22 августа 2008 г.
ЧР Шалти ĕçсен министерствин çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн начальникĕ В. Ф. Ежеев милици полковникĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи ачасене турттарса çÿрес çĕрте хăрушсăрлăх туса хурас тĕллевпе августăн 31-мĕшĕччен автобуссемпе ĕçлеме квалификациллĕ водительсем суйласа илнине, автобуссене юсама тата техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăма, техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма ТО-1, ТО-2 килĕшÿсем пуррине, “Шкул автобусне” диагностикăн техника хатĕрĕсемпе усă курса, техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалли графика пăхăннине, рейса тухас умĕн водительсене медицина тĕрĕслевĕ тăвассине йĕркеленине тĕрĕслеме хушнă.
Çавăн пекех “Шкул автобусĕсем” çÿремелли маршрута тĕпчесе пĕлме, вĕренекенсене илсе çÿремелли хăрушсăрлăх туса хунине куллен тĕрĕслесе тăма, тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтермелли пирки представлени çырса пама тата ыттине те ыйтнă.