АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умри ĕçсем пире паллă

19 августа 2008 г.

 

Юлашки çулсенче Чăваш Ен Президенчĕ Н. Федоров культура тытăмне аталантарма çирĕп тĕллев лартнине уйрăмах палăртма кăмăллă. Çакă хамăрăн Кĕçĕн Шетмĕ библиотека тĕслĕхĕнчен те яр уççăн курăнать. Кунта ĕлĕкхипе хальхине танлаштараймăн. Тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн çутă та таса, нихăçан та çын татăлмасть. Кĕнеке фончĕ çуллен ÿссе пырать. Вулавăшра компьютер, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор, видеоплеер, электронлă дисксем, тĕрлĕрен хаçат-журнал. Вĕренÿ çулĕ пуçлансан вара вăтам шкулпа тачă çыхăнса ĕçлет библиотека. А. Сергеева ертÿçĕ йĕркеленипе учительсен, ачасен вăйĕпе интереслĕ вуншар мероприяти йĕркелеççĕ.

Иртнĕ çулхи ноябрьте вара Чăваш Республикин ертÿçи “Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” Указ йышăнчĕ. Унпа килĕшÿллĕн Трак ен тăрăхĕнче те ĕç-пуç вăй илчĕ ĕнтĕ. Чатукассинчи, Упири кану центрĕсене юсаса çĕнĕ сăн кĕртес ĕçсем пыраççĕ. Çĕнетсе улăштарнă хыççăн вĕсем чăн-чăн культура çăл куçĕсем пулса тăмалла, паянхи вăхăт ыйтакан тĕрлĕ оборудованипе, тĕрлĕ костюмсемпе пуянланмалла. Халĕ эпир хамăрăн кану центрне юсаса çĕнетес тĕлĕшпе çитес çулхи программăна кĕрсе юлас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр те.

Кăçал эпир официаллă майпа пирвайхи хут культура ĕçченĕн кунне паллă турăмăр. Эпĕ ĕлĕкех хам пуçăмра шутлаттăм: сывлăшра вĕçекенĕн те, çĕр айĕнче тăрăшаканăн та, тинĕс-океанта ишекенĕн те календарьте палăртнă уявсем пур пулсан, куллен халăх сывлăшĕпе сывлакан, ăна савăнтаракан культура ĕçченĕн праçникĕ мĕншĕн çук-ха?

Чăнахах, культурăра тăрăшаканăн ĕçĕ чылай чухне халăха курăнмасть. Акă тепĕр чухне вăл е ку мероприятие халăх умне кăларассишĕн мĕн чухлĕ тар тăкмастăн пулĕ? Кунта сценарине те хăвах çыратăн, режиссер та пулатăн, юрри-кĕввине те суйласа илетĕн. Пурте хатĕр, йĕркеллĕ темелле. Çĕнĕ спектакль-концерт сцена çине тухасси пирки хурав янă, ял-ял тăрăх пĕлтернĕ пулсан та, зала тепĕр чух 20— 30 çын пыни те пулать. Ял çынни культура çуртĕнчен сивĕнчĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Паян вăл килти хуçалăхри ĕçсене вĕçлесен “сенкер экран” умне кĕрсе ларать, çемйипе çурçĕрчченех вăл е ку каналпа телесериалсем е илемлĕ фильмсем пăхать. Çак условисенче пи- рĕн уйăхсерен тÿлевлĕ çăмăллăхсен планне те тултармалла-çке. Ăна пурнăçламасан вара кашни канашлурах ÿпкев сăмахĕ тивет.

Республика шайĕнче палăртнă чылай çынна кун çути парса ÿстерчĕ Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕ. Чăвашра пирĕн паллă ентеше, республика Гербĕпе ялавне хатĕрленĕ Э. М. Юрьева пĕлмен çын та çук пулĕ. Чăваш халăх художникĕн эскизĕпе Шупашкар хулин гербне те хатĕрленĕ-çке. Элли Михайлович Красноармейски район гербне хатĕрлес ĕçе те сумлă тÿпе хывнă. Çак пысăк ăстана халалласа Кĕçĕн Шетмĕре Э. М. Юрьев ячĕллĕ музей-ÿкерчĕксен галерейине уçма пăхатпăр.

Тата тепĕр искусство ăсти пирки те чарăнса тăмасăр май çук. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ В. Е. Петров нихăçан та асран тухас çук. Хамăр тăрăшнипе ăна халалланă çамрăк вокалистсен конкурсĕ пуçласа Кĕçĕн Шетмĕри культура çуртĕнче 1995 çулта иртнĕччĕ. Мĕнех калас, ăна йĕркелекенсен алли çăмăл пулчĕ пулас. Çак хушăра йĕркеленĕ конкурссем юрă тĕнчине парăннă вуншар ачана хăй тавра пухрĕç, илемлĕ кĕвве, юрă искусствине кăмăллакансем сцена çине тухса куракана хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Халĕ ĕнтĕ вокалистсен конкурсне республика шайне те çĕклеме вăхăт.

Тата тепĕр искусство ăсти пирки те асăнмасăр май çук. Ку вăл Танăш ялĕнче çуралнă ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ художникĕ Г. Н. Николаев. Георгий Николаевич 34 çул Шупашкарти пир-авăр тĕртекен комбинатра вăй хунă, Европăпа Африкăри, Кăнтăр Америкăри çĕр-шывсенче ÿкерчĕксенчен, çаптарнă пусма-çитсă тăрăхĕсенчен 200 ытла куравпа ярмарка йĕркеленĕ.

Танăш ялĕн тепĕр мухтавлă ывăлĕн, Чăваш халăх поэчĕн Ю. С. Сементерăн ятне те республикăра ватти-вĕттипех пĕлеççĕ.

Чатукасси тăрăхĕнче пулсан Ф. Лукин ячĕллĕ халăх музейне кĕмесĕр чăтаймастăп. Район тата вырăнти администраци пулăшнипе, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Матвеев çине тăнипе хăйсен мухтавлă ентеш-композиторне сума суса çакăн евĕр музей уçма пултарчĕç. Пирĕн те çĕр-шыв, республика таранах палăрнă ентешсем умĕнче парăмра юлмалла марах.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче М. Тимофеев-Шетмĕ Михали сăвăç 75 çулхи юбилейне уявларĕ. Ăна ялти тĕп кану çуртĕнче ял-йышпа, тус-тăванĕсемпе пĕрле пухăнса паллă турăмăр.

Паян ачасем валли те, çитĕннисем валли те кружоксем аван ĕçлесе пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕшĕн яваплă тапхăрта “Çеçпĕл” агитбригада уй-хире тухать. Çакăнта илемлĕх ертÿçи А. Бажбенова хăй çине яваплăх илет.

Ĕçлес кăмăл пĕчĕк мар пирĕн. Эпир хамăр çине илнĕ тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçлатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика