕ, Римма Аркадьевна, ырă кăмăллă йăваш хĕрарăм нумай çул хушши суту-илỹ тытăмĕнче, ялти лавкка заведующийĕнче тимленĕ. Икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрне ырă та çепĕç пулма вĕрентнĕ. Пуринчен те ытларах юрра-таша çемьери виççĕмĕш ачи Çеруш юратнă. Çырмара выльăх-чĕрлĕх пăхнă чухне те хытă кăшкăрса юрланă. Юрă-кĕвĕ ăна вăй, хăюлăх хушнă пек туйăннă. Ялти Наçтуç кукамăшĕ сăвă-такмак, халап-юмах каласа тĕлĕнтернĕ. Сергей чăваш халăх сăмахлăхĕн пуянлăхĕпе пĕчĕкрен киленсе ỹснĕ. Кукашшĕ ăста купăсçă пулнă. Анчах та мăнукĕ ăна астумасть. Сергейăн пиччĕшĕпе аппăшĕ çемьеллĕ, вĕсен кашнин икшер ача. Оксана райцентрти “Звездочка” ача садĕнче вăй хурать. Саша атă-пушмак кăларакан предприятире мастер пулса тимлет. Яш ĕмĕрĕ Пĕчĕкренех юрă-ташăпа туслă Çеруш ялти пуçламăш шкула вĕренсе пĕтерсен Упири вăтам шкул сукмакне такăрлать. Шкулта вĕреннĕ чухне тĕрлĕ конкурссене хутшăнать, ялти пултарулăх ушкăнне çỹрет. Тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн Сергей Петров хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе райадминистраци хушăвĕпе Шупашкара çул тытать. Çут ĕç культура училищине ăнăçлăнах кĕрет вăл. Вокал уйрăмĕнче М.С. Семенов педагог ертсе пынипе пĕлỹ илет. Ăна мĕнлерех тумланмаллине, хăйне еплерех тытмаллине, тĕрĕссипе, сцена ăсти пулма вĕрентнĕ. Пурăннăçемĕн Сергей вĕрентекенсемпе пĕрле концертсене çỹреме пуçлать. Кĕçех пултаруллă юрăçа Шупашкар кураканĕсем сăнама пуçлаççĕ. Çак вăхăтра пирĕн ентеш Сергей Петров хăйĕн пĕрремĕш юррине “Сарă хĕр ача” çырса кĕвĕлет. Чăваш Енте те, ытти регионсенче те анлă сарăлнă юрă пулса тăрать. Ку юрă хыççăн тата ыттисем кун çути курма пуçлаççĕ: “Сан пек”, “Ма-ши?”, “Çук эс манпа” тата ыттисем те. 2008 çулта унăн аудиодиск (альбомĕ) тухать. Училищĕре пулса иртекен тĕрлĕ конкурссене активлă хутшăнать. Пултарулăхра ăнăçусем тунăшăн, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн Сергей Петров Чăваш Республикин пуçлăхĕн стипендине тивĕçет (2009ç.). Алла диплом илсен пĕлỹлĕхе малалла ỹстерес кăмăлпа Чăваш патшалăх университетне аслă пĕлỹ илме кĕрет. Унта — çĕнĕ вĕрентекенсем, юлташсем... Пилĕк çул тар тăкать кунта. Тĕрлĕ çĕрте юрланă Сергей Петров вĕреннĕ вăхăтрах ЧНКпа çыхăну тытать. Шăпчăк сассиллĕ ентеше регионсенче гастрольсемпе пулма тỹр килнĕ. Инçетри чăвашсене юратнă халăхăн культурипе, юрри-ташшипе паллаштарнă. Пушкăртстанра, Хусанта, Тюменьте, Нижневартовскра, Пермьре, Самарăра, Саратовра, Ульяновскра, Чулхулара, Оренбургра тата ытти хуласемпе ялсенче концертсемпе пулнă. Куракансем вĕсене хăш хулана пырсан та тăвăллăн алă çупса йышăннă, пуян та илемлĕ тумлă артистсене чечек çыххисем айне тунă. Çавă çеç-и? Чăваш халăх культури, йăли-йĕрки, ĕçĕ-хĕлĕ, çыннисем çинчен ыйтса пĕлнĕ. Вĕсен тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе хавхаланнă. Çынсем тăрса алă çупни — акă вăл çитĕнỹ. Чăвашлăха аталантарнăшăн ЧНК президиумĕ йышăнăвĕпе Сергей Петрова Хисеп хучĕпе, Вĕрентỹ министерствинчен Тав хучĕпе чыслаççĕ. Аслă пĕлỹ дипломне алла илсен Тусай каччи Пушкăрт енне çул тытать, унти тавра курăмпа, культурипе паллашать. Чăваш вырсарни шкулне ĕçлеме кĕрет. Ачасене юрлама вĕрентет, вырăнти театр кружокне ертсе пырать. Кунти чăвашсемпе тачă çыхăнура тăрать. Концертсене хутшăнать, тĕрлĕ мероприятисенче жюри ĕçĕсене туса пырать. Салам, шурă Шупашкарăм! Икĕ çул Пушкăрт тăрăхĕнче ĕçлесен тĕрлĕ сăлтавсене пула, тĕрĕсрех, тăван тавралăхшăн, ача чух выляса ỹснĕ вырăнсемшĕн, амăшĕн ăшшишĕн тунсăхласа (амăшĕ инçе тесе пăшăрханнă), пахчаран тин çеç татса кĕнĕ çамрăк симĕс серте яшкине тутанас кăмăлпа (ун юратнă апачĕ) Сергей Петров Шупашкара килет. Таврăнсанах çĕнĕ юрăсем çырма пуçлать. Концертсене хутшăнать. — Чăваш Ене килсен ахаль лармарăм. Шупашкарти 60-мĕш шкула ĕçлеме вырнаçрăм. Унта музыка учителĕ пулса тимлерĕм, ачасене пĕлỹ патăм, çав вăхăтрах Шупашкар районне кĕрекен Аттайкасси вăтам шкулĕнче те вăй хума пуçларăм. Ачисем кăмăллă, пултаруллă, ĕçчен. Шкула пырса кĕрсенех Сергей Германович тесе чупса пыраççĕ, кăмăла тата та çĕклеççĕ. Кашни урок маншăн уяв пек. Ачасене ăс-тăн пани вăл — пирĕн вĕрентекенсен ĕçĕ. Чи малтан — ачасене юрату парнелесси. Акă ăçта вăл телей!” — каласа парать Сергей Петров. Чăваш шăпчăкĕ Ахаль ларма хăнăхманскер каллех пĕлĕве ỹстерме Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕрет, алла хĕрлĕ диплом илет. Шкулта ачасене вĕрентет пулсассăн та, Сергей концертсемпе тухса çỹреме вăхăт тупать. 2018 çулта агрегат заводĕнчи Культура керменĕнче пысăк концерт йĕркелет. Хăйĕн пултарулăхĕпе туллин паллаштарать. Унăн сцена ăсталăхне телевизорпа кăтартаççĕ, радиопа итлеттереççĕ, хаçат-журналсенче çыраççĕ. 2019 çулта район центрĕнчи культура çуртĕнче юбилей концерчĕ ирттерчĕ, кăçал та кунта çул пуçламăшĕнче халăха юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ. Сергей Петров хальлĕхе 3 видеоальбом кăларчĕ. — Эпĕ пулăшу концерчĕсемпе те çỹретĕп. Ытти артистсемпе пĕрле шкулсенче, интернатсенче, ваттисен çурчĕсенче час-час пулатпăр, — паллаштарать хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе юрăç-педагог. Халăхра “ĕмĕрхи студент” каларăш пур. Çакă Сергей Петров çинчен каланăн туйăнать. Раççей халăх хуçалăхăн патшалăх службин академине квалификацие ỹстерме каять, хĕрлĕ дипломлă пулать. Иртнĕ çул Сергей Германович Нестер Янкас премине тивĕçет, ăна медальпе чыслаççĕ. Вăл ача-пăча валли те юрăсем кĕвĕлет, хальлĕхе 15 юрă унăн пухматĕнче. Канма та пушă вăхăт тупать, ун чух вара ỹнер тĕнчине кỹлĕнет, çут çанталăкри пулăмсене ỹкерме, кĕнеке вулама юратать. Кĕнеке лавккине кĕрсен 2—3 экземпляр илмесĕр чунĕ канмасть. Тăван яла, Тусая, ашшĕ-амăшне пулăшма час-час килсе каять. Куракансене ытарайми çепĕç кулă парнелекен шăпчăк сассиллĕ чăваш юрăçи пирĕн тăрăхра пурришĕн чунăм хĕпĕртет. Çавăн пек çынсем пурришĕн мăнаçланмалла пирĕн.
М. Романова.