АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей çулталăкĕнче япăх ĕçлеме юрамасть

02 февраля 2010 г.

Юбилей çулталăкĕнче япăх ĕçлеме юрамасть

 

Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче район хăй тытăмлăх канашĕн кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ пулчĕ. Ку хутĕнче унта канаш членĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемсĕр тата район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисемсĕр пуçне ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене, шкулсен директорĕсене, ялсенчи тĕслĕх библиотекăсемпе культура учрежденийĕсен заведующийĕсене те йыхравларĕç. Çакă ытахальтен мар. Лару кун йĕркине тĕп 3 ыйту кĕртрĕç. Пурте юбилейсен çулталăкĕнче ĕçе лайăхлатассипе çыхăнчĕç.

1. Ватăсене те, çул çитменнисене те хÿтлĕх кÿмелле

Пĕрремĕш ыйтупа ватăсемпе çул çитменнисене тата сахал тупăш илекен, çавăн пекех йывăр çемьесенчи ачасене социаллă хÿтлĕх парассипе йышăнакан мерăсем пирки — чи малтанах халăха социаллă пулăшу кÿрекен районти центр директорĕ А. Никитин тухса каларĕ. Алексей Петрович ку тĕлĕшпе пирĕн тăрăхра та сахал мар ĕç ирттернине палăртрĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, ав, вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсенче — Карайра тата Чатукассинче — 40-ĕн, çав шутра тыл ĕçченĕсем — 10-ăн, ĕç ветеранĕсем — 4-ăн, 1-мĕшпе 2-мĕш ушкăнсенчи инвалидсем — 12-ĕн, 80 çултан аслă пенсионерсем 10-ăн, пурăннă. 17 арçынпа 23 хĕрарăмран 20-шĕн тăванĕсем те çук. Карайра пурăнаканнисен вăтам çулĕ 75-пе танлашать, Чатукассинче вара вăл 1 çул сахалрах. Хисеплĕ ватăсене валли тивĕçлĕ условисем туса панă, медицина ĕçченĕсем сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ, мунча хутса кĕртеççĕ, аш-какайпа пулăран хатĕрленĕ апатпа пĕрлех пахча çимĕçпе улма-çырла та параççĕ. Вĕсене аттестаци витĕр тухнă социаллă 8 ĕçчен пăхса тăрать. Ватăсем патĕнче шкул ачисемпе культура учрежденийĕсенче вăй хуракансем тăтăшах хăнара пулаççĕ, концертсемпе савăнтараççĕ.

Ĕçлемен 29 пенсионера 22,65 пин тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ. Ырă кăмăлпа палăракансем те сахалăн мар. Вĕсен йышĕнче — “Трак ен” ентешлĕхĕн правлени членĕсем Ю. Батраковпа В. Николаев, “РыбаÇ” тата “Пятилетка” пĕрлешÿсен тата хресчен фермер хуçалăхĕн ертÿçисем В. Григорьевпа В. Афанасьев тата Л. Артемьев. “Гигантпа” “Янмурзино” хуçалăхсем (ертÿçисем В. Александровпа Э. Петров) çĕр улмипе тырă уйăрса пулăшу кÿреççĕ.

Алексей Петрович çирĕплетнĕ тăрăх, районти ачаллă 2118 çемьере 3389 ача воспитани илет. Пĕлтĕр, калăпăр, пĕчĕк тупăшлă 1005 çемьене шута илнĕ, вĕсенче пĕтĕмпе 1809 ача пулнă. Нумай ачаллă 203 çемьере вĕсем — 660-ăн, тулли мар 474 çемьере 638-ăн. Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем — 87-ĕн, вĕсенчен 29-шĕ урăх çемьесенче пурăнать. Пĕлтĕр нумай ачаллă, тулли мар, йывăр тата сахал тупăш илекен çемьесенчи 27 пепке путевкăсемпе хăйсен сывлăхне хула тулашĕнчи сиплев учрежденийĕсенче çирĕплетнĕ. Иртнĕ çуллахи каникул кунĕсенче лагерьсенче — 125, хĕлле 40 ача каннă. 2009 çулта “Çулталăкри çемье” конкурса 5 çемье хутшăннă, Карай ял тăрăхĕнчи Платоновсем республикăри конкурсăн “Пултаруллă çемье” номинацийĕсенче те çĕнтернĕ.

Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем, фестивальсем йĕркелесси те йăлара.

Район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин яваплă секретарĕ Э. Петрова ларура палăртнă тăрăх, кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне йĕркеллĕ мар 51 çемьере 80 ача воспитани илнĕ. Красноармейски ял тăрăхĕнчи ку евĕр çемьесенче специалистсем тĕрĕслевпе пулнă та ĕнтĕ. Эльза Ивановна 46 ашшĕ-амăшĕпе асăрхаттару калаçăвĕ ирттернине каларĕ. Иртнĕ çул, сăмахран, комисси ларăвĕнче çавнашкаллисем пирки административлă 74 ĕç пăхса тухнă, 48-шне асăрхаттарса хăварнă, 26-шне 10950 тенкĕлĕх штраф хунă, 2-шне ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнă.

Ку ыйтупах вĕрентÿ пайĕн опекăпа попечительство енĕпе ĕçлекен И. Гурьева ертсе пыракан специалист-эксперта та сăмах пачĕç. “Ĕç калăпăшĕ çулран-çул пысăкланать”, — терĕ Ирина Геннадьевна. Çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Калăпăр, ун патне 2005 çулта ыйтупа 140 çын пынă пулсан, пĕлтĕр — 281-ен. 2005 çулта 61 çемьене тĕрĕслесе акт çырнă пулсан, иртнĕ çул — икĕ хут ытларах. Суд ларăвĕсене хутшăнасси те ку тапхăрта нумайланнă, 59-тан 96 çитнĕ. Халĕ 102 ача учетра тăрать, вĕсен йышĕ 2005 çулта 67 пулнă. Çумдокладчик туса çитереймен ĕçсене те асăнчĕ. Пĕрремĕшĕ — социаллă хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан çемьесене çийĕнчех палăртса пуçламăш учета тăратайманни. Иккĕмĕшĕ — вĕсемпе тĕллевлĕ асăрхаттару ĕçĕсем ирттерсе çитерейменни. “Тухса калаçакансем асăннă цифрăсем тарăн шухăша яраççĕ”, — терĕ çавăнпах хăйĕн сăмахĕнче район пуçлăхĕ С. Николаев.

Ларура, чăн та, çак ыйтупа тивĕçлĕ йышăну турĕç, профилактика ĕçĕн мĕн пур субăекчĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисен социаллă хăрушсăрлăх кăларса тăратма пултаракан çемьесемпе тĕллевлĕрех вăй хумаллине кăтартса хăварчĕç. Кунпа пĕрлех “Халăха социаллă пулăшу кÿрекен Красноармейскинчи центр” РПУн ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе пĕрле 2010 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕччен çапкаланса çÿрекен çул çитмен çамрăксемпе ачасем пур социаллă хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан çемьесене реабилитацилемелли программа хатĕрлемелле. Сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн кăçалхи I кварталта сывлăхпа пурнăçшăн хăрушлăх пур лару-тăрури ачасем валли ача-пăча уйрăмĕнче социаллă койкăсем уçмалла.

2. Вĕрентекен пĕлтерĕшне ÿстермеллех

Ку шухăш иккĕмĕш ыйтупа — Чăваш Республикин Президенчĕн “Чăваш Республикинче Вĕрентекен çулталăкне ирттересси çинчен” Указне пурнăçласа йĕркелекен мероприятисен планĕ çинчен” — район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. Антонов тухса калаçнă чухне çине-çинех сисĕнчĕ. Çак ыйтупах район пуçлăхĕ С. Николаев та хăйĕн 2010 çулхи кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче 16-мĕш номерлĕ йышăну кăларнă, ĕç ушкăнĕпе тĕп мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Вĕрентекен çулталăкне районта нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртаççĕ. Çавăн пекех вырăнсенче ку ятпа тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсем, канашсемпе выставкăсем иртмелле, чи лайăх педагогсене чысламалла. Çулталăк тăрш-шĕпех районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра та “Чĕреме ачасене парнелетĕп” рубрикăпа материалсем пичетленсе пымалла.

3. “Çителĕксĕр” тесе хакларĕç

Ларăва хутшăннисем “Района йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине хатĕрленсе ирттермелли мероприятисен планне ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, вĕрентÿпе культура учрежденийĕсем тата тĕслĕх библиотекăсем мĕнле пурнăçа кĕртсе пыни çинчен” ыйтупа район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ В. Иванов тухса каланине те тимлĕн итлерĕç. “Тĕрĕслевсем хальлĕхе ку енĕпе чылай çитменлĕхсем, уйрăмах культура учрежденийĕсенче, хуçаланнине çирĕплетсе параççĕ”, — палăртрĕ Валерий Юрьевич, çакна нумай фактпа çирĕплетрĕ. Канаш членĕ А. Григорьев “Тăван ен культури” предмета вĕрентекенсене уроксенче хамăр район историне тарăнраххăн тишкерме сĕнчĕ. Çак ыйтупах район пуçлăхĕ С. Николаев та сăмах илчĕ. “Районăн 75 çулхи юбилейĕ — пĕлтершлĕ событи. Апла пулсан пирĕн ĕç кăтартăвĕсем те кăçал кашни отрасльтех унчченхинчен пысăкрах пулмалла. Хальлĕхе пур проблемăсене татса пама кашни ĕç коллективĕнчех майсем тупма çине тăмалла. Хăй вăхăтĕнче тирпей-илем кĕртессипе пирĕн район республикăра та малтисен шутне кĕрсе премисене тивĕçнĕ. Юбилей çулталăкĕнче ку енĕпе те татăклă улшăну тăвасчĕ: çÿп-çап айĕнчен тухасчĕ. Нивушлĕ эпир чечексен вăрлăхне те вырăнта туса илейми пултăмăр?! Ĕç коллективĕсенче районăн 75 çулхи юбилейне халалланă стендсем те кирлех, мероприятисем те йĕркелемеллех. Ку енĕпе районти библиотекăсенчен тĕслĕх илмелле. Вĕрентÿ пайне кăçалхи I кварталта Чатукасси шкулĕн çамрăксене патриотла воспитани парас çĕрти опытне тишкерсе пĕтĕмлетме сĕнес килет. Юбилей мероприятийĕсене хатĕрленсе ирттерес çĕрте клуб учрежденийĕсен ĕçĕ вара, шел те, тивĕçтермест-ха”, — пĕлтерчĕ Станислав Андреевич.

Ларура канаш членĕсем, çакăнпа килĕшсе, ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе клуб учрежденийĕсем района йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине кĕтсе илессипе “çителĕксĕр ĕçленĕ” тесе хак пачĕç, ку тĕлĕшпе çывăх вăхăтрах вĕсем ирттермелли ĕçсене палăртрĕç.

4. Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче — “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ” чупу

Лару вĕçĕнче кунпа пĕрлех пухăннисем умĕнче район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Лебедев сăмах каларĕ. Аркадий Николаевич кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнчен тытăнса нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕччен пирĕн районта та, ытти çĕрти евĕрех, оборонăлла-массăлла тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пыни, нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче, вырсарни кун, Красноармейскинче те “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2010” чупу иртни çинчен пĕлтерчĕ. Райпо йĕлтĕрçисем А. И. Дмитриева ертÿçĕ йĕркелесе пынипе, ав, чупăва хутшăнма хатĕрленсе тренировкăсем ирттереççĕ те иккен.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика