АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Харкашу-ятлаçу аякра тăтăр

29 августа 2008 г.

 

2008 çул Раççейре Çемье, республикăра Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнипе паллă. Анчах та районти хăш-пĕр çемьесенче çак ырă ĕçсене пачах хакламаççĕ, пĕр-пĕрне хисеплесси çинчен манаççĕ. Çакă чылай чухне харкашу-ятлаçу патне илсе пырать. Çемье пăтăрмахĕ, мĕн пытармалли пур, эрех-сăра патне туртăннипе çыхăннă.

Акă, январь — июль уйăхĕсенче кăна çапса хĕнесе пĕтернĕ — 15, сывлăха сиенленĕ — 4, вĕлерессипе хăратнă 2 тĕслĕхе регистрациленĕ. Кусем пĕтĕмпех çемьесенчи преступленисем ĕнтĕ. Упăшкисем — арăмĕсене, ачисем ашшĕ-амăшне кÿрентернĕ. Тĕслĕхрен, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи Яковлевсен çемйине илер-ха. Асăннă çемьере ĕçкĕ-çикĕне пула час-часах ятлаçăнса, вăрçăнса пурăнаççĕ. Çавăнпа та апрель — июнь уйăхĕсенче çемье пуçлăхĕ мăшăрне тата çул çитмен хĕр ачине хĕнесе пурăннипе икĕ хутчен уголовнăй ĕç пуçарнă. Ăна айăплав акчĕ çырса суда ярса панă.

Июль уйăхĕнче Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи Николаев пирки çапса хĕнесе пĕтернĕшĕн, вĕлерессипе хăратнăшăн уголовнăй виçĕ ĕç пуçарнă. Ку çемье те йĕркеллисен шутĕнче мар. Халь следстви пырать.

Çемьере çул çитмен ачасем пур. Енчен те ашшĕ-амăшĕ эрех-сăра серепине çакланнă пулсан, ачасен пуласлăхĕ çинчен те калама йывăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика