26 августа 2008 г.
Вăхăт пĕр шелсĕр васкать. Унăн хăйĕн чуппи-çке. Пирĕн киле калама çук пысăк хуйхă килсе çапнăранпа 19 çул çитет. Ăçтан манăн-ха 1989 çулхи август уйăхĕн вĕçне? Тепĕр темиçе кунтан вăтам шкулăн вуннăмĕш класне вĕренме каймалли каччă пирĕнтен ĕмĕрлĕхех сарăмсăр уйрăлса кайрĕ. Унтанпа куçăмсенче пĕртте куççуль типмест. Мĕн пур йывăрлăха сăввăмсенче палăртатăп.
Шуçăмпа шăпчăк юрлать-çке
Çурхи пахчара.
Эсĕ çех ыв(ă)лăм çывăратăн
Йывăр ыйхăра.
Ăмăртсах-çке авăтаççĕ
Карăшпа куккук
Вăранмасăр çывăраççĕ
Алешпа Олег.
Çывăраççĕ, çывăраççĕ
Çамрăк паттăрсем,
Тăратсам эс, юлташăм
Йывăр ыйхăран.
Çапла сăвă çаврăмĕ çырса парсаччĕ эпĕ Чăваш радио передачине.
Сар хĕвел тухни те, çурхи шыв юхни те савăнтармарĕ пире ун чух: ем-ешĕл тавралăх, шап-шурă чечекпе витĕннĕ пахча, çĕмĕрчĕ, сиренĕ, улмуççийĕ, чие тĕмĕсем хурлăхлăн пуçĕсене уснăн туйăнатчĕç.
Эсĕ, Олег, текех пахчана та, улмуççисем хушшине те тухаяс, çырла та çиес, сухан та чĕрсе çиес, выльăхсене апат та параяс, пирĕнпе пĕрле мунча та кĕреес çук.
Эсĕ, ывăлăм, çатмапа пĕçернĕ вĕри икерчĕ юрататтăнччĕ, услам çăва, килти хăймана, ĕне сĕтне, килте хатĕрленĕ кăлпассие килĕштереттĕнччĕ. Шел, çакна халĕ иртнĕ вăхăтпа çеç калама тивет. Ывăлăм, каçар, эпир сана упраймарăмăр.
Мĕншĕн эсĕ куккук мар?
Куккук сан пуласчĕ.
Вăрăм чăрăш тăрринче
Ĕмĕр авăтасчĕ.