АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн кăтартрĕ-ха “Çул çитмен çамрăк” операци?

29 августа 2008 г.

 

Асăннă операцин виçĕ тапхăрĕ вĕçленчĕ. Унта пирĕн инспекципе пĕрле район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссийĕ тата актив хутшăнчĕç. Уйрăммăн илсен, районти шалти ĕçсен пайĕн хăш-пĕр ĕçченĕсем те çак мероприятире активлă ĕçлерĕç. Усси пур.

Операцин кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетĕпĕр. Ку вăхăтра эпир урамсенче тĕлли-паллисĕр çапкаланса çÿрекен,обществăлла йĕркелĕхе пăсакан,эрех-сăрапа туслашакан ачасене тупса палăртрăмăр. Çав шутрах йĕркерен тухнă тăватă ачана хамăр инспекцире профилактика учетне илтĕмĕр.

Юлашки вăхăтра йĕр-келлĕ мар çемьесем: ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнаканнисем,ятлаçăнса харкашаканнисем, харпăр хăй ачи-пăчине кÿрентерекеннисем йышланчĕç. Кунашкаллисем уйрăмах Упи, Пикшик, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕсенчи ялсенче пур. Хальлĕхе çул çитмен ачасем çитĕнекеннисем çеç, япăх çемьесем ĕнтĕ, районĕпе утмăла яхăн.

Çулталăка çитмен ачасен кил-çурчĕсене райбольницăри медицина ĕçченĕсемпе тухса çÿресси йăлана кĕчĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе калаçатпăр, вырăнти условисемпе паллашатпăр. Сăмах май ку таранччен ашшĕ-амăшĕн тивĕçне пурнăçлайман çичĕ ашшĕ-амăшне административлă майпа явап тыттарнă.

Юлашкинчен çакна каласшăн эпĕ. Ачасем — пирĕн çĕр-шывăн пуласлăхĕ тата малашлăхĕ. Вĕсене çуратса тĕрĕс-тĕкел, сывă, çĕр-шыва юрăхлă çын туса çитĕнтересси — ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш тивĕçĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика