08 мая 2009 г.
Çын тени мĕн авалтанпах хăйĕн кун-çулне вăрманпа çыхăнтарнă. Вăрманта вăл хÿтлĕх тупнă, кунтах тăраннă, ăшăннă та. Çуллахи шăрăхран йывăç айĕнче сыхланнă. Ахальтен мар халăхра вăрман çуркунне хаваслăх кÿрет, çулла сулхăна чĕнет, кĕркунне тăрантарать, хĕлле ăшăтать, тенĕ.
Тĕлĕнмелли нимĕн те çук, пурнăçа 150—200 çул каялла çавăрас пулсан, паян эпир тыр-пул çитĕнтерекен е пиçен кашлакан лаптăксем, тĕпрен илсен, вăрман айĕнче пулнă.
Малти Трак ялĕнче 1881 çулта çуралнă, кунтах ĕмĕрленĕ Эххĕм Матвеев çапла аса илетчĕ: “Эп ас тăвасса Мăн Çавал шывĕ хĕрринчен пуçласа Трак ялне çитичченех вăрман тăсăлатчĕ. Манăн атте 1911 çулта кăна çуралнă пулсан та хальхи “Анис” коллективлă сад хуçалăхĕн вырăнĕ, çырман ку енчи лаптăкĕ мĕн Вăта Трак ялне çитичченех вăрман айĕнче пулнине çирĕплететчĕ.
Вăрман — иксĕлми пуянлăх. Çак сăмахсен пĕлтерĕшне яланах асра тытмалла. Шел пулин те, хальлĕхе эпир, район çыннисем, вăрман лаптăкĕсемпе мухтанма пултараймастпăр-ха. Мĕншĕн тесен район çĕрĕсен 6,5 процентне кăна вăрмансем йышăнаççĕ. Çак хисеп республикăри районсем хушшинче чи пĕчĕкки шутланать. Кунсăр пуçне хуçалăхсен харпăрлăхĕнчи вăрмансем 904 гектар пур, 2 проценчĕ хуçалăхсенчи вăрмансене, Çÿремет, Ункă-пилеш, Ешкилт, Пшонкă ялĕсем çывăхĕнчи лаптăксемсĕр пуçне, тĕпрен илсен 1960—1985-мĕш çулсенче лартнă.
Çĕр лаптăкĕсене хуçалăхсем кăпкалатса тăратчĕç, Сурăм сăнав вăрман хуçалăхĕ хăй çитĕнтернĕ хунавсене лартассине йĕркелетчĕ. Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнче çав çулсенче лартнă вăрмансем 248 гектар çинче ешереççĕ, Кĕçĕн Шетмĕре — 167, Красноармейскинче — 136, Алманчра — 74, Карайра 68 гектар тата ытти те.
Тĕлĕнмелле кал-кал пулса пыратчĕ çав çулсенче йывăçсем лартас ĕç. Сухалама юрăхлă лаптăксем çине вăрман лартасси çинчен никам та шухăшламан. Пулас вăрмансене пĕтĕмпех хăйăрлă, шыв юхтаракан, тайлăк лаптăксем çине кăна вырнаçтарнă. Мĕнле кăна йывăç калчи вырăн тупман пуль вăл вăхăтра пирĕн çĕрсем çинче. Лăсăллă хыр, чăрăш, лиственница калчисенчен пуçласа çулçăллă пур йывăç хунавĕсем те тăпрана лартăннă. Пĕр америка вĕренин калчисене лартнипе кăна эпĕ кăмăлсăр. Паянхи пекех лайăх ас тăватăп, ку ĕç 1973 çулта пулса иртрĕ. Çур аки хĕрсех пырать. Сурăм сăнав вăрман хуçалăхĕн лесничийĕпе Малти Трак çывăхĕнчи вăрман лесникĕ В. Семенов хуçалăха çитрĕç.
— Тархасшăн пулăшăр, ултă гектар çинче вăрман лартмалли плана пурнăçлаймастпăр, — теççĕ çаксем. Районти хуçалăхсем çĕр уйăрса пама килĕшмен иккен.
— Мĕнле йывăç калчисем пур? — тесе ыйтсан, çĕпĕр кедрĕн калчисене лартатпăр тесе пĕлтерчĕç. Çĕр лаптăкне Кайри Карăк ялĕ çывăхĕнчи сăрт çине тăмлă-хăйăрлă вырăна уйăрса патăмăр. Виçĕ-тăватă кун хушшинче кедр калчисене лартас ĕç вĕçленчĕ. Тĕрĕссипе каласан, сăрт çамкинче нÿрĕк вырăна кăмăллакан çĕпĕр йывăççи хунавĕсем ăнăçуллă вăй илессе шанманччĕ. Хунавсем питех те лайăх чĕрĕлсе вăй илчĕç. Тепĕр çирĕм çултан çимĕçне те парнелерĕç. Çапла, хуçалăхра ĕçленĕ вăхăтра эпир çĕр гектар ытла вăрман лартса çитĕнтертĕмĕр. Халĕ мĕншĕн тепĕр çĕр гектар ытларах лартманнишĕн ÿкĕнетĕп.
Мĕн пулчĕ паян пире, хуçалăх ертÿçисене, специалисчĕсене, пĕтĕмĕшле çĕр çыннине? Сахалтан та çирĕм çул сухалама юрăхсăр лаптăксем çине йывăçсем лартасси çинчен калаçмастпăр эпир. Тен, пирĕн сухалама юрăхсăр, шыв юхтаракан тата пушă выртакан лаптăксем пачах та юлман?
Сухалама юрăхлă, анчах та нумай çулсем сухаланман çĕрсем район территорийĕнче пиншер гектар шутланаççĕ. Çав вăхăтрах эрози аталаннă тайлăк çырма хĕрриллĕ уйсене хĕрсех çавăрттаратпăр. Етĕрне районĕнчи “Ленинская искра” хуçалăх ертÿçи Айдак кун пек лаптăксене тахçанах сухалама пăрахнă, нумайăшне вăрмансем айне куçарнă. Пирĕн те çакна тума вăхăт çитнĕ. Анчах та паян никам та тÿлевсĕр вăрман лартса памĕ. Çĕрĕсем те халь хуçаллă. Уйрăм çĕр лаптăкĕсем пай çĕр хуçисен аллинче, ыттисем вара патшалăхăн — хăшĕнпе вырăнти администрацисене усă курма ирĕк панă. Тен, çак фондри эрози аталаннă çĕрсем çине вăрман хуçалăхĕпе килĕшсе çулсеренех 30—40 гектар вăрман лартса хăвармалла?
Çут тĕнче çывăрмасть. Юлашки çулсенче выльăх-чĕрлĕх шучĕ палăрмаллах чакнине пула, çырмасем тăрăх кĕтÿсем çÿреме пăрахрĕç. Вăрмансем çывăхĕнчи тарăн çырмасенче хăй тĕллĕн акăнса шăтса çитĕннĕ хыр, хурăн, çирĕк хунавĕсем йышлăн курăнма пуçларĕç. Çамрăк хунавсем сухалакан анасене те тиркемеççĕ.
Акă, Васнар ялĕпе Матя вăрманĕ хушшинче нумай çулсем сухаламасăр выртакан уйăн 5—6 гектарне хурăнпа çÿçе хунавĕсем пусса илнĕ. Ку лаптăка сухаласа пусă çаврăнăшне кĕртме те май çук ĕнтĕ, пĕр иккĕленмесĕрех ăна вăрман шутне кĕртмелле кăна. Кун пек тĕслĕхех Хусакасси уйĕнче — Пшонкă пĕвинчен инçех мар уйсене хÿтĕлеме лартнă вăрман тăрăхĕпе юнашар — курма пулать. Кунта сахалтан та пĕр 5 гектар акнă кантăр пек çăра шăтса тухнă çамрăк хыр вăрманĕ ешерет.
Хăй тĕллĕн çитĕнекен вăрман лаптăкĕсене ырлас килмест манăн. Вĕсем эпир тĕллевлĕ ĕçлеменнине пула хуçаланаççĕ. Вăрман çырма-çатра тăрăхĕнче, эрози аталаннă вырăнта тăпра пулăхне сыхласа хăварма пулăшса ешертĕрччĕ.