08 мая 2009 г.
Урампа туйипе тăк! тăк! тутарса утать васкамасăр Матĕрне аппа. Красноармейскинче ăна пурте тенĕ пекех пĕлеççĕ, “тетя Мотя” тесе чĕнеççĕ. Ара, чылай мар вĕт ун пеккисем, паян тăхăр теçеткене пайланисем. Хастар вăл чĕрипе-чунĕпе. Пур çынпа та ăшшăн пуплешет.
— Хаçат вулама юрататăп эпĕ, уйрăмах “Ял пурнăçне” килĕштеретĕп, ун урлă район пурнăçне пĕлетĕп. Ытти хаçатсем патне райцентрти киоска утатăп, инçерех çав. Малашне почта урлă çырăнас пуль. Çăмăл мар-çке тăтăшах киоска çÿреме,— сăмах çăмхине сÿтет ватă малалла утнă май.
Матрена Трофимова 1917 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Çĕрпÿ районне кĕрекен Пысăк Чăрăш (Степное Тогаево) ялĕнче çуралнă. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн нишлĕхпе чухăнлăх тени ăна малалла вĕренме чăрмантарнă. Вăй илкелесен çамрăк чĕре хĕрÿлĕхĕ ăна Çĕрпÿри медицина училищине илсе çитернĕ, анчах кĕçех вĕренÿ заведенине Канаш хулине куçараççĕ. Амăшĕ, чирлĕскер, аякра тесе, хĕре вĕренме яман. Анчах хăйне килĕшекен профессие илес килнех çамрăкăн. Май тупса Куйбышеври суту-илÿпе товароведени вĕренÿ комбинатне çул тытать вăл. Пĕр çул вĕренсен тиф чирĕ киле хăваланă хĕре. Çапах аван вĕреннĕ пирки удостоверени илме вăй-хăват çитернĕ Матрена.
— Сутуçă профессипе 19 çул ĕçлерĕм, Шупашкарта 10 çул иртрĕ, — мăнаçлăхне пытараймасть М. Трофимова. — Райцентрти перекет банкĕнче кассирта ултă çул вăй хутăм. Йышлă ача çуратса ÿстернипе 50 çултах пенсие тухрăм. Татах ĕçлес килчĕ — райсовет ĕçтăвкомĕнче вунă çул хуралçăра тимлерĕм.
Наградăсем чылай М. Трофимован, уйрăмах “Ĕç ветеранĕ” медале тивĕçлипе упрать вăл. 92 çулпа пыракан кинемине кăçал пĕр пÿлĕмлĕ хваттер уççине тыттарчĕç. Унта ăшă, вĕри шыв та пур. Çакăнпа кăмăллă ватă.
— Пĕчченех пурăнатăп. Ачасем килсех çÿреççĕ, – хавасланса калаçать Матĕрне аппа.— Халĕ аптрамастăп-ха. Маларахри çулсенче чир-чĕртен хăтăлаймасăр хăшкăлтăм вĕт.
Матĕрне аппана икĕ хут мăшăрланма тивнĕ. Д. Лицвановпа пилĕк çул çеç пурăннă, хĕрпе ывăл çуратнă. 1945 çулта Максим Трофимовпа çемье çавăрнă. Упăшки Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă. Унпа вĕсем вăтăр пилĕк çул хушши шăкăл-шăкăл пурăннă, 4 ача ÿстернĕ. Шел, малтанхи упăшкинчен çуралнă Володя çамрăклах сарăмсăр вилнĕ. Халĕ Матĕрне аппан 5 ачи, кайăк чĕпписем евĕр, çĕр-шыв тăрăх саланнă. Светлана чылай тапхăр Узбекистанра пурăнчĕ, халĕ — Семфиропольте, Луиза — Аслă Новгородра, Люда — Мускавра... Славăпа Толя Трак тăрăхне килĕштерчĕç.
— 15 мăнук, мăнуксен 8 ачи манăн, — куçĕсене хĕлхем сапса илет Матĕрне аппанне. — Вĕсем тăтăшах хăнана килеççĕ. Славăпа кин эрнесерен мунча хутса кĕртеççĕ. Мана мĕнех кирлĕ тата.
— Çĕнтерÿ уявĕ çывхарать. Манăн мăшăр финн вăрçинче те пулнă, Аслă Отечественнăй вăрçăра сылтăм аллинчи пур пÿрнисене те çухатса таврăнчĕ. Кун-çулĕ кĕскерех килчĕ çав юратнă çыннăмăрăн. Иртнĕ вăрçă ман асăмран тухмасть. 1942 çулта Атăл урлă паромпа каçнă чухне нимĕç самолечĕ хула çине бомбăсем пăрахрĕ. 3-4 хут шаплатса çурăлчĕç вĕсем. Çакăн пеккине урăх нихăçан та курас марччĕ, — калаçăвне вĕçлерĕ Матĕрне аппа.