АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил картинче мĕн сас лайăх?...

09 апреля 2009 г.

 

Кĕçĕн Шетмĕре пулса курман-и эсир? Зойăпа Николай Семеновсене ку тăрăхра ватти-вĕттипех хисеплет. Ырă ĕçпе çĕнсе илнĕ пархатарлă ята.Акă, саккăрмĕш çул ĕнтĕ татуллă мăшăр сысна усраса, çăвăрлаттарса çемье бюджетне пуянлатать. Ку çеç-и тата?.. Çынсене те çурасемпе тивĕçтереççĕ Семеновсем.

Николай Семенович кăмăллă кил хуçи. Пĕчĕкрех хул-çурăмлă арçын. Профессийĕпе вăл — ученăй-агроном.

Мăшăрĕпе — Зоя Петровнапа хĕрĕх çула яхăн пурăнаççĕ. Туслă çемье. Зоя Петровна Мăн Çавал юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă Упи ялĕнче çуралнă. Вĕрентекен пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта математика предмечĕпе вĕрентнĕ. Виçĕ ача çуратса, тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе, пурне те аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă Семеновсем. Ангелина — аслă бухгалтер. Инга — амăшĕ пекех, вĕрентекен. Женя Раççейри Шалти ĕçсен министерствин Саратоври институтне вĕренсе пĕтернĕ. Юрист. Халь Шупашкарти гуманитарлă институтра лекцисем вулать.

Ачисем пурте çемьеллĕ Семеновсен. Мăнукĕсем те ик куç тулли.

Шăнкăртатса юхакан Кĕçĕн Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринче вĕсен килĕ. Уйрăмах çуркуннепе çуллахи вăхăтсенче çав тери ырлăх çакăнта!.. Шăнкăр-шăнкăр! сасă хăлхаран каймасть. Кĕçĕн Шетмĕ шывĕ “юрлать” вĕт. Лăпăска йăмрасем çил ытамĕнче “пăшăлтатаççĕ”. Сывлăшĕ тата хĕлĕх ала витĕр сăрхăнса тухнă тейĕн.

Пĕчĕк вăрман ку. Семеновсем лартса ÿстернĕ вăрман.

— Халĕ те куç умĕнчех-ха. Ангелина хĕрĕме качча панă чухне уй! епле савăнчĕç туя килнĕ хăнасем! Паллах, çак илеме вăй илтернĕшĕн пире, хăтипе тăхлачине, мухтамаллипех мухтарĕç, — сăмахсене сыпăнтарчĕ кил хуçи. — Пирĕн урам Элли Юрьев ячĕллĕ вĕт?..

Чăнах та, Элли Михайлович Юрьев ячĕ чăвашра çеç мар, Раççей шайĕпе паллă.Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Кĕçĕн Шетмĕпе çыхăннă. Çуралнă çакăнтах. Э. Юрьев — ЧР Гербĕпе Ялавĕн авторĕ. Шел, халь пирĕнпе çук ĕнтĕ вăл.

Урама тăрăхла вырнаçнă Семеновсен кил-çурчĕ. Крыльцаллă. Юнашарах — вырăсла хапха.

Н. Семенов çак тăрăхри Кăмакалтан. Çамрăк çемье Кĕçĕн Шетмĕне, сăрт çамкине 1976 çулта куçнă. Кунта йывăç çурт лартнă. 1998— 2000 çулсенче пÿртĕн никĕсне хăпартаççĕ, ун çумне никĕс яраççĕ, стенине кирпĕчрен хăпартаççĕ.

— Николай Семенович, кил картинче мĕн сас лайăх? — ыйтуллăн пăхрăм утмăл урлă каçнă арçын çине. — Мĕн сас лайăх?

— Мĕн сас лайăх?.. Сысна çури сасси лайăхрах… — сăн-питре кулă палăрнине пытараймарĕ вăл. — Сысна çури сасси…

Ытахальтен тупăнмарĕç пуль çак сăмахсем. Ара, мĕн ачаранпах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, ÿстерес ĕçе парăннă-çке. Тен, çавăнпах та пуль, ял хуçалăх специальноçне алла илнĕ. Н. Семенов 1979 —1991 çулсенче тăван хуçалăхăн тилхепине тытрĕ. Çав вăхăтсенче хуçалăх сысна усрассипе те, çура илессипе те палăрнă районта.

— Мухтанасах теместĕп-ха. Эпĕ, “Нива” совхоз ертÿçи пулнă май, çулленех сезон тапхăрĕсенче халăхран та, договорпа килĕшÿллĕн, сĕт, аш-какай пухнă. Хамăр килтен кăна сезонра икшер тоннăна яхăн сĕт панă. Тата — самăртнă икĕ сысна, — хăй калассине пытармарĕ Николай Семенович. — Мăшăр пулăшнă.

— Халь тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, канăçсăр эсир? Мăшăрупа иксĕр çÿпçипе хупăлчи евĕрех пуль…

— Ваттисен сăмахĕнчен иртеймĕн ĕнтĕ. Мăшăр пулăшмасан… тиев йывăртарах лекет. Халь амасем кăна — çирĕмĕн. Çав йышра чуптарнисем 14-ăн. Пĕр аçа пур. Ыттисем резерврисем…

Ăратлăх çине тимлĕх уйăраççĕ Семеновсем. Амасенчен шултра вырăс — тата “Ландрас” ăратлисене тытаççĕ. Вĕсене çĕнетсех тăрассине, çулталăкра 4—5 хутчен çăвăрлаттарассине тĕпе хунă. Тĕрĕслемеллисене те йышра хăварнă. Çав ушкăна Николай Семенович ремонтнăйрисем, тет. Е тĕрĕсрех ăнлантарсан, çав йышри амасене пĕр хутчен çăвăрлаттарса пăхаççĕ те. Усси çуккине курсан, вĕсене ашлăха ăсатаççĕ.

Сыснасен вити кивĕрех. Çавăнпах-и, тен, юсав ĕçĕсем çине-çинех тупăнаççĕ. Улăм та чылай кирлĕ айсарăм тума.

— Паян-ыран çăвăрламалли амасене уйрăм пÿлĕмсенче тытатпăр. Вĕсем валли лăпкă, канлĕ, шăв-шавсăр пурнăç шанчăклăрах. Çакă амăшĕн тата çутта тухмалли çăвăрĕсен сывлăхĕшĕн те меллĕ. Сысна аçи ытларах кăсăклантарать-и, сире?.. Пытармăп, ăратлă аçана 4—5 çул усратăп эпĕ. Хальхине Карайри Малининран сутăн илтĕм. Ăратлă аçаран сып-сывă, тĕреклĕ, шултра та яштака, амине кура, çура пулать, тет Н. Семенов. — Акă, мăшăр та çитрĕ.

Зоя Петровна сыснасен ай сарăмĕ валли тулă улăмне илме анкарти хыçне кайнă пулнă. Çурăм хыçĕнчи лăппине пирĕн ума лартрĕ вăл. Тарлă çамкине фуфайка çаннин вĕçĕпе шăлса илчĕ.

— Фу! ĕшентерет. Вăт, ик алла пĕр ĕç тенешкел, ватлăхра тытăнтăмăр çакна. Николай канăçсăр-çке манăн. Вăт пуçăнтăмăр та… Кăштăртататпăр çапла. Ай сарăмĕ те сахалах мар тăккаланать. Апатне хатĕрлеме те вăхăчĕ кирлĕ. Расхучĕсем пылаках мар. Çулленех 18—20 тонна тырă туянатпăр. Улăмне те илетпĕр, — тет Зоя Петровна. — Иккĕн-иккĕнех…

— Тулă хывăхĕнчен (отрубĕнчен) хатĕрленĕ апата, уйрăмах вĕлтрен хутăштарса парсан, юратса çиеççĕ сыснасем. Çурасене кунне виçĕ-тăватă хутчен те апатлантарма тивет. Пурă паратпăр. Организма витамин кирлĕ-çке. Амасене çăмăлланнă хыççăн кунсерен 2—4 хутчен укол тăватăп. Кăштах хавшанă организма тимĕр кирли пирки манмастăп. Тĕрĕссипе, эпĕ халь агроном çеç-и, çук, ветфельдшер та, зоотехник та пулса тăтăм. Пурнăç ыйтăвĕ ĕнтĕ ку, — чуна уçса сăмахларĕ Николай Семенович. — Утмăл сотăй çĕр пур манăн. Çав лаптăкра сыснасем валли люцернăпа клевер акнă. Анкартинчи 25 сотăйĕнче çĕр улми лартса çитĕнтеретĕп.

— Николай Семенович, эсир пĕчĕк вите çеç мар, пĕчĕк ферма тытатăр. Çавах та çулленех миçе çура сутатăр-ха? — ал тытнă май ыйтрăм кил хуçирен.

— Икçĕршер пуçран кая мар, — хуравларĕç Семеновсем.

Сывлăх пултăрччĕ вĕсене малашне те.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика