АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Санитарипе экологи уйăхлăхĕ ирттересси пирки

12 сентября 2008 г.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ С. А. Николаев граждансене пурăнма лайăх условисем туса хурас, тасалăхпа йĕрке тăвас, çавăн пекех йывăç-тĕмсене çĕнетсе упрас тĕллевпе сентябрĕн 8-мĕшĕнчен тытăнса октябрĕн 8-мĕшĕччен ялсене тирпей-илем кĕртмелли тата йывăç-тĕмсем лартмалли уйăхлăх ирттересси çинчен пĕлтернĕ.

Йышăнура ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕн директорне санитарипе экологи уйăхлăхĕ иртнĕ тапхăрта халăха, мĕн пур харпăрлăхри предприятисемпе организацисен, учрежденисен ĕçченĕсене, шкул ачисене территорисене тирпей-илем кĕртме явăçтарма сĕннĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕн директорне В. Л. Петрова çÿлерех асăннă тапхăрта территорисене тирпей-илем кĕртнĕ чух пухăннă çÿп-çаппа ăпăр-тапăра килти хытă каяшсене тăкмалли полигона тиесе тухас тата йышăнас ĕçе йĕркелесе тăма, ăпăр-тапăра ятарлă талонсемпе йышăнма, ялсене тирпей-илем кÿрес енĕпе ĕçлекен районти комиссине (С. Ф. Григорьев) ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле территорисене пăхса тухассине, тирпей-илем кÿрес ĕç опычĕпе паллашассине йĕркелеме, вĕрентÿ пайне (Н. И. Антонов) экологи бригадисем пурнăçланă ĕçе тĕрĕслеме, ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-экспертне В. А. Васильева ялсене тирпей-илем кÿнĕ чух тунă ĕçсен калăпăшне, йывăç-тĕмсем лартнине тĕрĕслесе шута илме хушнă.

Асăннă йышăнăва мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕслессине район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ С. Ф. Григорьев çине хунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика