15 августа 2008 г.
- Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн диспетчер служби пĕлтернĕ тăрăх, августăн 14-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2900 гектар вырса çапнă. Çав лаптăкран 6559 тонна тĕш тырă çапса илнĕ е гектарти вăтам тухăç 22,6 центнерпа танлашать. Уйрăм хуçалăхсенче вăл татах та пысăкрах.
- “Таябинка” пĕрлешÿ 500 гектар çинчи тĕш тырăсене алла илнĕ, “Гигант” — 340, “Караево” — 300 гектар, ООО “Красное Сормово” 242 гектар çинчи тĕш тырăсене вырса çапнă. “АиКо” кĕрхи культурăсене пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ.
- “Мичуринец”, “Рассвет” хуçалăхсем, “Шивбосинское” пĕрлешÿ паян та вырмана тухман.
- Вырса çапнă 685 гектар çинчи улăма урана хывнă е пресласа рулонсем тунă.
- Кĕрхи культурăсем акма 3695 гектар çĕр хатĕрленĕ.
- Августăн 13-мĕшĕнче районти хуçалăхсен уй-хирĕсенче 39 комбайн ĕçленĕ.